Йĕтем


Йĕтем — тĕнче пек пысăк аслăк,

хальхи ăру ăна пĕлмест.

Пĕлтерĕшĕ ун питĕ аслă —

тен, çавăнпа манас килмест.

 

Кунта хул-çурăм пулнă тарлă:

çерем касса ыр сулхăнта

çĕн тыр валли эпир хытарнă

кăпка çĕре тапта-тапта.

 

Кунта юлхав çынна çук вырăн,

кунта чыс çук ӳркевлĕхе.

Кунта таса алпа çеç пырăн

йышпа тупсассăн пĕр чĕлхе.

 

Йĕтем кил-çурт пек тирпейленнĕ,

вăл кĕтнĕ авăн уйăхне.

Çавраçилсем хирте çĕкленнĕ

юпаланса хăшпĕр чухне.

 

Çакна сăнанă май куç айĕн:

— Кĕр çывăх, — тенĕ ваттисем, —

ăна халь, ĕç пĕтмен тесе,

сĕм вăрманта тытса усраймăн.

 

Вара хиртен шăва пуçланă

кĕлтепеле урапасем.

Тапратнă шав, хуркайăк аннăн,

шап-шур кĕпеллĕ аппасем.

 

Ялсем канмасăр çапнă авăн

çĕрлечченех йĕтемсенче.

Тĕк выртнă йывăр, сарă кавăн

тӳпен кăвак арки çинче.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: