Аса илме те хăрушă
Ăçтарах илсе çитерĕ-ши ку пăрахут Янсен кил-йышне?
Аслашшĕпе амăшĕ ĕнерех, хăйсем Горький хулине çитсен пĕр-ик сехетренех, каларĕç — вĕсене Чăваш республикине ăсатаççĕ терĕç. Анчах инçе-ши вăл, çывăх-ши? Хулара пурăнмалла пулать-ши вĕсен, ялта-ши? Çыннисем мĕнлерех-ши унта? Чăвашсем çинчен Ян нимĕнех те пĕлмест. Чăн та, ку çуркунне мар, леш çуркунне, 1940 çулта пулать ĕнтĕ вăл, Янсем ялта пурăннă чух, Сааремаа утравĕ çине вырăс çарĕсем пырсан пĕр хушă вĕсем патĕнче яштака пӳллĕ, çаврака питлĕ, пысăк хура куçлă çамрăк совет офицерĕ хваттерте пурăннăччĕ. Хăйне çав офицер чăваш тетчĕ, эпир Атăл çинче питĕ хитре çĕршывра пурăнатпăр тесе калатчĕ.
Çынни вара çав тери лайăхскерччĕ вăл! Ирсерен, вырăн çинчен тăрса крыльца çине сивĕ шывпа çăвăнма тухсанах, темле ăнланмалла мар юрăсем юрлатчĕ. Яна вăл вырăсла сăмахсем вĕрентетчĕ, хăй эстонла сăмахсене вĕренме тăрăшатчĕ. Уйрăм тетрадь те тунăччĕ вăл эстонла сăмахсене çырса пыма. Кĕнекесем питĕ нумай вулатчĕ... Каç-каç вăл Янсен аслашшĕпе вăрахчен калаçса ларатчĕ, мĕншĕн тесен аслашшĕ вырăсла лайăх пĕлет, ĕлĕк вăл Российăра, Петроград хулинче, карапсем туса пурăннă... Янсен ашшĕ, Ильмар Киккас, ун чухне килте çукчĕ, тĕрмере ларатчĕ. Вăл малтан хуторти шкулта учительре ĕçлетчĕ, анчах пĕррехинче, шартлама сивĕре, сĕм çĕрле, вĕсем патне темиçе кайцелийтовец пычĕç те пĕтĕм кил-çурта ухтарса, пур япаласене те кутăн-пуçăн çавăрттарса пĕтерчĕç, унтан ашшĕне пăшалсемпе тĕллесех илсе тухса кайрĕç. Ашшĕ вара çулла тин, вулăс правленийĕ çине те, шкул умне те хĕрлĕ ялавсем кăларса çаксан темиçе кунтан, таврăнчĕ.
Ой, мĕн тери пысăк савăнăç пулчĕ ку!..
Ян ашшĕ тĕрмерен таврăннăшăн вĕсен хăйсен кил-йышĕ кăна мар, вĕсем патĕнче пурăннă çав совет офицерĕ те питĕ хĕпĕртерĕ. Пĕр-ик кунтан вăл Янсен пĕтĕм кил-йышне пахчана илсе тухса хăйĕн фотоаппарачĕпе темиçе хут ӳкерсе илчĕ, унтан хăй те Янсен çемйипе пĕрле ларса фотоаппарат тӳми çине кӳршĕ хĕрне Линда Сальмене пустарса тепĕр ӳкерчĕк тутарчĕ.
— Асăнмалăх, — терĕ вăл ун чух.
Кĕр енне, таврари вăрмансене ытармалла мар ылтăн тĕс çапма пуçланă вăхăтра, çак офицер — «Федя пичче» — вĕсем патĕнчен тухса кайрĕ.
— Мана Мускава Çар академине вĕренме яраççĕ, — тесе пĕлтерчĕ вăл Киккассене каçхине пурте пĕрле чей ĕçсе ларнă чух.
— Тек килместĕн-и ĕнтĕ пирĕн пата? — ыйтрĕ пĕчĕк Ян унăн куçĕсенчен кăмăллăн, кăшт хĕрхенерех пăхса.
— Пĕлместĕп. Пилĕк çул вĕренмелле... Унтан вара ăçта кайма хушаççĕ — çавăнта каяс пулать. Çар çынни хăйшĕн хăй хуса мар вĕт вăл... Анчах малашне эсир хăвăр та пирĕн еннелле пырса çӳреме пултаратăр ĕнтĕ, халĕ эпир пĕр çĕршыв — Совет Союзĕн çыннисем. Пырăр-ха пĕрре Атăл курма! Питĕ лайăх кĕтсе илнĕ пулăттăм сире!
— Кам пĕлет, тен, пырăпăр та пурăна киле, — терĕ Ян ашшĕ. — Çулла, отпуск вăхăтĕнче, кил-йышĕпех пуçтарăнăпăр та Таллин урлă Ленинграда çитĕпĕр, унтан — Мускава, Мускавран канал тăрăх Атăл çине...
Яна ку шухăш питĕ килĕшнĕччĕ. Вун икĕ çула çитсе вăл ниçта та кайса курманччĕ-ха, Сааремаа утравĕ çинчен те тухса курман, Курессаарере те пĕрре кăна пулнă. Мĕн тери лайăх пулĕччĕ пысăк хуласене, чăн-чăн Российăна кайса курсассăн! Унтан киле таврăнсан вара Ян хăйĕн тантăшĕсене хăй ăçта-ăçта пулни, мĕн-мĕн курни çинчен каласа парса тĕлĕнтерĕччĕ...
Анчах ун пек курса çӳресси пулмарĕ çав, вăл ĕмĕтре кăна юлчĕ... «Федя пичче» тухса кайнă хыççăн часах Янсен ашшĕне Курессаарене ĕçлеме илсе кайрĕç — ăна çĕнĕ совет йĕркипе уес Совечĕн председателĕ пулма суйларĕç, ун хыççăн вара Янсем пĕтĕм кил-йышĕпех хулана пурăнма куçрĕç. Ян хĕл каçа пиллĕкмĕш класра вĕренчĕ, унăн йăмăкĕ Юули пĕрремĕш класа çӳрерĕ, пĕчĕк Эльгăна ача садне пачĕç, мĕншĕн тесен амăшĕ те ĕçлерĕ, ăна çĕвĕ мастерскойĕнче асли тунăччĕ.
Хĕл питĕ лайăх иртрĕ. Ахаль шкулта вĕреннисĕр пуçне Ян хĕлĕпех музыка шкулне çӳрерĕ, сĕрме купăс калама вĕренчĕ. Сĕрме купăса вăл питĕ юратать, ялта пурăннă чухнех музыка учителĕн килне çӳресе кăштах вĕренме пуçланăччĕ, анчах Янсен ашшĕне тытса хупнă чух кайцелийтсем ăна та тытса кайрĕç те — вĕренесси пĕтрĕ. Хулара вара вăл чăн-чăн музыка ăстисем патĕнче пĕтĕм чунтан тăрăшса вĕренчĕ.
— Маттур сирĕн ывăлăр, унран лайăх музыкантах пулма пултарать! — тетчĕç вĕрентекенсем Янăн ашшĕпе амăшне.
Анчах çăва тухсан Янсен кил-йышĕ пĕр уйăхлăха каллех яла кукамăшĕ патне кайса пурăнма хатĕрленнĕ чух сасартăк вăрçă пуçланчĕ те пĕтĕмпех пăтранса кайрĕ.
Ун çинчен аса илме те хăрушă…
Халĕ те-ха хăлхара бомбăсем çӳлтен тискеррĕн шăхăрса ӳкни, шатăртатса, кĕрĕслетсе çурăлни илтĕнсе тăрать, çуртсем ишĕле-ишĕле анни, вĕсене вут-çулăм хыпса илни, ăнран тухса кайнă çынсем ниçта кайса кĕме пĕлмесĕр чупкалани, урам варринче, юн кӳлленчĕкĕсем ăшĕнче, çын виллисем выртни куç умĕнчех. Вĕсене нихçан та, виличчен те манас çук пулĕ. Ăçтан манатăн?..
Амăшĕ каланă тăрăх, вĕсен ашшĕ çав кун ирхине ирех, хула урамĕсенче пирвайхи бомбăсем çурăлсанах, килтен чупса тухнă, Янпа унăн йăмăкĕсем ун чухне чи ырă ыйхăпа çывăрнă-ха, унтан вара пĕрре те киле пырайман, телефонпа кăна калаçса илнĕ.
— Халех, çак самантрах тухса кайма хатĕр пулăр, — тенĕ имĕш вăл. — Чи кирлĕ япаласем çеç илĕр, ик-виç чăматан, унтан ытла мар. Çур сехетрен сире илме машина пырать...
Амăшĕпе аслашшĕ çав машинăпа пĕрле ашшĕ хăй те киле пырать пулĕ тесе шутланă, анчах ашшĕ темшĕн пыман, машина çинче темле палламан çынсем ларнă — ваттисем, хĕрарăмсем, ачасем. Пурте питĕ васканă, Ян амăшĕ вĕсене: «Тăхтăр-ха пăртак, халех ман упăшка килет!» — тесе тем пекех ӳкĕтлесен те пĕр минут та кĕтсе тăрасшăн пулман, мĕншĕн тесен пĕлĕтре тăтăшах фашистсен самолечĕсем улани илтĕннĕ. Вĕсем хуть те хăш самантра та каллех бомбăсем тăкма пултарнă. Вара Янсен ашшĕсĕрех тухса кайма тивнĕ...
Тĕрĕссипе, вĕсем ашшĕне кĕтнĕ пулсан та усси пулас çук-мĕн: хулари коммунистсемпе рабочисенчен çав вăхăтра васкасах истребительнăй батальон йĕркеленĕ, Янсен ашшĕне батальон командирĕ тунă, вара вăл пĕр тăхтаса тăмасăрах хăйĕн боецĕсене нимĕç фашисчĕсем самолетсем çинчен парашютсемпе сиктернĕ десанта пĕтерме илсе тухса кайнă.
...Грузовик çунакан хуларан вăркăнса тухса Муху утравĕ еннелле çул тытрĕ. Анчах кунта хăвăрт каясси пулмарĕ — сарлака шоссе лăках тулса ларнă иккен, тĕрлĕ йышши машинăсем пĕр-пĕрне таптас пекех пыраççĕ, пĕр-пĕринчен иртесшĕн кăшкăртаççĕ, анчах иртме май çук. Машинăсемпе хутăш килти ăпăр-тапăр тиенĕ урапасем пыраççĕ, хăшĕсен лашисем, машинăсенчен хăраса, аяккалла сикеççĕ. Ян куçĕ умĕнчех темиçе урапа тӳнсе кайрĕ, вĕсем çинче ларса пыракан ачаллă хĕрарăмсем япалисемпе пĕрлех канава тăкăнчĕç; çул хĕррипе ик кустăрмаллă тачкăсем тĕкнĕ çынсем, велосипедистсем, уйрăм çуран çынсем вĕçĕ-хĕррисĕр пыраççĕ. Пурте хĕвел тухăçнелле, пурте «Пысăк Çĕр» еннелле васкаççĕ... Хăйсем пĕрмай çӳлелле пăха-пăха илеççĕ: тăшман самолечĕсем хăваламаççĕ-ши, каллех вилĕм илсе килмеççĕ-ши?..
Чи хăрушши Муху утравĕ патнелле çитнĕ чух пулчĕ. Сааремаапа Муху утравĕсене пĕр виçĕ километр тăршшĕ тăсăлакан дамба пĕрлештерет. Сарлака мар вăл кĕпер, виçĕ машина юнашар тăратсанах тулса ларать. Ун çинчен ниçталла та пăранса кайма çук — ик енче те симĕсрех кăвак тинĕс хумханса выртать…
Янсем ларса пыракан грузовик ытти нумай машинăсемпе, çуран васкакан çынсемпе пĕрле дамба тăрăх çурри ытла кайсан сасартăк унта та кунта хыттăн, пăлханса, хăраса кăшкăра пуçларĕç:
— Сывлăш! Сывлăш!
— Самолетсем килеççĕ!...
Пурте пĕлĕтелле, унталла та кунталла пăхма тытăнчĕç. Шоферсем машинăсене хăвăртрах яма, урапасем çинче ларакансем лашисене хытăрах чуптарма пикенчĕç, анчах усси пулмарĕ — малти çул пĕтĕм анлăшĕпех картланса ларнă пулсан ăçта каятăн-ха? Çав вăхăтра Муху утравĕ енчен дамба патнелле виçĕ самолет питĕ хăвăрт та тӳп-тӳрĕ вĕçсе пычĕ. Виççĕшĕн те çунаттисем çинче — хура хĕрессем. Акă кĕçех ĕнтĕ, кĕçех вĕсем çитеççĕ те вĕлерме, çĕмĕрме, çунтарма тытăнаççĕ, никама та чĕррĕн хăвармаççĕ! Вĕсенчен ниçта тарма та, ниçта пытанма та, ниепле çăлăнма та çук, пурин те çакăнтах, дамба çинчех вилсе выртас пулать е тинĕсе сиксе путма тивет...
Анчах пăтравлă колонна çаплах малалла шурĕ-ха, чарăнмарĕ, мĕн май килнĕ таран васкарĕ. Кашниех хăй ăнсăртран та пулин çăлăнса юласса шанчĕ пулас çав. Тен вĕсене лекмĕ? Тен тата дамба тăрăх çар чаçĕсем мар, ахаль çынсем, мирлĕ халăх пынине курса самолетсем вĕсене тивмесĕрех иртсе кайĕç?
Анчах çакăн пек шухăшлакансем питĕ хытă йăнăшнă...
Самолетсем дамба вĕçне çитсенех вĕсенчен пĕри, малтарахра пыраканни, хăлхана çурса ямалла шăхăрса аялалла чăмрĕ. Хăранипе ним пĕлми пулса, чул пек хытса ларнă Ян тахăш самантра çав самолетăн хура хĕреслĕ хăрах çунатти айĕнчен пĕр харăсах пилĕк-ултă тăрăхларах хура япала уйрăлса аялалла вăркăннине асăрхарĕ. Çавăнтах вăл куçĕсене хупса, пĕтĕм шăнăрĕсене хытарса аслашшĕн хулĕнчен çатăрах тытрĕ, ун çумне пăчăртанса ларчĕ.
— Ак халех, халех... — çĕçĕпе тирнĕ пек шухăш вĕçсе илчĕ унăн пуçĕнче. Бомбăсем тӳсмелле мар хăрушла шăхăрса, пуç çийĕпех иртсе кайса, таçта инçетре те мар кĕрĕслетсе, шартлатса çурăлчĕç...
Янсен машини хăйне такам çĕкленĕ пек çӳлелле сиксе илчĕ...
Унтан каллех бомбăсем шăхăрчĕç, каллех çĕре кисретсе çурăлчĕç. Грузовик тӳнес пекех чалăшса кайрĕ, анчах хăй чарăнмарĕ, малаллах чупрĕ. Бомбăсем самаях аякра ӳкрĕç пулмалла... Хăйсем дамба çинчен мĕнле хăтăлса тухнине, унтан ăçта пырса чарăннине, мĕн тунине Ян пачах та астумасть. Кун темле иртсе кайнă, каç тахçан пулнă... Сĕм тĕттĕмре авăнакан хăмасем тăрăх утса, çӳллĕ те сарлака баржа çине такамсем хыççăн шуçа-шуçа утса хăпарнине, унтан çав баржăна пĕр пĕчĕкрех катер çаклатса вăраххăн туртса кайнине çеç кăшт астăвать вăл. Хĕвел тухăç енчен шăм-шака витĕр тивекен çил вĕрчĕ, çумăр çурĕ, пĕртте çуллахи пек мар сивĕ пулчĕ...
Ир енне, тул çутăласпа, аран-аран лăкăртатакан катер вĕсен баржине Виртсу текен порта сĕтĕрсе çитерчĕ. Фашист самолечĕсем кунта та пулма ĕлкĕрнĕ иккен — пысăках мар темиçе пăрахута путарнă, портри вăрăм çуртсене çунтарса янă. Ăçталла ан пăх — пур çĕрте те вăйлă пушар пулни палăрать, ĕнĕк, хăрăм шăрши кĕрет...
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...
Чăваш чĕлхинче сăмахсĕне хисеп тĕлĕшпе м...
I saw that your chuvash...
I recently used this site to lay one's h...