Çилхи витĕр çил вĕрет


Çеçен хирĕн вĕçсĕр ирĕк уççинче

Утлă çарăн эскадронĕ ыткăнать.

Хĕрӳ пурнăç пирĕн — çивĕч ут çинче,

Чĕлпĕрне эс çирĕпреххĕн тыт кăна.

 

Урхамахăм, урхамахăм — çилçунат,

Çилхи витĕр, çилхи витĕр çил вĕрет.

 

Хĕççине хăйрать тăшман, пире юнать,

Тупписем тăсасшăн вутлă чĕлхине;

Юхтарасшăн-мĕн вĕсем пирĕн юна,

Тавăрасшăн каялла ĕлĕкхине.

 

Кам пулсан та, шикленесси — пире ют!

Тыт-ха, тусăм, çирĕпреххĕн чĕлпĕре.

Урхамахăм, урахамахăм — çивĕч ут,

Çилхи витĕр, çилхи витĕр çил вĕрет.

 

Эй, кашлать, кашлать хирте колхоз тырри,

Колхоз халăхĕ ĕçлет-çке савăнса!

Тăшман юнлă аллине çех тăстăр-и —

Вилĕм тупĕ ăçтан килнĕ çавăнтах!

 

Хĕçсем çивĕч, çирĕп тытнă пăшала,

Тус — винтовка пирĕн, тĕрĕс тĕл перет.

Ыткăн, ыткăн, урхамахăм, малалла!

Çилхӳ витĕр, çилху витĕр çил вĕрет.

 

Çĕршыв çийĕн çут хĕвел çиçсе çунать,

Саламлать-çке ирсерен хĕвел пире.

Урхамахăм, урхамахăм, — çилçунат,

Çилхи витĕр, çилхи витĕр çил вĕрет.

 

Эпир хатĕр, Тăван çĕршыв чĕнтĕр çеç,

Патăр çеç команда çивĕч командир, —

Шĕл кăвар пек утсене кĕçентерсе

Ăмăрт кайăксем пек вĕçĕпĕр эпир!

 

Тăшман умĕнче чакасси — пире ют.

Малалла, ачсем! Тыт çирĕп чĕлпĕре!

Урхамахăм, урхамахăм — çивеч ут,

Çилхи витĕр, çилхи витĕр çил вĕрет...

Çавăн пекех пăхăр

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: