Çарăк ĕшни


Ĕшне çаврака пулнăран

Ят панă пуль — Çарăк ĕшни.

Кунта тĕл пулатпăр ялан —

Тус-йыш; хурăнташ, чун савни.

 

Тĕнче çаврака пулнăран

Кунтах таврăнатпăр çуллен.

Каятпăр пулас-и вăйран

Кунти çăл шывне ĕçмесен.

 

Ӳпке сывлаймасть пек кал-кал

Кăвайт тĕтĕмне çăтмасан,

Юнать пек пире тăван ял

Ак çак ĕшнене пымасан...

 

Ачалăх туртать-и кунта,

Аваллăх чĕнет-и пире?

Илетпĕр сĕткен тымартан,

Выртса чуп тăватпăр çĕре.

 

Куççуль пек таса çăлкуçа,

Таçта кайнă евĕр, юта,

Эпир пăрахмастпăр укçа,

Эпир таврăнатпăр кунтах.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Валерий Михлеев (2011-12-26 09:45:32):

Çарăк ĕшнинче паянхи кунта та куççуль пек таса шыв юхса выртать. Вăл таса çăлкуç, мĕнле сивĕ хĕлхи кунсенче те шăнманскер, çав Çарăк ĕшнине пырса тухакан иртен-çӳренсене хăйĕн сиплĕх шывĕпе яланах хăналама хатĕр.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: