Сĕнтĕкçырми ялĕ


Мĕнле майпа пулнă ял?

Кам пуçланă çак яла?

Çĕр тĕрлĕ ыйту çапла

Сиксе тухать пурнăçра.

 

Кашни ялăн кун-çулĕ,

Кашни ялăн пурнăçĕ,

Кашни ялăн ĕç-хĕлĕ

Интереслĕ пĕлмешкĕн.

 

Ял историйĕпеле

Кăсăкланакан чылай.

Апла пулсан тĕпчекен

Тупăнатех çапла май.

 

Чăваш çĕрĕ-шывĕнче

Анлă сарăлнă уй-хир.

Шăнкăр-шăнкăр шыв юххи

Çырма-çатрасенче те.

 

Каш кашлавĕ йывăçсен

Кайăк-кĕшĕк юрри те,

Тĕрлĕ чечек шăрши те,

Куç тулли илĕртекен.

 

Çак илемлĕ вырăна

Килсе вырнаçнă-ши кам?

Сăмах çăмхине сӳтме

Пуçлар пулĕ пикенсех.

 

Сĕнтĕкçырмийĕнчи ял

Хăçан пуçланса кайнă?

Ваттисем каланинчен

Пулчĕ маншăн çак паллă.

 

Иван Грознăй Хусана

Илес умĕн çакăнта

Шупашкар тăрăхĕнчен

Килсе çитнĕ пĕр çемье.

 

Темиçе кунах утсан

Чарăннă пĕр вырăна.

Кунти меллĕ вырăна

Илнĕ вĕсем суйласа.

 

Тупнă вырăн хитрине

Юхан шывăн хĕррине.

Сĕнтĕк хăйĕн çемйипе

Тĕпленнĕ килĕшнипе.

 

Малтан пурăннă çĕре

Вырăс çарĕ тапăннă.

Кашни пӳртĕн алăкне

Тĕкĕленĕ каштапа.

 

Вырăссем кашни пӳрте

Вут тĕксе çунтарнă.

Мĕн чухлĕ çын вилнине

Татса калама та çук.

 

Пӳрте вут хыпса илсен

Çар çынни пулнипеле

Ăста çапăçса хĕçпе

Сĕнтĕк çăлать çемйине.

 

Вăрçнă чух çапăçура

Вилнĕ икĕ ывăлĕ.

Сĕнтĕк хăйĕн мăшăрпе

Вырăссенчен хăтăлнă.

 

Аякри вырăнсенчен

Çакăнта килсе çитсен

Вĕсем пӳрт-çурт çавăрса

Тĕпленнĕ яланлăхах.

 

Пурнăç майланса кайсан

Выльăх-чĕрлĕх усрама

Тытăннă вĕсем кунта

Хăйсем ĕçчен пулнăран.

 

Пурăнсан тепĕр такран

Сĕнтĕк патне вырăссем

Килнĕ çар çынни тесе

Вăрçса илме Хусана.

 

Çар çынни пулсассăн та

Вăрçма кайма килĕшмен.

Çавăнтанпа çынсемпе

Питех хутшăнсах кайман.

 

Ыттисенчен уйрăмрах,

Халăхра унран иртмен.

Чарусăр çын умĕнче,

Палăрнă харсăрлăхпа.

 

Сĕнтĕк çутă ӳтлĕскер,

Вĕтĕ сарă çӳçлĕскер,

Тăсанкарах пуçлăскер,

Кĕлеткипе лутраскер.

 

Икĕ ывăл çуралсан

Пулнă тет ашшĕ сăнлах.

Ярутти тенĕ пĕрне,

Яртуш тенĕ теприне.

 

Ун ăрăвĕнчи çынсем

Йыш хушнă çулсеренех.

Тăван-пĕтенсемпеле

Туслă пурăннă пĕрле.

 

Акă тупрăмăр хайхи

Ял мĕнле пуçланнине.

Çырма хĕрне вырнаçнă

Сĕнтĕк ятлă çынтан тет.

 

Халапĕ

Иван Грознăй Хусана иличчен Шупашкар тăрăхĕнчен Сĕнтĕк ятлă арçын хăй çемйипе çак тăрăха килсе вырнаçнă. Вăл малтан пурăннă вырăна вырăссем тапăннă. Вĕсем пурăнакан кашни çыннăн пӳрт алăкне каштапа тĕкĕленĕ те вут тĕртнĕ. Питĕ хăвăрт хыпса илнĕ çуртсенчен хăтăлайманнисем чылай пулнă. Çар çынни пулнă Сĕнтĕк хĕçпе çапăçса çемйипе тарма пултарнă, анчах хăваласа çитнĕ вырăссем икĕ ывăлне вĕлернĕ. Çăлăнма пултарнă Сĕнтĕкпе арăмĕ хăйсене килĕшнĕ вырăна суйласа илсе пӳрт-çурт çавăрнă, выльăх-чĕрлĕх усрама пуçланă. Кăштах вăхăт иртсен Сĕнтĕке вырăссем шыраса тупнă та ăна вĕсем Хусана вăрçса илме чĕнеççĕ. Анчах вăл вĕсемпе кайма килĕшмен. Çавăнтанпа Сĕнтĕк çынсемпе ытлах хутшăнман. Хăй вăл питĕ чарусăр, харсăр пулнă. Сĕнтĕк çутă сăнлă, сарă çӳçлĕ, тăрăхларах пуçлă, лутраскер. Вĕсен икĕ ывăл çуралнă. Пĕрне — Ярутти, теприне Яртуш тенĕ. Сĕнтĕк йăхĕ йышлансах пынă. Çапла майпа пуçланса кайнă та Сĕнтĕкçырми ялĕ.

 

Халап çăлкуçĕ: Сĕнтĕкçырми ялĕнче пурăнакан 82 çулхи Серафима Григорьевна Яруткинăран 2009 çулта Светлана Яруткина çырса илнĕ.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Тимĕрке Митяй (2009-11-05 18:58:40):

Ман шутпа питĕ вăйлă сăввин шухăшĕ.

Сăввине кĕскетсен питĕ лайăх юрри пулма пултарать.

 

Хисĕппе,

 

Тимĕрке Митяй

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: вăтам

 

Людмила Жукова (2009-11-06 18:31:33):

Светлана маттур иккенне эпир ун хайлвĕсене те вуласа пĕлетпĕр.Таван челхемĕр управçи.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Vyacheslavna (2009-11-09 20:22:10):

Светлана Вячеславовна конкурса виçĕ сăвă тăратрĕ. Унсăр пуçне вăл çак конкурса чи малтан материалсем ярса пачĕ.Çуллах.Эпĕ унăн хайлавĕсене яланах интересленсе вулатăп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Admin (2009-11-12 09:34:05):

Халапĕ те сăвви те питĕ интереслĕ. Кунашкал тăрăшни сая каймĕ пулĕ, вырăн лекетех пулĕ тетĕп.

 

Инçет (2009-11-29 19:17:53):

Аван япала. Малшне те çакăн пек япаласем çырасса шанас килет.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: