«Кичемлĕх» планетăна инкекрен çăлни
Тем тĕрлĕ планета та пур çав: «Хаваслăх», «Туслăх», «Кăмăллăх», «Тăнăçлăх»… Эпĕ вара «Кичемлĕх» планета çинчен çырса кăтартасшăн. Ытти планетăсемпе танлаштарсан ку тĕнчере пурăнакансем пурте салхуллă, хуйхăллă, кичем, кăмăлсăр пулнă. Мĕншĕн тесен вĕсем хĕвел çути сайра курнă. Хура пĕлĕтсем, хура кунсем, хура каçсем… Çак планета çинче кун çути курнă Марьяна ятлă ырă кăмăллă та çепĕç чунлă хĕр ача йĕри-таврари пусăрăнчăк та илемсĕр пурнăçпа килĕшсе тăрайман, хăй пĕчĕкскер çеç пулин те — халăха епле пулсан та пулăшасшăн пулнă.
Асламăшĕ каласа панă тăрăх, ĕлĕк ку планета çинче илемлĕ, хаваслă, кăмăллă пулнă. Юрă-кĕвĕ янăранă, çынсен пит-куçĕ кулăпа çиçнĕ — пурте савăнса çеç пурăннă. Планета ячĕ те «Ырлăх» пулнă. Пĕррехинче çĕр-шыв çийĕн хура пĕлĕтсем шуса иртнĕ, хĕвеле хупласа хунă, тĕксĕм çанталăк пуçланнă, йывăç-курăк ӳсме пăрахнă, çынсен кăмăлĕ хуйхă-суйхăпа тулнă… «Кичем пурнăç пуçланчĕ», — тенĕ вĕсем. Планетăна та «Кичемлĕх» ят панă. Апла пулин те, пĕр çын та ниçта та тухса кайма шутламан, мĕншĕн тесен вĕсем хăйсен çĕр-шывне питĕ юратнă. Хастартарах çынсем «кичемлĕхĕн» сăлтавне питĕ пĕлесшĕн çуннă. Ытти çĕрсене тухса кайса ыйткаласа пĕлнĕ. Тĕрĕссипе, «Мăнкăмăллăх» çĕр-шывĕнчи халăх «Ырлăх» планетăри çынсене питĕ курайман, вĕсем ыр курса пурăннине чăтайман, тарăхнă, кĕвĕçнĕ, хăйсем çеç савăнса пурăнасшăн пулнă. Ниçта кайса кĕрейменнипе хĕвеле хупласа хума шухăшланă. Шухăшланă — тунă. «Ырлăх» планетăри çынсем хĕвеле хăтарас тесе тем те туса пăхнă — усси пулман.
Марьяна, асламăшĕ каласа панине ăса хывса, «Пулăшу» планета çине çитсе килме шутлать. Унта çитме вара çывăх мар. Пĕчĕк пуçа пысăк шухăш тултарнă Марьяна çывăх юлташĕ патне тухса утать. Тантана тусĕ килтех иккен. Марьяна ăна хăйĕн шухăш-ĕмĕчĕпе паллаштарать. Тантана ашшĕн инçе çула вĕçмелли космомаш пур.
«Тантана, эсĕ мана космомаш параймăн-и?» — тет вăл. «Атте килте çук-ха, эпĕ вара унпа усă курма пĕлместĕп», — хуравлать юлташĕ. «Атя иксĕмĕр ларса пăхар, тен, май килет вĕçсе кайма», — çаплах хăпмасть Марьяна.
Иккĕшĕ космомаш ăшне кĕрсе лараççĕ те «автолет» текен кнопкăна пусаççĕ. Машина тӳрех çълелле çĕкленет. Ачасем савăнса кайнипе ниçта кайса кĕреймеççĕ: ахăлтатса кулаççĕ, сиккелеççĕ, кăшкăраççĕ. Сисмеççĕ те — «Пулăшу» планета çине анса лараççĕ. Мĕнле илемлĕ кунта! Куç-пуç алчăрать. Хĕр ачасем тĕлĕннипе вырăнтан та хускалмаççĕ. «Пăх-ха, Тантана, мĕнле çутă кунта, ăшă, хитре, чечексем ъсеççĕ, кайăксем юрлаççĕ», — хĕпĕртесе калать Марьяна.
Урăх планетăран вĕçсе килнĕ пĕчĕк хăнасене питĕ тарават кĕтсе илеççĕ, мĕншĕн килнине ыйтса пĕлеççĕ, апат-çимĕçпе сăйлаççĕ, теттесем парнелеççĕ.
Хĕр ачасем хăйсен хуйхи-суйхи çинчен кулянса та хурланса каласа кăтартаççĕ, пулăшу ыйтаççĕ.
Çынсем пулăшма питĕ хавас, анчах еплерех пулăшмаллине пĕлмеççĕ, шухăша каяççĕ. Мирман ятлă пĕр ăслă та илемлĕ каччă çапла калать: «Пĕр ирхине пирĕн тĕнчене хĕвелĕн сап-сарă та çап-çутă чулĕ ъкрĕ. Çав чул çеç пулăшма пултарать сире». Мирман хĕр ачасене хĕвел чулне тыттарать, ăнăçу та телейлĕ пурнăç сунать. Марьянăпа Тантана чунтан савăнаççĕ, ырă чунлă пулăшакансене тав тăваççĕ те космомаш ăшне кĕрсе лараççĕ. Каялла вĕсем тата та хăвăртрах вĕçеççĕ. Акă вĕсем «Кичемлĕх» планета патне çывхарса пыраççĕ. Марьяна хĕвел чулне çӳлелле çĕклерĕ те хура пĕлĕтсем майĕпен сирĕлме пуçларĕç. Çав самантра алри чул ялтăртатса çунма пуçларĕ, хĕвел патнелле вĕçсе кайрĕ. Марьяна аллине вара пачах та пĕçертмерĕ. Хура пĕлĕтсем вут-хĕм сирпĕтсе пыракан чултан хăраса самантрах куçран çухалчĕç. Вара… Вара сарă хĕвел çутатса ячĕ, таврана илемлĕ сăн çапрĕ, ӳт-пĕве те, чуна та ăшă пулса кайрĕ, чун-чĕре сăмахпа каласа парайми савăнăçпа тулчĕ. Акă вăл чăн-чăн пурнăç! Хаваслă та илемлĕ пурнăç!
«Кичемлĕх» планета çыннисем пурте урама чупса тухаççĕ, сиккелеççĕ, пĕр-пĕрне ыталаççĕ, савăнса кăшкăрашаççĕ...
Темиçе кунран планета ятне те улăштараççĕ, хальхинче ăна «Чăтăмлăх» ят параççĕ. Кичемлĕхре чăтса пурăнма пултарнăшăн хăйсенчен хăйсем тĕлĕнеççĕ.
Марьянăпа Тантана вара хăйсен паттăр та пархатарлă ĕçĕ пирки никама та шарламаççĕ, мухтанма юратмаççĕ вĕсем. Вĕсем телейлĕ. Телей вăл — тепĕр çынна телейлĕ тунинче. Маттур хĕр ачасем вара пĕр çынна çеç мар, хăйсен юратнă çĕр-шывĕнчи пур халăха та телейлĕ турĕç. Çакă ĕнтĕ вăл — чăн-чăн телей.
Виктор (2008-12-03 11:17:18):
Чĕлхе енĕпе хевтеллĕ. Новелла çырма ăста.
Admin (2008-12-03 20:55:12):
Мана килĕшрĕ. Чăтăмлăх, Хаваслăх, Ырлăх, Пулăшу, Туслăх — ку сăмахсен пĕлтерĕшне автор лайăх ăнланать!
Вырăн лекетех пулĕ.
Андрей (2008-12-03 21:31:23):
Калава хурламастăп.Аван çырнă.Лайăхраххисем те пайтах-çке.