Пура
1
Хĕрсех пураççĕ платниксем пура,
турпас çеç сирпĕнсе тăрать чăл-пар.
Çак килĕшӳллĕ сăн, хăйне кура,
ман шухăш тĕввинчен ярать тымар.
Касатпăр та чутлатпăр япалан
кĕлеткине ăсталаса час-час.
Ĕçлетпĕр йышпалан та ялпалан
паллах, сăлтавсăр сирпĕнмест турпас.
Асăрхама пулать ку ушкăнрах
пуш параппан çапан çăмăлттая.
Турпас нумай та — çук усси унра,
вăл пурнăç йывăçне ярать сая.
Турпас купи çеç хăварсан çĕре,
вăл мĕн тума çуралнă тĕнчере?
2
Çурт-йĕр турпассăр çĕкленмест çӳле:
ку маншăн аксиома яланах!
Ват йăмраран ял варринчи кӳлле
сăн ӳкнĕ пек, вăл кĕнĕ йăлана.
Турпас кирек мĕнле ĕçре те пур:
Тĕлĕнмелли те тупăнать, чăнах.
Кун ыйтăвне ăспа «чутлан» маттур,
куран çынна «савалакан» çыннах.
Каç-каç çыру cĕтĕлĕн хушшине
ларатăп та — тĕп шухăша шывра
йĕрленĕ пек — çырулăх нушине
тӳсетĕп сăмахсем шыра-шыра.
Ан тив, сăмах турпасĕ вĕçтĕрех —
эп хывăп шухăш никĕсне пĕрех!
3
— Ĕç хатĕрне тирпейлĕ тыткала,
ан вырттăр тутăхса пуртту-саву, —
ăс пачĕ ват ăста мана çапла, —
ăсталăхпа çул уçтăр мухтаву.
«Кирлех-и вăл мана? — шутларăм эп,
юрла-юрла шуратрăм пĕрене. —
Ялйышăмра пулсассăн чыс-хисеп,
пăхкалĕ-ха мухтав та ман енне».
Ĕç хатĕрĕ юсавлă тăчĕ ман!
Шăлларăм пăчкă: кастăр çивĕчрех.
Пуртта хăйрарăм — каймĕ вăл алран:
Эп ланчашка Пуласшăн мар ĕçре!
Хам сăмаха çырулăх ĕçĕнче
кайран хăйрарăм чун хăйри çинче.
4
Çапла чăваш йăли: ниме чĕнсе
çуртне те хăпартать ялйышпала.
Сăра тултарнă алтăр чӳхенсе
çӳрет вара кайран алран алла.
Çакна сăнанăçем, çунатлă вăй
мана çĕклет хаваслăн тӳпене.
Ун чăн хуçи, эппин, ман халăх хăй:
Калас сăмахăм çитмелле пине.
Пуçра капланнă шухăш юхăмне
эп уссăр пăвелесшĕн, апăрша.
Йĕвен тахăнтараймăн ун хумне,
чĕнеймĕн пулăшма кӳрше-арша.
Калас сăмах тăмасть пулсан ниме,
салантăр вăл та — мимери ниме!
5
Ян! сас паран хыр пĕрене
хуратпăр мăк — вăл ăшă та çемçе.
Упрать вăл сĕм вăрманăн ăшшине
хаяр хĕл сиввинче, çил уççинче.
Турат куçне пăхатăп та унта
куратăп унăн сухăр куççульне.
Йĕрет пек йывăç сассăр, тупата:
«Калла тек тухас çук вăрман çулне».
Чăнах-та, шухăша путма ансат,
(те шухăш ку, те кăлăх йӳтени?):
Хăй йышĕнче, ăспа ураланса,
çак çурт пекех ӳсмест-и çын тени?
Ак парадокс! Ун тупсăмĕ пурах:
тен, эпĕ те хăпаракан пура?
6
Çĕн çурт яла именнĕн пăхкалать:
мĕнле çемье, мĕнле хăна-вĕрле —
хак парĕ унăн ăшчикне, кала?
Вара курма та кĕрĕпĕр пĕрле.
Ача сасси е выльăх макăрни
ун картишне илем кӳрет пулсан
эп калăп: ку вăл — ăраскал парни
чӳречине ан пустăрччĕ тусан.
Ларать йăлт-ялт пăхса çеç тарават
çĕн çурт йăмраллă урамра паян.
Телейлĕ вăл: кӳрши-арши савать
хуçисене сума суса ялан.
Çынна кам хапăл мар — çулне хупать,
ял манăçу тусанĕпе хуплать.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...