Кĕрхи хунав
Чĕтренсе çĕкленет чĕрĕ хулă.
(Йывăç мар та-ха вăл халлĕхе.)
Ĕмĕт витĕр ялтрать çутă кулă
Шантарса çĕнессе сив хĕле.
Вăл сасартăк туять: пур ун уçлăх,
Илемпе илĕртен çут тĕнче.
Пур хăват — сахалтан та çĕр çуллăх,
Çирĕпех-мĕн ларать çĕр çинче.
Пур иккен-ха тата сĕткен çулĕ
Этемре юнтымар пулнилле.
Хура çĕрĕн телейĕ, куççулĕ
Сăрхăнать çав хунав еннелле.
Чĕр çынпа тăванлах чĕрĕ йывăç,
Çуралса пурнасси — пĕр кăкра.
Тымарне хуплама йĕкĕр ывăç
Эпĕ сапăп пырса нӳр тăпра...
ÐÐ¾Ð»Ð¾Ð´Ñ (2012-02-28 16:57:22):
"Ĕмĕт витĕр ялтрать çутă кулă, шантарса çĕнессе сив хĕле.", -чăвашăн мĕнле кăна ăнланмалла?
"Эпĕ сапăп пырса нӳр тăпра", - вырăнне "Эпĕ сапăп нӳрĕк тăпра" каймасть-ши?