Карели каçĕ калама çук капăр...
Карели каçĕ калама çук капăр,
Карели каçĕ кантăк пек кăвак.
Ак, иртсе кайрĕ шартлама декабрь,
Çăлтăрсем тухнă аслă пухăва.
Чăн тӳпере йăл-йăл туса çиçет пĕр
Çап-çутă çăлтăр — Çурçĕр çăлтăрĕ.
Эпир санпа вăрман тăрăх вĕçетпĕр,
Шуса пыратпăр çулсăр çул тăрăх.
Çеп-çемçе мамăк пек выртать-çке юрĕ,
Тытса анчах пыр çăмăл йĕлтĕре.
Çак капăр каç та тин янранă юрă
Ак кĕç иртсе юлаççĕ пĕлтĕре...
Çул иртрĕ... Мĕнешкел янравлă çулччĕ!
Умра çап-çуттăн уçăлать инçет.
Çул иртсе кайрĕ! Илемлĕн иртсе юлчĕ
Сан шăнкăрав куллупа вĕçленсе.
Сан куллунта пирĕн кунсен янравĕ,
Тулли хаваслă çамрăклăх сасси.
Санра — çĕршыв чеченлĕхĕ, манра вăл, —
Пирте — çĕршыв ыранĕ, пуласси.
Пирте çĕршывăн шанчăкĕ, тĕрекĕ,
Эпир пĕлетпĕр пăшалпа утма.
Çăмăллăн çеç шăван çак йĕлтĕре кĕç
Кирлĕ çĕре пултарăпăр тытма.
Вĕç, тусăм, вĕç, юр йăлтăрккисем тăрăх!
Ӳлĕм, çăлтăрлă янкăр каçсенче,
Аса илтерĕ Çурçĕр çут çăлтăрĕ
Çак Çĕн çула кампа кĕтни çинчен.
Эп çырăп сăвă, чĕрене çунтарăп,
Эс ăнланман чĕлхе кăварĕпе
Эп чи илемлĕ сăвă шăрантарăп,
Сан сăнарна çырса хăварăп эп.
Куç умĕнче ман тăрĕ шур декабрь,
Эс пулăн Çурçĕр çăлтăрĕ хăвах.
Карели каçĕ калама çук капăр,
Карели каçĕ сан куç пек кăвак...
1935-1936
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...