Пурнăç йывăçĕ


Таçта-таçта сĕм вăрманта, çавра кӳлĕ варринче, ылтăнпа эрешленĕ илемлĕ кермен ларать. Çак керменте пирĕшти пурăнать. Кермен умĕнче «Пурнăç йывăçĕ» ӳсет. Вăл ялан чечекре. Унăн чечекĕсем, çулçисем тĕрлĕ чиртен сыватаççĕ. Чирленĕ çынсем çак кӳлĕ патне таçтан-таçтан килеççĕ. Пирĕшти вĕсене кăмăлтан кĕтсе илет. Пурнăс йывăçĕн чечекĕ нихăçан та иксĕлмест. Пирĕшти çак йывăçăн чечекĕсене пурне те пара-пара ярать. Ăçтан ӳссе ларнă-ха çак тĕлĕнмелле ырă йывăç кӳлĕ варрине? Акă мĕн каласа парать ун çинчен Пирĕшти:

— Ман пата Марс çинчен час-часах юлташсем вĕçсе килсе çӳреççĕ. Тепĕр чухне эпĕ те вĕсем патне вĕçсе каятăп. Ку йывăçа Марс çинчен илсе килсе лартнă. Унта тĕлĕнмелле хитре чечеклĕ йывăçсем ӳсеççĕ. Вĕсем çинче — ытарайми тутлă çимĕçсем. Шывĕсем вара витĕр курăнаççĕ — тап-таса! Мĕн тĕрлĕ пулăсем çук-ши унта? Курăксем, ӳсентăрансем ем-ешĕл. Тыр-пул лăпкă çилпе туллин хумханса ларать. Çыннисем пурте илемлĕ, ырă кăмăллă.

Манăн та кайса курасчĕ çав илемлĕ пурнăçа!

 

Ман пуласчĕ ăмăрт кайăк,

Хăпарасчĕ ту çине.

Ту çинчен çапла пăхасчĕ

Хам юратнă çĕр çине.

 

Мĕн тери илемлĕ эсĕ,

Савнă çĕрĕм-шывăм ман!

Çуках пуль тесе шутлатăп,

Мăнаçлăраххи санран.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2008-11-22 22:49:47):

Хайлав чĕлхи илемлĕ. Сăвă та хушнă. Çапах та шухăшне пăхсан чаплă хайлав тесе калаймăн. Автор хайлав пуçламăшĕнче илемлĕ тавралăха сăнлать: кӳлĕ, ун хĕрринче ӳсекен пурнăç йывăççи... Киленсе лар кăна. Анчах та автор киленсе ларма памасть — Пирĕштине ку йывăç пирки каласа пама ыйтать. Лешĕ вара темшĕн Марса асаилет. Марсра шыв çуккине пурте пĕлетпер-çке... автор мара унта ем-ешĕ курăк ӳстерет. :) Марс вырăнне менле те пулин урăх аякри çăлтăра асансан хайлав лайăхрах пулĕччĕ пулĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕпе килĕшрĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: вăтам

 

Андрей (2008-11-23 15:42:33):

"Пурнăç йывăçĕ" фантастика калавĕ, пĕтĕмĕшле илсен, мана килĕшрĕ.

Нумаях пулмасть тĕнчери тĕпчевçĕсем Марс çинче те пăр пуррине тупса палăртнă.Пăр пур тăк шыв та пулма пултармала,йывăç-курăк та ӳсмелле...Автор шухăшĕпе эпĕ килĕшетĕп,содержанине те ырламалла.Эх, çĕр çинче пурнăç йывăçĕ пулсан!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Энтри (2008-11-23 20:02:53):

Пĕр хайлава иккĕ кĕртнĕ... Мĕн тума...

 

Ирина (2008-11-24 04:59:10):

Калава лайăх çырнă. Питĕ лайăх хак пама пулать.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Катерина (2008-11-24 08:33:53):

"Пурнăç йывăçĕ" калава вуланă хыççăн пурин те чăн пурнăçра ырă ĕç тумалла. Сăнарĕ те ырă ĕç тума ăнтăлать. Сăвви те вырăнлă пулса тухнă. Килĕшрĕ калав.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Николай (2008-11-24 08:36:49):

Чи лайăх калав тесен те юрать пулĕ. Чăн-чăн Фантастика! Сăмахсене пĕлсе, вырăнлă усă курнă. Маттур!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Галина (2008-11-24 08:39:48):

Калава вуланă хыççăн хамăн та çырас килсе кайрĕ. Пĕтĕмпех килĕшӳллĕ. Хакне те аван теме юрать пулĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: тарăн

 

Татьяна (2008-11-24 08:46:26):

5-мĕш класра вĕренекен çакăн пек чаплă калав çырма пултарни питĕ аван. Актуаллă тема хускатать автор. Хакĕ те пысăк пуласса шанас килет манăн.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Мальвина (2008-11-24 16:35:42):

Калава аван çырнă.Пысăк хака тивĕç.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Вероника (2008-11-24 16:44:24):

Питĕ илĕртӳллĕ калав. Чĕлхи лайăх, сăнлăхсемпе пуян тата çăмăллăн вуланать.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Андрей (2008-11-27 14:38:01):

Анна çырнă хайлав пысăк хака тивĕçетех пулĕ тетĕп.Сахал сăмахпах тĕлĕнмелле ăслă шухăш калама пултарнă вăл.Тен,ӳссен ачалăхри ĕмĕтне те пурнăçлĕ...Çĕр çинче те пурнăç йывăçĕ чечекленĕ.Никам та чирлемĕ ун чухне. Çынсем те вăрăм ĕмĕрлĕ пулĕç.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Анюта (2008-11-29 19:52:26):

Калав аван пулса тухнă. Лайăх вуланать.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Михаил (2008-12-01 16:45:13):

Анна çырнă калава вуланă хыççăн манăн та пурнăç йывăççине тупса лартса ӳстерес килчĕ.Хĕр ачан ĕмĕт-шухăшĕ ырă,ку вара чи пахи.Аслисем курманнине те курни,пĕлни савăнтарать.Пирĕн пурнăç сывăрах,ырăрах,хитререх пултăрччĕ тет вăл...

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: