Сэген мĕçье качаки
Тĕлĕнтеретĕн... эс мана шалтах. Сана хаçат редакцийĕнче ĕç сĕнеççĕ, эсĕ вара яхăнне те килĕшместĕн! Эс мĕскер, хăвна поэзире çул тупнă тесе шухăшлатăн-им? Çук пуль, тăванăм. Апла тăк ярса ил хаçат ĕçне, айван. Шалу та çителĕклĕ, яту-шыву та пулĕ.
Çаплах килĕшес теместĕн-и? Ирĕклĕх кирлĕ тетĕн-и? Апла тăк итле, ирĕклĕх мĕн иккенне, ун хакне хăвах ăнкарăн!
Сэген мĕçье хăй пурнăçĕнче качакасемпе ăнтарайман. Пур качакине те вăл пĕрешкел çухатнă. Пĕр-пĕр ир унăн черетлĕ качаки пăявран вĕçерĕнсе тарнă та ăна кашкăр тытса çинĕ. Качакасем ытла та пуçтах-çке-ха.
Пĕррехинче Сэген мĕçье каллех качака туянать, Бланкет ятлăскере. Ку ĕнтĕ çиччĕмĕш качака. Хальхинче вăл çамрăккине суйласа илет. Тен, хăнăхĕ те — майĕпен пурăнсах кайĕ хуçи патĕнче.
Мĕн тери савăнăç — пăхса тăранаймасть хуçи çамрăк качака çине! Юр пек шурăскерĕн ури чĕрнисем йĕпхĕм хура та йăлтăркка, çитĕнсе пыракан мăйракисем... Сэген мĕçье пӳрт çумĕнчи сарайра усрама шутларĕ ăна. Çăра курăклă улăхра вăрăм пăявпа кăкарать: çи хырăму сарăличчен.
Темиçе кун иртсенех качака кичемленме пуçларĕ. Вăл ту тăрнелле пăхать вĕçĕмсĕр. Çавăнта хăпарса ирĕкре çӳрес килет унăн. Сисмесĕрех качакана тунсăх пусать, начарланса каять.
Пĕр ирхине çакскер хуçине тилмĕрме пуçлать: "Вĕçертсе яр-ха мана пăявран, манăн çавăнта, ту çине хăпарса пăхас килет".
— Эсĕ мана пăрахса каясшăн-и, Бланкет? Эсĕ те-и? Эпĕ санашкал качакасене пĕлсе çитрĕм ĕнтĕ. Ав ватă Фенод сан пек мар, мĕн тери вăйлăччĕ, пур пĕр кашкăр çăварне лексе хур курчĕ. Вăл çĕрĕпе çапăçнă кашкăрпа. Вăл маттурччĕ, анчах та ир енне вилĕм çитнĕ унăн. Кашкăр унран вăйлăрах пулнă. Кала-ха, сана кунта мĕн çитмест?
— Уншăн мар, Сэген мĕçье, манăн ту çине хăпарса курас килет.
— Енчен те унта кашкăра тĕл пулсан мĕн тăвайăн?
— Эпĕ пур вăйăмпа çапăçăп, вилме те хатĕр...
— Э-э, çук, тăванăм! Эпĕ сана хупсах усрăп, унсăрăн эсĕ кашкăр çăварне ним мар лекетĕн!
Вара вăл качакине хупса хурать. Алăка çăрапа питĕрет, анчах чӳречи уçă пулнине манать. Вăл пӳртне кĕме те ĕлкĕреймест, çамрăк качака ялт сиксе чӳречерен тухса шăвăнать.
Ту тăрринчи илем-ырлăх качакана çăтмах пек туйăнать. Уяв пуçланчĕ тейĕн.
Вăл хăйне патша майри пек туять. Йывăçсем ăна тайăлса саламлаççĕ. Чечексем ырă шăршă сараççĕ. Ешĕл курăк çеп-çемçе те сĕтеклĕ — çисе тăранаймăн, Сэген улăхĕнчипе, айлăмрипе танлаштараймăн.
Бланкет никамран та хăрамасть. Акă вăл ирĕкре çӳрекен качакасемпе паллашрĕ. Вăл телейлĕ туять хăйне, вăл ăнтарчĕ. Хăйĕн çулçӳревĕ çинчен юханшыва каласа пама пултарĕ.
Кĕтмен çĕртен каç çывхарчĕ.
Аялта, ту айлăмĕнче, нимĕн те курăнмасть — тĕтре сарăлнă. Ăна кăштах тунсăх туйăмĕ пусрĕ. Акă кашкăр кăштăртатни те илтĕнчĕ пек. Çав самантрах айлăмра труба сасси янраса кайрĕ — Сэген мĕçье йыхăрать ĕнтĕ ăна.
Вăл шухăша ӳкрĕ: каялла таврăнсан лайăхрах пуль. Анчах хăйне кăкаракан вĕрене аса илчĕ... Вара юлмах шутларĕ. Сэген мĕçье йыхăрни те тек илтĕнмерĕ ĕнтĕ.
Хыçра тем чăштăртатрĕ. Вăл сисчĕвленсе каялла çаврăнса пăхрĕ. Икĕ кĕске хăлха, икĕ кăвар куç юнашарах: кашкăр ĕнтĕ ку.
Пысăкскер, хускалмасть. Акă вăл. Кашкăр качакана выçăхса сăнать, меллĕ тăсăлса выртнăскер халь-халь сиксе ӳкме хатĕр. Анчах васкамасть-ха: ниçта та тарса ӳкеймест тесе шухăшлать-тĕр.
Качака йăлтах ăнланать, çавăнпа шикленет. Унăн пĕтĕм вăйпа хирĕç тăмалла, ватă Фенод пек, мĕнле те пулсан ирччен. Вăл çапăçма хатĕр.
Монстр шуса çывхарать.
Вăхăт çитрĕ. Вара качака пуçне пĕксе, пысăк мар мăйракисемпе сывлăша çурса ташлама пуçларĕ. Кашкăр вунă хутчен хӳрине хĕстерсе тапа-тапа кайрĕ — качака мăйракисем çивĕч. Вăл тарса кайнă хушăра качака сывлăш çавăрса сĕтеклĕ курăка çиме манмарĕ. Вăл ирĕкре-çке. Акă сĕм тĕттĕм пулса ларчĕ. Вăл çăлтăрсем çине пăхса шухăш тĕвĕлерĕ: "Манăн епле пулсан та ирччен тытăнса тăрас пулать, парăнмалла мар. Манăн ватă Ренод тĕслĕхĕпе, пур пек вăйпа çапăçмалла".
Акă кăвак çут сисĕнмесĕрех çывхарчĕ, автан авăтса ячĕ. Бланкет курăк ăшне кĕрсе выртрĕ. Вăй-халĕ пĕтнĕ унăн, шап-шурă кĕпи темиçе тĕлтен юнпа хĕрелнĕ. Часах кашкăр ăна çиме пуçларĕ.
Тепре куриччен, Грэнгуар!
Илтетĕн-и эсĕ мана: "...вара ирхине кашкăр ăна çиме пуçларĕ".
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...