Ырă кун
Петĕр лайăх ача. Ĕçчен, вăр-вар. Килтисене ялан пулăшма, ырă ĕç тума тăрăшать.
Асламăшĕ апат пĕçерме хатĕрленнине Петĕр сисет кăна - йăпăр-япăр тĕп сакайне анать те хăйĕн пĕчĕк витрипе çĕр улми тултарса та парать: «Ме, асанне, тыт», - тет. Урайне ăнсăртран шыв сирпĕнсессĕн те Петĕр ăна çийĕнчех типĕ çĕтĕк татăкĕпе шăлса илет, мăннисем хушасса нихçан та кĕтмест.
Сарайĕнчен ашшĕпе пĕрле вутă йăтса кĕме Петĕр уйрăмах питĕ юратать. «У-у-ух, сивĕ-ĕ-ĕ! - тет вара вăл, пĕр-ик вут сыппи çĕкленĕскер, пӳрте кĕнĕ-кĕменех. - Сурăхсем шăнмаççĕ-ши?» (Ку сăмахсене иртнĕ çулсенче амăшĕ тек-текех калатчĕ. Çакна илтсенех аслисем халĕ йăл кулаççĕ.)
Каçхине ĕçрен таврăннă амăшĕ алă çума пуçличченех Петĕр ун патне алшăлли çĕклесе пырать. Е тепĕр чух тата, умывальник пăти шак-шак! шаклатма (пушăлла янăрама) тытăннă пек туйăнсан, Петĕр кăмака умĕнчи кастрюльтен куркапа ăшĕ шыва ăсса илет те: «Анне, - тет, - унта шывĕ пĕтет, ме, тултар».
Ашшĕне те, амăшне те Петĕр питĕ сахал курать.
Ашшĕ унăн - тракторист, амăшĕ - доярка. Вĕсем ирпе ирех ĕçе каяççĕ те кая юлса, час-часах сĕм тĕттĕмпе тин, таврăнаççĕ. Ун пек чух ашшĕпе амăшне кĕте-кĕтех Петĕр çывăрма выртать, ыйха путать.
Петĕрĕн асламăшĕ те çулла ĕçе çӳретчĕ. Çĕр улми ани çинче çум çумлатчĕ. Уйра улмурисем лартма та тухкаларĕ вăл. Петĕре те хăйĕнчен хăвармарĕ. «Пĕччен сана тунсăх пулĕ», - тетчĕ вăл ăна.
Халь акă, хĕлле, асламăшĕ ниçта та каймасть. Самаях ватă ĕнтĕ вăл, пенсире. Канмалла унăн. Çапах вăл пĕртте ахаль лармасть-ха. Ăна валли вăй хумалли мĕн те пулин тупăнсах тăрать.
Петĕр те ун çумĕнче тĕрмешет. Ирхине, апат çисессĕн, вăл кĕпе çаннисене тавăрать те асламăшĕ ярса панă шап-шурă тазри шывпа чашăк-тирĕк çăвать. Асламăшĕ çав хушăра сĕтел çийне тасатать, чӳрече кантăкĕсене шăлса типĕтет. Кĕçех вара иккĕшĕ те ăшă тумланса пӳртрен тухаççĕ, вите-картари выльăх-чĕрлĕхе апат параççĕ, ĕне-сурăх ай сарăмне улăштараççĕ, тислĕкне пĕчĕк кивĕ çатана тултарса пахчана, сарай хыçне, çунашкапа туртса каяççĕ.
Каçпа юр çунă пулсассăн Петĕрпе асламăшĕ кил хушшинче те, урамра та çул уçаççĕ. Асламăшĕ юра йывăç кĕреçепе тăваткал-тăваткалăн каса-каса хăйпăтса аякалла ывăтать. Петĕр ун хыçĕнче юлнă юр чăмăрккисене кĕске авăрлă çăмăл çеç тимĕр кĕреçепе иле-иле перет.
Асламăшĕ çăла шыв ăсма каяс пулсассăн та Петĕр унран хăпмасть. Хăйĕн пĕчĕк витрине çапкалантарса, шурă çăматтисемпе сукмак айккинелле пускаласа, малта чупать-чупать те вăрт çаврăнса тăрать: «Эпĕ кунта çитрĕм. Эсĕ ывăнмарăн-и?» - тет вăл кăштах кая юлнă асламăшне.
Кăмакара вутă çунса пĕтсессĕн, юшкăсене хупсассăн, асламăшĕ кĕнчелеççи тытса çăм арлама пуçлать е çемçе диван кĕтессине ларса алсиш-чăлха çыхать.
Кун пек чухне Петĕрĕн ирĕксерех вăхăта пĕччен ирттерме тивет. Вăл шăпланать, ашшĕ парнеленĕ пĕчĕк тракторпа урайĕнче кăштăртатса е «вутă турттарать», е «хире тислĕк кăларать»... Юлашкинчен вăл ĕçлесе ывăннă трактора хут «гаража» лартать. Тăхлан салтаксене пĕр рете тăратса унталла-кунталла уттарать...
Кун пек выляса та вăл часах йăлăхать.
Чӳрече умне пырса урамалла, кӳршĕсен пахчи вĕçĕнчи çырма урлă сăрталла, пăхать вара Петĕр. Унта çунашкапа ярăнма каяс килет ун. Е йĕлтĕрпе, ашшĕ илсе панă кăвак йĕлтĕрпе, çӳрĕччĕ вăл уйра. Асламăшĕ ямасть. «Пĕччен-çке эс. Инкек пулĕ те, сана кам унта пулăшĕ?» - тет.
Аван мар çав пĕччен. Кичем. Тантăшĕсем Петĕрĕн çук. Кӳршĕри аслăрах ачасем пурте шкула çӳреççĕ - урăх яла. Ыттисем ытла пĕчĕккĕ. Пĕртен-пĕр юлташĕ пурччĕ те, кăçал çуркунне вĕсем кил-йышĕпех хулана пурăнма куçрĕç.
Петĕр паян çав тери тĕлĕнчĕ; ашшĕ те, амăшĕ те килте. Чи малтан, хăй лайăххăн вăранса çитичченех, амăшĕн сассине илтрĕ вăл: «Чăнах-ши ку?» - шухăшларĕ. Куçне уçрĕ Петĕр - амăшĕ тĕпелте ашшĕпе калаçать иккен. «Аш кукли тăвас-и?» - тет. «Анне фермăна каймасть», - шухăшларĕ Петĕр. Ашшĕ те ĕçе пуçтарăннă пек туйăнмасть, сухалне те хырман-ха, канмалли кун çеç вăл çапла васкамасть. Мунча хутать пулĕ-ха. Çăвăнсассăн тап-таса çи-пуç тăхăнĕ. Уяври пекех шукăль курăнĕ вăл. Унччен, тен, Петĕрпе иккĕш йĕлтĕрпе ярăнса килĕç. Çапла пултăрччĕ! Вăт савăнăç!
Кравать çинчен Петĕр яшт кăна сиксе анчĕ.
- Анне, - терĕ вăл тӳрех, - эсĕ фермăна каймастăн-и?
- Каймастăп, ачам, каймастăп, - терĕ амăшĕ. - Манăн канмалли кун.
- Атте, санăн та-и? - ыйтрĕ ашшĕнчен Петĕр.
- Çукчĕ те, - хуравларĕ ашшĕ. - Çанталăкĕ ниçта кăларасшăн мар, ав, епле çавăрттарать!
Петĕр мĕнле-ха асăрхаман! Тулта çав тери вăйлă çил-тăман кĕрлет-мĕн. Пӳрт мăрйи янăрать. Чӳрече кантăкĕсем тапхăр-тапхăр тăрр! тăрр! чĕтреççĕ.
- Юрать-ха, - тет ашшĕ, - ĕнер утă турттарса килтĕм фермăна. Тен, çакна сиссех-и каяс килчĕ...
- Пирĕн хĕрсем унта мĕнле çитĕç-ши? - пăшăрханса сăмах хушрĕ Петĕр амăшĕ.
Çил-тăман йăтăнса анни Петĕре çеç ним чухлĕ те пăшăрхантармарĕ. Вăл кăмака айккинчи умывальник умне пырса тăчĕ. Пит çума. Çавăнтах, хăйне пĕр-пĕр хаклă парне панă самантри пек, ним тума пĕлми савăнса ташланă евĕр, тапăр-татса та илчĕ вăл.
Ăна халь чăнах питĕ-питĕ лайăх. Ашшĕ те, амăшĕ те, асламăшĕ те - пурте килте. Кун пекки сайра пулать. Эппин, мĕншĕн хĕпĕртес мар!
- Атте, мĕн тăватпăр? - ыйтрĕ Петĕр. - Вутă илсе кĕретпĕр-и?
- Вуттине ăна каçпах йăтса кĕтĕм-ха... Юр вĕçтере пуçланăччĕ те, тăман тухатех пуль терĕм.
- Мунча хутăпăр-и?
- Э-э, ачам, мунча патне çитеймĕн те халь. Унта ĕнтĕ тем çӳллĕш юр купаланнă. Çулне те уçаймăпăр, тулсах пырĕ.
- Ним те тумастпăр-и?
Петĕр тинех шухăша ӳкрĕ. Унăн тулта çӳрес килетчĕ. Ашшĕпе юнашар. Йĕлтĕрпе ярăнасшăнччĕ вăл. Лайăхрах ярăнма вĕренесшĕнччĕ. Ашшĕпех! Кайран мунча хутасшăнччĕ. Халь, ав, çанталăк пăсăлнă. Çавăншăнах унăн паян та пӳртрех кун ирттерме тивет-ши?
Петĕр салхуланнăçемĕн салхулланчĕ.
- Апат çиер-ха, ачам. - Сĕтел хушшине ларма сĕнчĕ ашшĕ Петĕре. - Ун хыççăн, тен, мĕн тумалли курăнĕ... Ĕнер эпĕ ĕçрен таврăннă чухне магазина кĕтĕм те пĕр кĕнеке туянтăм, - терĕ ашшĕ, Петĕр амăшĕ еннелле кăштах çаврăнса. - Ача чухнех шутсăр юрататтăм та. Тепре вулас килчĕ.
«Мĕнле кĕнеке-ши вăл?» - пĕлесшĕн, ăна хăвăртрах тытса курасшăн ăшталанма тапратрĕ Петĕр.
Апат çисессĕн, чашăк-тирĕк çусан Петĕр çав кĕнекене ашшĕнчен ыйтса илесшĕнччĕ. Ашшĕ ăна сĕтел çине кăларса хунă та-мĕн.
- Уçкаласа пăх-ха, Петĕр, - сĕнчĕ вăл, - тен, сана та килĕшĕ. Ӳкерчĕксене кур.
Çапла каларĕ те вăл кухньăна кайрĕ. Çĕçĕ хăйрама ларчĕ иккен. Петĕр асламăшĕ тахçанах: «Çĕçĕсем мăкалса çитрĕç, хăйрама ерçекен те çук», - тесе ӳпкелешетчĕ.
Ашшĕ пĕр çĕççе хăйраса айккине хунă сасса Петĕр аванах илтрĕ. Теприне мĕн вăхăт хăйранине, виççĕмĕшне хăçан тытнире вăл пачах сисмерĕ. Амăшĕпе асламăшĕн калаçăвĕ те ун хăлхине тем самантра кĕми пулчĕ. Вĕсем пурри-çуккине те вăл манчĕ тейĕн. Ним чĕнмесĕр, пуçне çĕклемесĕр кĕнеке çине пăхса ларчĕ Петĕр: ӳкерчĕксем ăна питĕ килĕшрĕç.
Акă сăрт хĕрринче пĕр ача ларать. Выльăх çитерме тухнă ĕнтĕ. Çывăхрах, сĕвекре, сурăхсем курăк çиеççĕ. Ача шăхличĕ калать... Петĕрĕн те пурччĕ шăхличĕ. Лайăхчĕ вăл, ашшĕ туса панăскер. Иртнĕ çуркунне, пахча хыçĕнчи сăрт çамкинче юр ирĕлсе пĕтсен, çак ача пекех, Петĕр те асламăшĕпе пĕрле сурăхсем çитерме çӳрерĕ. Путеккисем те нумайччĕ. Хăш-пĕр чухне вĕсене хăваласа, сиккелесе Петĕр ывăнатчĕ. Курăк çине питĕ ларас килетчĕ ун. Асламăшĕ чаратчĕ. «Çĕр сивĕ, шăнса пăсăлăн», - тетчĕ. Петĕр вара ура çине тăрса шăхличĕ калатчĕ. Ку ача ларать ав. Çĕрĕ ăшăннă-ши?
Кунта, акă, çăл ӳкернĕ. Валаклă. Петĕрсен кассинче те ун пек çăл пур, çырмара. Хĕрарăмпа арçын тăраççĕ. Çамрăк-ха хăйсем. Шыв ăсма аннă. Тем калаçаççĕ. Витри тулнă, тăкăнать. Петĕр асламăшĕ те çăл кутĕнче çынсемпе калаçма юратать. Тепĕр чухне, хĕлле, ăна кĕтсе Петĕрĕн урисем шăнма пуçлаççĕ. Вăл вара асламăшĕ çумне пырать те, кĕрĕкĕ аркинчен хуллен туртса: «Атя, атя», - тет. Асламăшĕ хускалмасть: «Сана сивĕ пуль. Чуп эс, чуп, Петĕр. Эп çиччас», - тет.
Ашшĕ пырса тăнине те Петĕр асăрхаймарĕ. Ăна вăл чавсипе тĕкĕнсессĕн çеç курчĕ.
- Ну, мĕнле, кĕнеке хитре-и? - ыйтрĕ ашшĕ лăпкăн. - Ăна вулама та çăмăл. Лайăх çырнă. Итлес килмест-и?
Петĕр вулама пĕлмест-ха. Пĕлнĕ пулсассăн вăл ăна хăех вулĕччĕ. Халь, ӳкерчĕксем курса, кĕнекере мĕн çинчен çырнисене Петĕр çапларах ăнланчĕ: ку ачан асламăшĕ çук, çавăнпа вăл сурăхсене пĕчченех пăхать, хăйне кичем те - шăхличĕ калать. Çăл патĕнче ун ашшĕпе амăшĕ тăраççĕ, амăшĕн килне часрах таврăнмалла, анчах ашшĕ ăна килĕнче темскер каласа пĕтермен: вăл, ĕçе кайма тухнăскер, тем аса илнĕ те çăл патне пынă...
Ашшĕ вуланине Петĕр тăрăшсах итлерĕ, сĕтел хушшинче кăшт та тапран-масăр пек ларчĕ. Вăл хăйĕн шухăшĕ тĕрĕс пуласса кĕтрĕ, анчах та куçĕ умĕнче пачах урăх ӳкерчĕксем ӳкерĕнчĕç. Çуркунне, юр ирĕлет пур çĕрте те, варсенче шыв юхать, çӳлте тăри юрлать... Пӳрте кĕрес те килмест Петĕрĕн çавăн пек кунсенче. Тулта шутсăр лайăх. Ĕне те витере выртасшăн мар. Хĕвеллĕ картишне тухса тăрать те кавлет кăна. Çурăмĕ çинчен çĕрçисем çăм тата-тата кайнă вăхăтра та вăл вырăнтан хускалмасть. Петĕр юратать ăна. Кайăксем унăн çăмне пĕтĕмпех татса пĕтересрен, çăралса юлнă Красунĕ шăнса чирлесрен хăрать. Асламăшĕ «татчăрах» тенĕрен çеç Петĕр пĕр кайăка та хăваламасть.
Петĕр самантлăха та ашшĕне тăнлама пăрахмарĕ. Çук. Çак ӳкерчĕксем ăна итленĕ хушăрах, хăвăртрах, унăн пуçĕнче çапла сăрланса пычĕç. Вĕсене вăл хăй чухланă пекрех, хăйне май курчĕ. Хăш-пĕр сăмахĕсене тĕллĕн-тĕллĕн Петĕр ăнланаймарĕ. Ун йышшисене малтанах вăл сиктерсе хăварасшăнччĕ. Вĕсем хушăнчĕç те хушăнчĕç. Вара вăл тек чăтаймарĕ. Ашшĕ сывлăш çавăрма чарăннă-чарăнманах, Петĕр тем çинчен те ыйта пуçларĕ:
- Ăçта вăл Силпи ялĕ? Инçетре-и?
- Пуш уйăхĕ вăл хăвăл-и? Çĕрле çутатаканни-и?
- Сентти ма кĕвенте утланса чупать? Вылямалли урăх ним те çук-и?
- Хĕвел мĕншĕн хытă хĕртет?..
Петĕр мĕн пĕлменнине ашшĕ васкамасăр, тĕплĕн ăнлантарса пачĕ. Нумай хушă ларчĕç иккĕшĕ шăкăл-шăкăл калаçса, унтан вара малтан вуланинех Петĕр тепĕр хут вулама ыйтрĕ.
Ку хутĕнче те вăл тимлĕ, хăлхисене тăратса итлерĕ. Хăй ăнланман вырăн халĕ ăна тупăнмарĕ пек туйăнчĕ те, Петĕр шутсăр хытă савăнчĕ.
Унăн тата итлес килетчĕ, анчах ашшĕ кĕнекене хупрĕ.
- Çитĕ, ывăлăм, - терĕ вăл. - Каярахпа, шкулта вĕреннĕ чух, ăна пĕтĕмпех вуласа тухăн. Хăвах! Ĕлкĕретĕн.
Ашшĕн юлашки сăмахĕсем Петĕр хăлхине кĕмерĕç пекех. Унăн пуçĕнче çаплах сăвă кĕвви янăрарĕ. Хăш-пĕр йĕркисене вăл чиперех астуса юлчĕ, халĕ вĕсене хăй ăшĕнче каларĕ, пăшăлтатса та илчĕ. Унччен те пулмарĕ - пуканĕ çинчен яшт сиксе тăчĕ.
- Атте, итле! - терĕ вăл тӳрех сасăпа вулама тытăнса:
Тусем, сăртсем хуп-хура
Юрĕ кайса пĕтнĕрен.
Тухать курăк çăп-çăра
Хĕвел хытă хĕртнĕрен.
Ашшĕ тĕлĕнсех кайрĕ. «Пăх-ха эс ăна, - епле тăнлă!» - шухăшларĕ вăл. Петĕр те хытă хĕпĕртерĕ. Куçĕ ялтăраса кăна тăрать.
- Аван, аван, ачам, - терĕ ашшĕ, кăштăркка ӳтлĕ аллипе Петĕре пуçĕнчен ачашшăн лăпкаса.
- Эпĕ пуçламăшне кăштах мантăм-ха, - пĕлтерчĕ Петĕр.
Çав тĕле ашшĕ тепре вуласа кăтартрĕ. Петĕр халĕ йăлтах асра тытса юлчĕ.
- Ĕнтĕ пĕлетĕп, - терĕ вăл çирĕппĕн, татах савăнăçлăраххăн. - Акă, тăнла эппин, атте:
Пуш уйăхĕн вĕçĕнче
Хĕвел пăхрĕ ăшăтса.
Силпи чăваш ялĕнче
Юр ирĕлчĕ васкаса...
Малалли йĕркисене те вăл такăнмасăр, хавхаланса каларĕ. Кашни сăмахăн пĕлтерĕшне ăнланса, сăвă ӳкерчĕкĕсене уççăн курса тăчĕ.
Амăшĕпе асламăшĕ те Петĕре питĕ юратса итлерĕç, ăна мухтарĕç. Çапах та пуринчен ытла Петĕр хăй хĕпĕртерĕ. Çĕннине, ку вăхăтчен илтменнине, вăл нумай пĕлчĕ. Эх, вулĕччĕ вăл çак кĕнекене! Пĕрре мар, виçĕ хут, пилĕк хут - пĕтĕмпе пуçа кĕрсе юличченех, кайран та...
Витене выльăхсене апат пама ашшĕпе пĕрле тухсассăн та, пӳрте кĕрсессĕн те сăвă каларĕ те каларĕ Петĕр. Ашшĕ панă кĕнекене тытса та, вуланă евĕр мăкăртатса, самай ларчĕ вăл. Унтан, çăматă тĕпĕ хуракан ашшĕ патне пыра-пыра: «Ку мĕнле сас палли? Ку мĕнле сас палли?» - тесе те çине-çинех ыйтрĕ вăл. Ашшĕ кӳренмерĕ, ĕçлеме кансĕрлетĕн темерĕ. Петĕр вулама вĕренесшĕн пулнине туйса вăл савăнчĕ кăна.
Кĕçех вăл Петĕре урăхла пулăшма шухăш тытрĕ. Алфавитра пур сас паллисене пурне те хаçат-журналтан каса-каса пĕрер-пĕрерĕн картон тăваткалсем çине çыпăçтарчĕ. Ун хыççăн Петĕре вăл виçĕ сас паллипе паллаштарчĕ, сасăпа калама вĕрентрĕ. Юлашкинчен, вĕсене юнашаррăн хурса, сăмах туса пачĕ.
Малтанах Петĕр ăна ниепле те вулаймарĕ.
- Эсĕ сас паллисене уйрăмшарăн мар, татса мар, тăсарах каласа çыхăнтар, - ăс пачĕ ăна ашшĕ.
Петĕр ăна итлерĕ те: «А-а-а-ннн-ннн-н-н», - терĕ аран-аран. «Анне! Анне!» - каларĕ вăл вара васкасах. Хăй нихçан савăнманла савăнчĕ... Тулта паçăрах тĕттĕмленнĕ. Çил-тăман чарăнмарĕ, йăвашланчĕ кăна. Мăрье çаплах ӳлет-ха. Кантăксем те вăхăт-вăхăтăн чĕтреççĕ.
- Ах! Мĕнле усал кун пулчĕ паян, - терĕ Петĕр асламăшĕ,
- Çу-ук, - терĕ Петĕр хыттăн. - Паян ы-ы-рă кун пулчĕ!
Ăна пурте ăнланчĕç. Петĕрĕн куçĕ ăшшăн-ăшшăн çуталса илчĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...