Çĕршыв
(лирикăллă панорама)
1
Тăр çăлкуçсен кĕввиллĕ çĕрĕм!
Эс ешерен хирӳсемпе
анне пек çывăх, ĕмĕр чĕрĕ:
эс савăнса тăхăннă пек
сип-симĕс аркăллă кĕпе.
Пуплетĕп эп упа сарриллĕ
вăрманусен кашлавĕпе
Е вăштăр-вăштăр пĕчĕк çилĕн
ачаш та уçă сассипе.
Сана капла кăна курмастăп:
сан хулусен шавне итлем.
Мĕскер ăслаççĕ ир те, каç та
уйри çак йывăр юпасем?
Кунта тахçан мăян та эрĕм
Çил май кашлатчĕ сулăнса.
Аваллăхран хăпса тухса,
хĕрӳ юланутсен эшкерĕ
пыратчĕ тейĕн ывтăнса.
Халь вĕсене ырма пĕлмесĕр
йĕрлет хуламăр аякран.
Бетон кĕлеткисем чĕнмесĕр
рет-ретĕн тăнă таврара.
Вĕсем хăйсен ĕçне кĕтеççĕ.
Бетон хулпуççисем çине
йăтса илме хатĕрленеççĕ
заводăн мăн кӳлепине.
2
Истори шухăшлăн, çын евĕр,
пуçне тайса, тăван çĕре
çак вăхăтра ним систермесĕр
сăнать пек манăн чĕререн.
Çĕршыв! Эс çамрăклăхăм манăн.
Сан иртнĕ кунçулна вара:
эп кивĕ, тăлăх çил арманĕн
шăпипеле танлаштарам.
Çак кивĕ çил арманĕ евĕр,
çĕршывăм, хăв хирӳçемпе
эп ларнă шăппăн, çул пĕлмесĕр,
хĕн-хурăн пысăк миххипе.
Аваллăх кӳллине пăхсассăн,
путас çынла хăлаçланса,
ишеттĕн пек — сывлаттăн ассăн,
çыран таврашĕ курмасса.
Тек çил арманĕ те салхуллăн
хăлаçланмасть ял хирĕнче.
Вăл пĕчĕкçĕ утрав пек юлĕ
паян ялйышăм асĕнче.
Çуначĕсем çинче лараççĕ
çил ачисем çеç шăхăрса.
Унтан анаççĕ те тараççĕ,
хавассăр шăплăх хăварса.
Сисетĕп, таврăнĕç каллех те
арман-асаттене курма.
Çил ачисем ăна кирлех-тĕр —
пит çăмăл мар пĕччен юлма.
Курпунлă çын пек, шăппăн, сассăр
ларать вăл ыйхăллăн сĕнксе.
Ан тунсăхла! Сана манмастпăр —
çыр çилсемпе асилӳсем!
3
Çĕршыв! Чуну сан тараватлă,
çынну çăлтăрсемпе пуплет.
Чăваш Икар пекех çунатлă
пулни çинчен тĕнче пĕлет.
Хăв çыннусен хăмла шăршиллĕ
пахчисенчен, сĕм вăрмантан
е уйăх питлĕ, пыл тутиллĕ
панулмисем çакса ларан
садусенчен тухатăн эсĕ.
Куллу çăлкуç пек янăрать.
Тухатăн цехсенчен, хитре сăн
сана ĕçченлĕхӳ парать.
Санра та çĕн истори рейсĕ!
Малта, Октябрь сассипе,
пырать манми «Аврора» крейсер
çулпуçăн çирĕп ăсĕпе.
Истори вăйĕ — ĕмĕрсемлĕх.
Тăвать çĕр шанчăклă ĕçне.
Канмасăр çăмхалать этемлĕх
историн пысăк çăмхине.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...