Сергей Шерккей


Сергей Михайлович Шерккей (Краснов) 1967 çулхи ака уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чĕмпĕр облаçĕнчи Чăнлă районне кĕрекен Ирçел ялĕнче çуралнă. Тăван ялта сакăр çуллă шкул пĕтернĕ хыççăн вăтам пĕлӳ илме Вăта Тимĕрçене çӳренĕ. Шкул чысне хӳтелесе район тата область шайĕнчи спорт ăмăртăвĕсене хутшăннă.

Çара кайиччен Чĕмпĕрти мотор тăвакан савутра вăй хурать. 1987 çулта çартан таврăнсан милици тумне тăхăнать, хурал уйрăмĕнче ĕçлет. Куçăмсăр вĕренсе Алапукари милици шкулне пĕтерет. Йĕрлевçĕ йытăсене хатĕрлекен дрессировщиксен курсĕнчен вĕренсе тухать. Йытă питомникĕн пуçлăхĕ пулса ĕçлет. 1996 çулта милицирен тухать.

Çав вăхăтра сăвăсем çырма пуçлать. Пĕрремĕш хут «Канаш» хаçатра пичетленет. «Шевле» литпĕрлешӳ пайташĕ.

Халĕ Чĕмпĕрте пурăнать, ирĕклĕ усламçă.


Хайлавĕсем