Янравлă сăвăсен ытамĕнче...


Янравлă сăвăсен ытамĕнче

Туссемпеле тăванланса ларатпăр.

Салхуллă та хаваслă çут тĕнче

Куç умĕнчех Уçăлнине куратпăр.

 

Чăнах та, сăвăсем вуланă май

Чун-чĕресем ырăланса пыраççĕ.

Хурлăхĕсем пулсассăн та нумай,

Куçăмăрсем телей енне пăхаççĕ.

 

Юмахри пек асамлă сар хĕрсем

Çич пĕлĕт тӳпине çитме чĕнеççĕ,

Сĕрен кĕперĕ тĕслĕ кĕписем

Кăчăк туртса та илĕртсе çиçеççĕ.

 

Сăвăç ача пек ĕненет йăлтах,

Суйма пултараймасть вăл нихăçан та.

Кĕç тытĕ ылтăн пулă Атăлта,

Çавах кун-çулĕ унăн пулмĕ янтă.

 

Хăй паккусне те хăй каçалăкне

Вăл тĕплĕн çулĕ, тĕплĕн пухса кĕртĕ,

Тăрсассăн тăван халăхĕ умне

Чысне те упрĕ, хăй ятне те çĕртмĕ.

 

Чăваш сăмахĕ унăн çӳпçинче

Пур ылтăн-кĕмĕлтен те хаклă питĕ.

Салхуллă та илемлĕ çут тĕнчен

Хуйхи-суйхи тухать ун чĕри витĕр.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: