Çăлтăрсем


Пĕлĕт çинче çăлтăрсем

Ялтăртатса тăраççĕ.

Вĕсен çутă куçĕсем

Çĕр çинелле пăхаççĕ.

 

Çĕр çинче мĕн пулнине,

Ырă, усал тунине

Çут çăлтăрсем кураççĕ,

Çын хуйхине туяççĕ.

 

Çак çĕр çинчи этемсем —

Пĕрне-пĕри тăшман пек.

Усал, вăйлă вăрçăсем

Чарăнасси çук та пек:

 

Пĕлĕт урлăш-тăршшĕпе

Тупă сасси янратать,

Хула-ялсем çуннипе

Кăвак пĕлĕт хуралать.

 

Этем çилли тулашать,

Юнпа куççуль пĕр юхать,

Çынна çынах вĕлерет,

Çынна çынах пĕтерет.

 

Пĕлĕт çинчи çăлтăрсем

Йăлтăртатса тăраççĕ.

Вĕсен уçă сассисем

Хуллен юрă юрлаççĕ.

 

«Этем пурте пĕр тăван», —

Теççĕ çӳлти çăлтăрсем.

«Этем хăйне хăй тăшман», —

Теççĕ тупă сассисем.

 

Çитĕ вăхăт, этемсем

Пурте пулĕç пĕр тăван.

Вара тупă сассисем

Пĕтсе ларĕç çак кунтан.

 

Пĕлĕт çинчи çăлтăрсем

Çавна курса савăнĕç.

Çӳлти пĕлĕт юррисем

Çĕр çинче те илтĕнĕç.

 

1918-1923

Çавăн пекех пăхăр

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Вол (2012-01-31 21:21:57):

Пĕлĕт çилти çăлтăрсем

Çуркуннехи шапасем

Çавна курса савăнĕç

Кун пек сăвва савăнĕç

 

Галина Зотова (2012-01-31 21:34:34):

Вол мана литература чĕлхине ăнлансах кайман пек туйăнать, кашни сăвăран тăрăхласа çырать.

 

Вол (2012-01-31 21:50:49):

Сире.

 

Ун пек усаллине курманчĕ:

 

Пĕррехинче тăраттăм сăнаса-

 

Пит çепĕç сасăпа чĕнсе кăвакала

 

Эс çăкăрпа персе тăрантаранччĕ.

 

Ăна пуçне лекесшĕн тăрăшса.

 

Вол (2012-01-31 21:53:12):

Галина, Сире валли. Çурхи тĕлĕнтермĕшсем..

 

Хам кĕрĕке усатрăм вăрмана

 

Эс ирĕклĕ халĕ, вĕçтер!

 

Куратăп, ларчĕ утланса

 

Пакша манăн кĕрĕк çине.

 

Турăçăм, мĕн кăна тумасть пуль

 

Çак ашкăнчăк ман кĕрĕкпе:

 

Шăршлать те, таптать те,

 

Çавăрса тустарать те

 

Мĕн тăвăн, пуриншĕн килет çуркунне!

 

Ман кĕрĕк вара, пуççех тĕлĕнтерчĕ

 

Выртать, мур ами, шăпăртах

 

Уна та, пулас, пакша килĕштерчĕ

 

Хашкарĕ, шуйттан, пайтах.

 

Ак пĕтрĕ, куратăп , пакша лăпланчĕ

 

Пăрахрĕ, эсрел, хашкама

 

Ман кĕрĕк çинчен вăйсăррăн анчĕ те

 

Уттарчĕ вара хăй кил-вăрманне.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: