Курак Иванĕ


Курак Иванĕ (Иван Игнатьевич Кураков) 1889 çулхи июлĕн 17-мĕшĕнче Чĕмпĕр облаçĕнче, Кивĕ Кăлаткапуç районĕнчи Чăваш Кăлатки (Кăлаткапуçĕ) ятлă ялта, вăтам хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Вăл малтан прихут шкулĕнчен вĕренсе тухнă, 1902-1904 çулсенче килте пурăннă, 1904-1907 çулсенче Астрахань хулинче художество шкулĕнче вĕреннĕ. 1907-1911 çулсенче çав хуларах çурт-йĕрсем сăрласа пурăннă.

1911 çулта унăн ашшĕ вăхăтсăр вилсе кайнă, поэтăн вара яла таврăнма тивнĕ. Ялта пурăннă вăхăтра вăл çамрăксем хушшинчи чи хастаррисенчен пĕри пулнă, ял куштанĕсемпе пуянсене тăрăхласа карикатурăсем ӳкернĕ, вĕсене хăйĕн ялти тантăшĕсем хушшине сарнă. Çакăншăн куштансемпе кулаксем Курак Иванне хытă тарăхнă, ăна вĕлерме хатĕрленнĕ. Çавăнпа вăл 1914 çул вĕçĕнче хальхи Пенза облаçĕнчи Неверкино районĕнчи Итĕм Кура ятлă чăваш ялне куçса кайнă.

1918-1922 çулсенче Курак Иванĕ граждан вăрçинче пулнă, Тăван çĕршыва хӳтĕленĕ. 1922-1926 çулсенче ялта хресчен ĕçĕпе пурăннă. Пушă вăхăтра сăвăсем, калавсем, пьесăсем çырнă. Хăйĕн çав вăхăтра çырнă сăввисемпе калавĕсене «Ĕçлекенсен сасси» журналпа «Чăваш хресченĕ» (кайран «Коммунар») хаçатра тата «Сунтал» журналта пичетленĕ. 1924-1934 çулсенче вăл уйрăмах чылай çырнă. Поэт сăвăсенче Аслă Октябрь тивлечĕпе телей тупнă халăх пурнăçне мухтаса юрланă, çĕнĕ пурнăçа хапăл туса саламланă.

Прозăпа çырнисенчен поэт пултарулăхĕшĕн «Уçтук» (1925), «Хăрушă аслати» (1927), «Укахви» (1933) калавсем уйрăмах паллă вырăн йышăнаççĕ. Çак произведенисенче поэт совет хĕрарăмĕ ĕмĕрхи пусмăртан яланлăхах хăтăлни тата вăл патшалăх ĕçне арçынпа пĕртан хутшăнни çинчен каласа кăтартать.

1927-1931 çулсенче Курак Иванĕ патшалăх банкĕн районти уйрăмĕнче счетовод пулнă, 1931 çулта колхозра та счетовод ĕçне туса пынă. 1936 çулта каллех Итĕм Курана куçса пынă. 1937 çулта вăл пĕтĕм кил-йышĕпех Туркмени ССРне куçса кайнă, унта Байрăм-али ятлă станцире художество мастерскойĕнче ĕçленĕ.

Курак Иванĕ 1942 çулхи çурла уйăхĕнче хăй ĕçлесе пурăннă станцирех вăхăтсăр вилнĕ.

Курак Иванĕн 1926 çулта ССР Союзĕнчи халăхсен Тĕп издательствинче «Сăвăсем» кĕнеки пичетленсе тухнă.


Хайлавĕсем