Ывăл
Ватăлатпăр имĕш. Сухала
Тантăшсем кун сиктерсех хыраççĕ.
Манăн авă (чăмăртăр алла!)
Арăм çăмăлланчĕ — çын çуралчĕ.
Çын çуралчĕ, ман пĕрремĕш ывăл!
Шелепи çуралнă кун тата!
Кутамас ача, патвар та сывă,
Чĕрĕк пăт таять вĕт, тупата!
Микулай хурасшăнччĕ ятне
Амăшĕ, а эпĕ килĕшмерĕм.
Çывăх туйăнчĕ мана Сетнер
(Кĕçттентин Васильевич Сетнерĕ).
Ман Сетнер! Кулать-и вăл, йĕрет-и, —
Ан та çыр эс сăвă ун пек чух.
Пăхăнмасть вăл сăвăçа пĕрре те,
Нимĕнле саккун та уншăн çук.
Ак вăл (чăрмантарчĕ те мана!) —
Çывăрать ĕшеннĕ утаманăн.
Канлĕ ыйхă! Кун пек чух ăна
Чуп тăвас килет пĕр вĕçсĕр манăн.
Туйăм вăйлă савнăçăн темме...
Тĕлĕкре кулать-и вăл ачашшăн, —
Эпĕ хатĕр савăнса йĕме
Намăса пĕлмесĕр. Ача ашшĕ!
Çĕршыва çын патăм эпĕ те.
Кам пулассине халех пĕлеймĕр.
Çĕн этем вăл пулĕ тетĕп эп,
Ма тесен ун ĕмĕрĕ — çĕн ĕмĕр.
Ман Сетнер! Вăл кирек кам пулсан та —
Сăвăç-и, колхозник-и — çапах
«Нарспири» Сетнер пек нихăçан та
Мăшкăл тӳсмĕ, пĕлмĕ асапа.
Ватăлатпăр имĕш. Сухала
Тантăшсем кун сиктерсех хыраççĕ.
Манăн авă (чăмăртăр алла!)
Арăм çăмăлланчĕ — çын çуралчĕ.
Çын çуралчĕ, ман пĕрремĕш ывăл!
Шелепи çуралнă кун тата!
Кутамас ача, патвар та сывă.
Чĕрĕк пăт таять вĕт, тупата!
Катя Зайцева. (2013-12-09 20:23:25):
Мана ку стихотворении пите те илемлĕ пулчĕ
Оксана (2015-09-28 22:43:54):
Шкулта пăхмасăр калама вĕреннĕччĕ çак сăвва, питĕ килĕшнĕччĕ вăл мана... Унтанпа нумай çул иртрĕ пулин те, сăвă йĕркисем асăмрах-ха.
Тавах сире, сайта йĕркелекенсем!
Оксана (2015-09-28 22:44:09):
Шкулта пăхмасăр калама вĕреннĕччĕ çак сăвва, питĕ килĕшнĕччĕ вăл мана... Унтанпа нумай çул иртрĕ пулин те, сăвă йĕркисем асăмрах-ха.
Тавах сире, сайта йĕркелекенсем!
Оксана (2015-09-28 22:44:45):
Шкулта пăхмасăр калама вĕреннĕччĕ çак сăвва, питĕ килĕшнĕччĕ вăл мана... Унтанпа нумай çул иртрĕ пулин те, сăвă йĕркисем асăмрах-ха.
Тавах сире, сайта йĕркелекенсем!
Оксана (2015-09-28 22:47:35):
Шкулта пăхмасăр калама вĕреннĕччĕ çак сăвва, питĕ килĕшнĕччĕ вăл мана... Унтанпа нумай çул иртрĕ пулин те, сăвă йĕркисем асăмрах-ха.
Тавах сире, сайта йĕркелекенсем!
Agabazar (2015-10-10 20:45:39):
Шкулта Чапаев вилĕмĕ çинчен çырнă сăввине вуланăччĕ.
Оксана (2019-01-29 23:58:57):
Эпир те шкул вăхăтĕнче вереннĕччĕ çак сăвва. Паянхи кун та астăватăп - классри арçын ачасем мăнаçлă, хытă сассисемпемпе вуларĕç сăвва. Урăх нимле чăваш сăввине те аса илеймес пуль.