Вĕçекен турилкке


Кӳршĕ урамра пурăнакан Света патне тантăшĕ каçрĕ.

Катя хăй мĕншĕн килнине тӳрех пĕлтерес шутпа, пальто кĕсйинчен журналтан касса илнĕ хут листи кăларса Светăна тăсса пачĕ. Унта инçетри туссен адрĕсĕсем иккен.

— Света, манăн урăх çĕр-шывра пурăнакан тантăшсемпе çыру çӳретес кăмăл пур. Мĕнле пек, эсĕ пулăшăн-ши çыру çырма? Эпĕ ют чĕлхене ытла пĕлсех каймастăп.

— Аван, аван эпĕ санăн шухăша ырлатăп, анчах каçар, тусăм, халлĕхе сана пулăшма пултараймастăп. Мĕншĕн тесен манăн халĕ сăвă вĕренмелле, вăхăтăм çукрах, ыран кил, ун чух пулăшăп сана.

Светăсем патĕнчен Катя савăнăçлă кăмăлпа тухрĕ те килнелле чупнă пек кайрĕ. Унччен те пулмарĕ, урам вĕçĕнче вăл темĕнле çутă курах кайрĕ. Тĕттĕм пулнă пирки, вăл ăна самаях лайăх курчĕ те кайса пăхма шут тытрĕ. Сав çутă патнелле çывхарнă май, вăл тата инçерех куçса пычĕ. Катя каясшăнччĕ, анчах та çав самантра çăлтăрлă тӳпере вăл темĕнле турилкке евĕр япала курах кайрĕ. Тĕлĕннипе унăн сехри хăпрĕ, япала унăн умне ларчĕ, унтан икĕ çын тухрĕç, Катьăна темĕскер каларĕç, анчах вăл ăнланаймарĕ. Ал сулса кăтартнипе çеç хăйсем патне чĕннине ăнланчĕ, вĕсемпе кайма килĕшрĕ. Карап çине Катя кĕрсе ларчĕ те, туриллке çулелле хăпарчĕ, малалла вĕçсе кайрĕ. Катя мĕн пулса иртнине нимĕн те ăнланмарĕ. Чӳречерен пăхса пычĕ. Анчах та çăлтăрсемсĕр пуçне урăх нимĕн те курăнмарĕ. Акă уйăх куçне хĕссе хăварчĕ пире. Ман тем каласшăн пулчĕ, анчах…

Акă карап пĕр вырăна çитсе чарăнчĕ. Мана ют çынсем тухма ыйтрĕç. Эпĕ вĕсем хыççăн карапран тухрăм. Тĕттĕм. Шăп. Никам та курăнмасть. Мана вĕсем хăйсенпе утма хушрĕç. Пыратпăр çулпа. Темле пĕр ураллă чĕр чунсем сиксе çӳреççĕ, пĕр снатлă кайăксем йывăçсем çинче лараççĕ, анчах вĕсем юрламаççĕ, пĕр–пĕринпе калаçаççĕ. Йывăçĕсем питĕ интереслĕ: тураттисем çинçе, çулçисем витĕр курăнаççĕ.

Акă пĕр çурта çитрĕмĕр. Алăкĕсем уçăлчĕç те пире пашалупа пĕр пике кĕтсе илчĕ. Кунта хăнасене пирĕн пекех çăкăр–тăварпа кĕтсе илеççĕ тесе шутларăм. Пашалăвĕ питĕ тутлă. Манăн хырăм питĕ выçнă, анчах та хăнара мĕнле тытмаллине эпĕ питĕ лайăх пĕлетĕп. Кĕçех пирĕн пата манпа пĕр çулхи хĕр ача çитрĕ. Хĕр ачи Сима ятлă. Вăл мана хăйсен планетипе паллаштарчĕ. Эпĕ Венера ятлă планетăна лекнĕ иккен. Чанах та кунта питĕ интереслĕ. Тĕлĕнтермелле пулăмсем пулса иртеççĕ, çынсем çӳреççĕ. Сапла хăнара çӳренипе эпĕ кил çинчен те манса кайнă. Сима мана киле ăсатса ячĕ, ман патра хăнара пулма та хаваспах килĕшрĕ.

Киле çитсен тӳрех Света патне васкать. Хăйĕн çĕнĕ юлташĕ пирки каласа парать. Сапла калаçса ларнă вăхăтра вĕсем патне Сима çитет. Сима палах пирĕнтен кăшт уйрăлса тăрать: çӳçĕ ылтăн тĕслĕ, куçĕсем пысăк та симĕс тĕслĕ, аллисем вăрăм, ури кĕске. Анчах та Симăн кăмăлĕ питĕ ырă. Света Симăна курсан малтанах кăшт шикленчĕ, анчах та Симăн кăмăлĕ пурне те килĕшрĕ.

Акă Симăн киле кайма вăхăт çитрĕ. Аякран турилкке вĕçсе килчĕ те Симăна лартса кайрĕ. Светăпа Катя пĕрре хурланчĕç, тепре савăнчĕç. Вĕсем çĕнĕ юлташ тупнă вĕт. Вĕсем пĕр –пĕрин патне хăнана çӳреме сăмах пачĕç.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2008-12-02 20:43:53):

Тăрăшнăшăн, конкурса хутшăнма хăраманшăн — маттур. Хальлĕхе вырăн лекмест пулĕ, тепрехинче, тăрăшсан, лекетех.

Чĕлхе илемлĕхĕ: чаплах   мар | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: вăтам

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: