Хăратмăшсене çĕнтерни
Майк, Питер, Джон пĕр-пĕринпе ăнсăртран паллашрĕç. Майк — акăлчан çынни. Вăл çул çӳревçĕ, Раççей çĕр-шывне самолетпа вĕçсе килнĕ, анчах та аварие пула унăн парашютпа сикме тивнĕ, çĕр çине ăнăçлах анса ларнă. Вăрманта хăй пекех инкеке лекнĕ Джона тата Питера тĕл пулчĕ. Икĕ кун çĕтсе çӳренĕ хыççăн хайхисем лесник çурчĕ патне çитсе тухрĕç, хăйсем шар курни пирки пĕлтерчĕç. Вăрманçă, Петр ятлăскер, вĕсене шеллерĕ, хăй патĕнче пурăнма чĕнчĕ.
Пĕр кунхине туссем вăрмана вут-шанкă пуçтарма кайрĕç. Сасартăк хурăнлăхра çутă çиçсе илчĕ. Куç умне çутăлакан турилкке тухса тăчĕ. Алăксем уçăлчĕç, хăратмăшсем курăнчĕç. Туссене асăрхаса пуçларĕç хăвалама, лазерлă пистолетсемпе пеме. Питерпа Джон сасартăк куçран пач çухалчĕç, Майк пĕчченех тăрса юлчĕ. Лесник çуртне упаленсе çитсе Петра хăйсемпе мĕн пулса иртнине пĕлтерчĕ.
— Хăвăртрах правительствăна хыпарламалла! — терĕ вăрман хуçи. Хăратмăшсем мĕн пур хулана аркатма, çынсемпе чĕр чунсене вĕлерме пултараççĕ!
Петр Президент патне телефонпа шăкăравларĕ. Трубкăна тытрĕç, анчах та ĕненмерĕç, «Мĕнле НЛО пирки калаçатăр? Нимĕнле НЛО та пулма пултараймасть».
Петр ĕнентерме тăрăшрĕ, анчах та кăлăхах. Çапах та тепĕр кунне ятарлă машинсемпех килчĕç, хурал тăратрĕç. Пĕр кун иртрĕ, иккĕ, эрне — никам та курăнмарĕ. Ют планета çыннисем пирки манса кайрĕç, хурал та хăй вырăнне таврăнчĕ. Уçланкăра çеç кунта тахçан çичĕ ютсем вĕçсе килнине аса илтерекенни, çунса кĕлленнĕ вырăн, пысăк тарăн шăтăк юлчĕ.
Кĕçех Майк килне таврăнчĕ, Петр пĕчченех юлчĕ. Пĕр каçхине вăл уçăлма тухрĕ. Унччен те пулмарĕ, вăрман çунма пуçларĕ. Лесник телефонпа пожарнăйсене чĕнчĕ. Темĕнле тĕлĕнмелле сасă илтнипе çаврăнчĕ те пахчара такамсем тăнине курчĕ, каллех хăратмăшсем! Çапла шутласа илнĕччĕ çеç — аллинчен темĕн йĕпленине туйрĕ, кĕçех юн шăпăртатса юхма тытăнчĕ... Кăштахран тăна кĕчĕ, хăй çуннине ăнланчĕ, чӳрече куçне çапса кăларса тулалла сикрĕ, юр çийĕн шăва пуçларĕ, каллех ăнран кайрĕ...
Акă вăл больницăра. Хытах пиçнĕ-мĕн, чылай вăхăт выртма тиврĕ. Килне таврăнсан пӳрт вырăнне мăрье çеç тăрса юлнине курчĕ, питĕ кулянчĕ. Ялта çурт уйăрса пачĕç ăна, халĕ вăл вăрманçă мар ĕнтĕ, ахаль хресчен кăна. Ĕçе те вырнаçрĕ, савăнмалла çеç пек, çапах та пĕр шухăш канăç памасть, ют планета çыннисем ирĕкре, вĕсем кирек хăш вăхăтра та сиен кӳме пултараççĕ. Хаçатсенче правительство разведчиксен ятарлă ушкăнĕ уйăрнине, вăл сыхă тăнине çырсан кăштах лăпланнă пек пулчĕ, анчах та вăхăтлăха çеç.
Пĕррехинче вертолетран каллех хăратмăшсене курни, вĕсемпе çапăçни пирки сас-хура тухрĕ. Çывăхри ялсенчи халăх урăх çĕре куçса кайрĕ. Хăрушă-çке! Пĕр каçхине Петрăн яла килмелле пулчĕ. Автомобильрен тухрĕ çеç — темиçе хăратмăша асăрхарĕ. Машинине тапратса пысăк хăвăртлăхпа малалла вĕçтерчĕ, сасартăк «Газель» çул айккинелле пăрăнчĕ те çаврăнса ӳкрĕ, Петр кабинăран упаленсе тухса айккинелле чупа пуçларĕ. Ют çынсем машина патне çитрĕç те ухтара пуçларĕç. Çак самантра автомобиле тем пулчĕ, вăл сирпĕнсе кайрĕ, унпа пĕрле хăратмăшсем те.
Петр хăй курнине хăй те ĕненмерĕ, кӳршĕ яла упаленсе çитсе мĕн пулса иртнине пĕлтерчĕ. Халăх килĕсене таврăнчĕ. Çак вăхăтра вăрманти уçланкăра çунса кĕлленнĕ хăратмăшсен пуçĕсем курăнса кайрĕç, анчах та вĕсем никама та шиклентермерĕç.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...