Купăссăр ташă
Темлерен, яла отпуска таврăнсан, инçех мар вырнаçнă катка-пичĕке тăвакан артеле çитрĕм. Хапхаран кĕнĕ çеçчĕ - тахçан пĕр урамра çапăçса ӳснĕ юлташăма тĕл пултăм.
- Эс, каптăрма ачи, мĕн туса çӳретĕн кунта? Мĕн çухатнă? - çатăлтатрĕ Павăл аллăма вăраххăн силлесе.
- Ракатка хăми кирлĕ пулчĕ, - терĕм эпĕ. - Аннене пахча карти тытса парасшăнччĕ.
- Халĕ Атнашкин патне ĕнтĕ. Çапла-и? - çăвартан пăхрĕ Павăл. - Ан кĕр ун патне.
- Ма? - тĕлĕнтĕм эпĕ.
- Малтан Мульхапа курса калаç.
- Ку тата кам?
- Шерккей Мульхи-и? О, Мульха пирĕншĕн турă та, патша та! Пурне те ывăç тупанĕ çинче ташлаттарать.
- Арăмĕ, штоль? - тавçăрасшăн пултăм эпĕ.
- Асту пуль. Еркĕнĕ! - йӳççĕн лĕхлетрĕ юлташăм.
- Нивушлĕ çав териех - влаç пайламаллах - юратать ăна Атнашкин?
- Хă, каларăн та! Мĕн юратмалли пур ăна, çав тислĕк купине? Урлăшĕпе тăршшĕ пĕр тан. Ни - кĕлетки, ни - сăнĕ-пуçĕ...
- Апла тăк, мĕнле çавăрса тытма пултарнă-ха вăл хуçалăх тилхепине?
- «Мĕнле» мар, «мĕнпе»! Ӳсĕрле-мĕнле «юсаса» янă та ăна пирĕн катăкки, ку вара, Мульхи, тĕлĕрсе тăман - хăпарса та ларнă ун ĕнси çине.
- Ара, ма кăларса çапмасть? Унашкал хĕрарăмпа...
- Хе, кăларса пăх-ха! Çав кунах Канаша, çӳллĕрех ларакансем патне, чавтарать. Варалать, ятне ярать: çапла-капла тет, арăмĕпе ачи-пăчи пур çĕртенех мана - ватă хĕре, тăлăх техничкăна - улталаса пурăнчĕ тет. Эсир вара çав аçа йытта пуçран шăлса ачашлатăр!
- Н-да, - ĕнсене хыçрăм эпĕ, - йывăр лару-тăру...
- Вăт, пурăнатпăр çапла, икĕ турра пуç çапса... Латнă, ку юрĕ-ха. Тĕп ыйту - сана пулăшасси! Акă мĕнле тăвăпăр, тăванăм. Эсĕ халь тӳрех, пĕр тăхтамасăр лавкканалла вĕçтер: пĕр çутă «кăвакалсăр» ĕç тухмасть кунта. Эп унччен Мульхана «хатĕрлĕп»: ачи хамăр çын, пулăшасчĕ ăна тейĕп. Пĕрер черкке ӳпĕнтерсен çемçелекенччĕ...
Çак самантра кантуртан пичĕке пек мăнтăр хĕрарăм кусса тухрĕ.
- Эс мĕн унта, Павăл, чĕлхӳне йӳле ярса тăратăн! Ĕç çук-им, халап çапнипех шалу килет тетĕн-им?
- Ĕçĕ-пуçĕ пур-ха, Ольга Христофоровна, ытлашшипех, - çемçен юхтарчĕ Микихвер ывăлĕ. - Ак Шупашкартан тус-пĕлĕшĕм килчĕ те, чылайранпа курман хыççăн перкелешсе илмелли тупăнчĕ...
Вĕсем калаçкаласа тăнă хушăра эпĕ апат-çимĕç магазинне ярăнтартăм. Каялла таврăннă чух Павăлпа Мульха мана крыльца çинче кĕтсе ларатчĕç.
- Персе те çитрĕн-и? - куçĕсене шуххăн ялкăштарчĕ юлташăм. - Ну, молодецă! Эпир те кунта Ольга Христофоровнăпа кĕрĕк арки йăваламарăмăр: сана пулăшмаллах терĕмĕр. Так штă...
Кĕçех Мульха пире хăйĕн «кабинетне» - урай çумалли çĕтĕк-çурăкпа тутăхнă витресем тытса усракан пĕчĕк пӳлĕме - ертсе кĕчĕ. Алăка шăлтăр-палтăр питĕрсе илчĕ те виçĕ ураллă тăйлăк-тайлăк пукан çине сухан пуçĕпе хытса кайнă çăкăр татăкĕ кăларса хучĕ.
- Мĕн-и, Яков Прокопча чĕнмелле марччĕ-и? - йăпăлти йыт çурилле пăхкаларĕ Павăл.
- Пур çĕре те сăмсуна ан чик, сансăрах пĕлеççĕ! - вырăна лартрĕ ăна «хуçа». - Мĕн пайламалăх пур кунта - хамăра валли те сахал! - Кĕленчери шур эрехе аллинчи стакана туптарчĕ те янк! тутарчĕ пĕр сывламасăр. - Ах, селĕм те иккен мур шĕвекĕ! Услам çу тейĕн... -Тути-çăварне вараланчăк кофта çаннипе шăлса типĕтрĕ те хĕвĕнчен лӳчĕркеннĕ хут татăкĕ кăларса мана тыттарчĕ. - Вçо в порятке! Кассăна кĕрсе укçа тӳле те - ĕçĕ те пĕтнĕ: паянах, халех тиесе кайма пултаратăн.
- Спаççипах, икĕ ĕмĕр пурăнăр, - тав турăм тем тума та пултаракан вăйлă-хăватлă техничкăна.
- Каларăм вĕт сана, Петĕр, пирĕн Ольга Христофоровна ылтăн çын тесе! - мăрăлтатрĕ юлташăм, çуллă куçĕсене тăраннă кушак аçи евĕр йăлкăштарса.
- Ытлашши ан сӳтĕл, Павăл, - çемçен асăрхаттарчĕ Мульха. - Простă, лайăх çынна пулăшас килет. - Аттук, килеççĕ кунта теприсем... Çиелтен пăхма - этемех пек, шалтан -шăна кăмпи!..
Кĕçех коридора тухрăм. «Пурах çав тĕнчере ăшă чун-чĕреллĕ çынсем, пурах!» - шутларăм «Бухгалтери» тесе çырнă алăк патнелле утнă май.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...