Валерий Муравьев (Валериан Венедиктович Муравьев) Чăваш Республикинчи Етĕрне районне кĕрекен Палтай ялĕнче 1946 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче çуралнă.
1963 çулта Палтайри вăтам шкултан ăнăçлă вĕренсе тухнă. Çав çулах вăл ĕç биографине тăван шкулĕнчех пуçланă — химипе физика кабинечĕсен лаборанчĕ пулса ĕçлеме тытăннă. Тĕрлĕ çулта нумай ĕçре вăй хунă: библиотекарь, пионервожатăй, физкультура учителĕ, сысна ĕрчетекен комплекс пуçлăхĕ, район хаçачĕн редакцийĕнче корреслондент, пай редакторĕ. 2004 çулхи кăрлачран — Палтайри библиотека заведующийĕ.
Пĕрремĕш сăвви 1965 çулта кун çути курнă. Унтанпа В.Муравьев хаçат-журналта, коллективлă сборниксенче, уйрăм кĕнекен чылай сăвă, поэма, очерк, калав, повесть, роман пичетлесе кăларнă. Вĕсенчен паллăраххисем: «Урташ йĕрĕпе» (сăвăлла очерк, 2002), «Каяр пуль, хĕрĕм» (поэма, 1990), «Палтайпа Айтак» (сăвăлла роман-халап, 2004, 2006), «Ырăпа усал» (поэма, 2003) тата ыт. те. Валерий Муравьев 1990 çултанпа Раççей журналисчĕсен союзĕн членĕ.
Хайлавĕсем
Шухăшсем
Working to energize your website ...
Ever thought how chuvash...
Looking to boost your website tra...
Get more leads for your chuvash...
Dealing with low website traffic ...
Use AI to build a website by just enteri...
Needing to lift your website traf...
Imagine if chuvash...
Get more leads for your chuvash...
Eager to widen your website impac...