Николай Константинович Кушманов Чăваш Республикин тава тивеçлĕ культура ĕçченĕ, Раççей писателĕсен союзĕн членĕ.
1949 çулхи чӳк уйăхĕн 6-йĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Турхан ялĕнче çуралнă. Турханти вăтам шкултан вĕренсе тухсан çарта службăра пулнă. Шупашкарти строителъство техникумĕнчен, Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă. Чылай çул Шупашкарти коммуналлă хуçалăх организацийĕсенче ĕçленĕ. Каярахпа «Коммунизм ялавĕ» (халĕ «Хыпар») хаçат редакцийĕнче вăй хунă, Чăваш писателĕсен союзĕн правленийĕн яваплă секретарĕ, председателĕн заместителĕ, Чăваш кĕнеке издательствин аслă редакторĕ пулнă.
Литература ĕçне 70-мĕш çулсенче тытăннă. Унăн «Кун-çул ытамĕнче», «Тăван ен кĕввисем», «Çул пуçламăшĕнче», «Кокель», «Тăван ял-йышăм хушшинче», «Ĕмĕрсен кĕрлевĕ витĕр» — 1-2 том, «Духовное наследие Кокелей» (вырăсла) кĕнекисем тухнă.
Юлашкн çулсенче поэт куçару ĕçĕнче тухăçлă ĕçлет. Вăл Библин «Авалхи Саккунсен Халалĕ», «Псалтирь», «Иов кĕнеки», «Соломонăн Ӳкĕт кĕнеки», «Екклезцаст Кĕнеки», «Соломонăн «Юрăсен юрри» Кĕнеки», «Соломонăн Аслăлăх Кĕнеки», «Иисус ывăлĕн Сирахăн Ăслăлăх Кĕнеки» хайлавсене чăвашла сăвăласа куçарнă.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...