Александра Васильевна Леонтьева (Ледюкова) 1956 çулхи çăвăн 9-мĕшĕнче Чĕмпĕр облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхашра çуралнă. 1973 çулта ялти вăтам шкултан вĕренсе тухсан Ульяновскри ял хуçалăх институчĕн экономика факультетне кайса кĕнĕ. Ăна 1977 çулта пĕтерсе тухнă. Кун хыççăн хăй çуралса ӳснĕ ялта — «Алгаши», каярах Тельман ячĕллĕ колхозсенче экономист пулса ĕçленĕ. Пĕр хушă Чăнлă районĕнчи финанс пайĕнче вăй хунă. Халĕ Чăнлă район центрĕнче — Аслă Нагаткин ялĕнче пурăнать, предприниматель патĕнче бухгалтерта ĕçлет.
Шкулта вĕреннĕ çулсенчех илемлĕ литература илĕртнĕ ăна. А.П. Чехов, В. Распутин тата О. Генри, И. Ильфпа Е. Петров хайлавĕсене юратса вуланă. Çав вăхăтрах чăваш писателĕсем çырнă кĕнекесене те алран яман. Уйрăмах сатирăпа кулăш лаççинче ĕçлекен çыравçăсен — И. Мучи, Л. Агаков, Хв. Уяр, В. Енĕш хайлавĕсене кăмăлланă. Тен, çавăнпах каярах хăй те кĕске те кулăшла калавсем çырма пуçланă. Вĕсене «Канаш» хаçата вулакансем лайăх пĕлеççĕ.
А.В. Ледюкова — «Шевле» литпĕрлешӳ членĕ. Унăн çырас пултарулăхĕ пирки татăклă сăмах калама иртерех-ха. Вăл аталану çулĕ çинче. Çыравçă ăсталăхĕ калавран калава ӳссех пынине палăртма кăмăллă. Эппин, ăна çак çăмăл мар ĕçре ырă сунмалли кăна юлать.
Хайлавĕсем
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...