Руставелие асăнса


Ĕмĕр хыççăн иртнĕ ĕмĕр,

Пĕрре мар çĕнелчĕ юрă,

Ту-сăртсем те урăхланчĕç,

Тепĕр май юхаç шывсем, —

Эсĕ çав-çавах хĕрӳ, хăюллă,

Паян кун та янăраççĕ

Санăн чаплă юррусем.

 

Этем йăхĕ те, ăру та

Ĕмĕрленчĕ пĕрре мар, —

Эсĕ çав-çавах çап-çамрăк.

Эсĕ — чĕрĕ, эсĕ сывă,

Çĕнтерӳçĕ эсĕ халь те,

Сăввусем сан шĕл кăвар.

 

Юр ăсти — ялан та шăпчăк,

Çуркунне — ялан та аслă,

Çут хĕвел — ялан хĕрӳллĕ.

Çут уйăх — ялан чечек, —

Тĕксĕмленмĕн эс те, гени,

Эс ялан та пулăн чаплă,

Ма тесессĕн эс юрланă

Туслăх, паттăрлăх çинчен.

 

Хурлăх-хĕн килсе тухсан та

Пул мăнаçлă, пул эс çирĕп,

Тăшмана нихçан ан парăн,

Çапăçса вил — чыслăрах, —

Кĕрешмешкĕн, çĕнтермешкĕн

Йыхăрать сан муза-лира,

Тус пулмашкăн, юратмашкăн

Этеме вăл ăс парать.

 

Юратмашкăн вĕрентет вăл,

Дареджан — таса хĕрарăм,

Çĕнтермешкĕн вĕрентеççĕ

Тарпелпе Автандил.

Эс вĕсем çинчен юрланă,

Ĕмĕрсем юлмалăх юрă,

Эс вĕсем çинчен каланă

Асăнмалăх аслă пил.

 

Тарпель те, Автандил та

Е ялан маттур Френдончи —

Кашниех паха та чаплă,

Халĕ тусĕ — паттăрсем.

Вĕсене мухтанă эсĕ,

Вĕсене эс юрă кӳнĕ,

Вĕсене сăнлаççĕ санăн

Вут-хĕлхемлĕ юррусем...

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: