Ĕçĕр, чăвашсем, ĕçĕр...
Ĕçĕр, чăвашсем, ĕçĕр!
Эрех ытларах пĕçерĕр.
Эрех ĕçсе пурăнни —
Пур ĕçсенчен аванни.
Черккепе мар, алтăрпа
Ĕçĕр ăна ытларах.
Хастарланса пур вăйпа
Пĕçерĕр ăна лайăхрах.
Ĕçĕр, чăвашсем, ĕçĕр!
Тырра ĕçсе пĕтерĕр:
Пире тырă кирлĕ мар,
Эпĕр выçах пурăнар.
Ача-пăча, арăмсем,
Çӳрĕр выçă тарăхса.
Ĕçĕр, ырă чăвашсем,
Ĕçĕр, ĕçĕр савăнса.
Ĕçĕр, чăвашсем, ĕçĕр,
Тăрă-урă ан çӳрĕр.
Эсĕр урă çӳрени —
Савăнăçсăр пурăнни.
Эсĕр урă пурăнсан,
Хăвăр начарри палăрать,
Йĕри-тавра куç пăхсан,
Япăхлăхăр курăнать.
Ĕçĕр, чăвашсем, ĕçĕр!
Тăна ĕçсе пĕтерĕр.
Пурăнăçа юсас мар,
Çутта тухма пăрахар.
Ют халăхсем малалла
Кайччăр çутта туртăнса;
Эпĕр юлар каялла,
Эрех пăсне шăршласа.
Влад Маскай (2019-04-29 02:50:46):
Хăватлăн, пĕтĕм чĕринчен тарăхса, чăвашсене историре - малаллахи ĕмĕрсенче те ырă-сывă пурăнччăр тесе, çăлса хăварма тăрăшса çырнă мăнтарăн Аслă Вĕрентекенĕмĕр, Иван яковлевич Яковлевăн "Ялавне" аллинчен вĕçертмесĕр!!! Чăн-чăн патриот вăл! Çăмăл пулнă-ши ăна çак сăввине те кун çути кăтартма?! Мĕн чухлĕ урăхла "шутлакансем"(шухăшлакансем мар), тĕрлĕрен вĕренсех çитмен, хăйсем пĕр сăвă та çырман "рецензентсен" хирĕç тăракан "хура вăрманĕсем" витĕр, кĕрешӳре сывлăхне те ватса-хавшатса, чун хавалĕпе çăлăнса тухса... Пирĕн халĕ яланах мухтанипе ĕç-хĕл пырать. Мухтамалли чăнахахах та пулсан - тархасшăн, мухтар, анчах унăн та, мухтанин те виçи кирлĕ пулĕ. Чăн ăсталăха - мухтамаллах!