Çамрăклăх — шуçăм


Майĕпен, майĕпен, ним пулман пек,

ачашшăн

Çутă шуçăм шăвать тухăçран шуралса.

«Ан юрла, ан юрла ире хирĕç хавассăн,

Каçа хирĕç тухать

ак куççуль сăрхăнса», —

Тетчĕ ман кукамай, маншăнах пăлханса.

 

Чараймарĕ мана кукамайăм, юрларăм,

Тĕнче хăй те юрлатчĕ манпа ăмăртса.

Хавас шуçăм — манпа пĕртăванăм,

Шутламан пуль хăйне хура каç хупласса,

Савăнатчĕ, кулатчĕ мана ăнланса.

 

Тĕттĕм каç сĕмлĕхне каярах асăрхарăм,

Ачаш шуçăм йĕретчĕ таçта ăнтăлса.

Ăна шеллесе пĕр сăмах каламарăм,

Шухăшларăм. Ансăртран, тем пулса,

Шурă хут çине ӳкрĕ малтанхи ман

тумламăм.

. . . . . . . . . . . . . . . . . . . .

Майĕпен, майĕпен, ним пулман пек,

ачашшăн

Çĕнĕ шуçăм шăвать тухăçран шуралса.

«Ан юрла, ан юрла ире хирĕç хавассăн,

Каçа хирĕç тухать

ак куççуль сăрханса», —

Тетĕп эп, мăнука инçетрен сăнаса.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: