Йăсăркка


Кутсăр-пуçсăр çил-тăман,

Çавра çил пек çаврăнса,

Тĕнче тăрăх кустарать.

Арçури пек ахăрса,

Пин шăпăрпа шăлнă пек,

Шурă юра вĕçтерсе

Çил улать те шăхăрать.

Çĕрпе уйăх хушшинче,

Вĕри çĕлен пек ярăнса,

Çуркуннехи авăрти

Пăрлă шыв пек пăтранса,

Хулăн тискер пĕлĕт чупать.

Курăнми уйăх çуттипе,

Вут та кăвар хĕмĕ пек,

Юр сирпĕнни палăрать.

Çăвар уçма, сывлама

Нимле май çук: юр кĕрлет,

Вĕрсе, сурса лартнă пек,

Ку лапашки питĕрнет.

Шăнса кайнă ал-ура,

Вăпăр карчăк тытнă пек,

Хытса каять, тапранмасть.

Темĕн ывтса ярас пек,

Çилĕ вĕрет уласа,

Вăл чавăхса çитнипе

Пĕлми пулса, çуран çын

Кайса ӳкет кĕрт çине.

Çав вăхăтрах йăсăркка,

Шыв хĕрринчи патака

Хăйăр хывса кайнă пек,

Çынна пытарса каять...

Уй варринчи пĕр çуна

Пырать путса, чӳхенсе.

Лаши тăрăх тар юхать,

Тарпа хутăш шыв юхать,

Лаши ывăнни паллах,

Хуллен çемçе кĕрт çинче

Аран пырать хашлатса.

Тăлăп çухи тăратнă,

Ларса пырать хуçийĕ.

Юрă юрлать, кăшкăрать,

Çил-тăманпа ятлаçать.

Чăпăрккапа лашине

Тиверткелет хушăран.

— «Уй-уй урлă каçрăмăр та

Ыраш хăмăль çуттипе,

Вăрман витĕр тухрăмăр та

Вĕрене çулçи çуттипе

Хăта килне кĕтĕмĕр те

Хăта пуç кукши çуттипе...»

Тесе юрлать кăшкăрса.

— «Манăн мĕншĕн кулянас

Маттур лаша пур çинчен?

Çил йăсăркка пулсан та,

Çавах киле çитĕпĕр...

Эй, халĕ, атте лаши!..

Аяр-аяр — аякра!..» —

Кам чĕмери хушнă-ши

Тăман витĕр çӳреме

Уй варринчи ку çынна?

Çитменнине, çур çĕр халь...

Ырра сисмен пулĕ вăл —

Усал сывлăш астарса

Хăваласа кăларнă пуль,

Уйра çул-йĕр çук çĕрте

Аташса çӳретме,

Унтан шăнтса вĕлерме?..

Кутсăр-пуçсăр çил-тăман

Тĕнче тăрăх кустарать,

Пин шăпăрпа шăлнă пек,

Шурă юра вĕçтерсе,

Çил улать те шăхăрать.

Пĕр-пĕринпе хутăшса,

Хулăн пĕлĕт çавăрнать,

Курăнми уйăх çуттипе,

Вут та кăвар хĕмĕ пек,

Юр сирпĕнни палăрать...

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: