Пур хупă çын: сĕм-тĕттĕм тĕпсакайĕ...


Пур хупă çын: сĕм-тĕттĕм тĕпсакайĕ

Çутта яман пек — ыр ĕçпе чунне

савăнтарса курса-ши хăш чухне?

Вăл ăсĕпе çăхан пек çăткăн кайăк.

30

Ун пурнăçĕ — шапа лĕккиллĕ шурлăх:

Чул пăрахсан та, нĕрсĕр шăршă çеç

тапса кӳ! тухĕ — ма алла çĕклес?

Хăй ăшĕнче вăл пуринпе те урлă.

 

Эп çавăнпа лараймăп сас памасăр:

«Эй, çут тĕнче, нумай сан кăлтăку!»

Хăшпĕр чухне (калатăп пытармасăр)

куçа ӳкет тем чухлĕ саплăку.

 

Калатăп эп хама тĕпче-тĕпче:

— Сан саплăку çеç пулас мар, тĕнче!

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Ульха (2014-04-12 18:16:26):

"Ун пурнăçĕ — шапа лĕккиллĕ шурлăх:

Чул пăрахсан та, нĕрсĕр шăршă çеç

тапса кӳ! тухĕ — ма алла çĕклес? "

 

Тěлěнмелле вăйлă сăнарласа каланă. Чăнах та пур-çке çавнашкал çынсем.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: