Динозавр çури Пиневер


— Ан хăрăр, эпĕ динозавр çури, — терĕ, анчах ăна никам та илтмерĕ, пурте паçăрах тарса пытаннă.

— Мĕн пулчĕ сире, мĕншĕн хăратăр манран? — татах илтĕнчĕ сасă…

… «Пысăк чĕр чун, мăйĕ вăрăм, хӳри те урăхла — кун пеккине халиччен курманччĕ-ха», — канăç памарĕ динозавр тилĕ туса. Вăл тĕлĕнтермĕш чĕр чуна шырама каясшăнччĕ, анчах амăшĕ тусĕсем патне те кăлармасть-çке! Паянхи кун килте мĕнле чăтса ларăн. Никам сисменле тумланчĕ те йăваран тухса хăвăрт упа çури патне чуптарчĕ.

— Вăрманта курнă пысăк чĕр чуна шырама пымăн-и? — ыйтать тилĕ тус.

— Çук, пымастăп. Вăл сана курсанах çисе ярĕ, — тĕлĕнсе те хăраса хуравлать упа тус.

— Апла пĕчченех каятăп. Сывă пул! — тесе тилĕ малалла уттарчĕ.

Тикĕс çул ăна кашкăр çури пурăнакан çурт патне илсе çитерчĕ.

— Атя пĕрле тĕлĕнтермĕш чĕр чуна шырама е ăна курсан каллех хăраса тармăн-и? — ыйтать тилĕ.

— Эпĕ пырăттăм та анне ямасть-çке, ниçта тухма хушмарĕ, — хуйхăрса пуплет кашкăр.

Пĕчченех малалла уттарать тилĕ. Нумай-и, сахал-и — пакша çури патне çитет.

— Пĕлетĕн-и эпĕ ăçта кайнине? — ыйтать тилĕ.

— Футболла выляма пулĕ? — тавçăраймасть пакша.

— Çук, пĕлеймерĕн. Çав вăрманти пысăк чĕр чуна шырама каятăп. Пĕрле пырас кăмăл çук-и?

–Шел те, анне ямасть мана, — тет пакша.

Тилĕ мулкачпа чĕрĕп тусĕсем патне те çитсе килчĕ. Анчах та пĕри те унпа пысăк чĕр чуна шырама тухма кăмăл тумарĕ.

Пĕчченех тĕлĕнтермĕш, халиччен вĕсен вăрманĕнче курăнман чĕр чуна шырама уттарчĕ тилĕ çури. Вăрман çулĕпе хăй кăна утни кăштах шиклентерет те. Анчах палăртнă шухăшне вĕçнех çитересшĕн.

Утсан-утсан каç та пулса ларчĕ. Тилĕ тус çывăрмалли шыраса пĕр тĕмеске тупрĕ. Ун çумне меллĕн вырнаçса тарăн та тутлă ыйха путрĕ. Тĕлĕкĕнче те пысăк чĕр чунпа туслашса пĕрле вылянине курчĕ.

Ир-ирех вăранчĕ тилĕ. Пăхать, юнашар темĕнскер выртать. Хăйĕнчен ăшă çапать тата. Тимлĕрех сăнасан, хайхи пысăк чĕр чуна курах каять тилĕ. Çĕрле ун çумне тĕршĕнсе çывăрнă иккен.

Пысăк чĕр чун та вăранчĕ. Хăй умĕнче пĕчĕк хĕрлĕ чĕр чуна курчĕ.

— Атя паллашатпăр. Эпĕ — динозавр çури. Мана Пиневер тесе чĕнеççĕ.

— Эпĕ — тилĕ çури. Атя пĕрле вылятпăр.

— Выляма выльăпăр та. Мана анне çухатнă. Шыраса тупсан выляма пуçлăпăр.

Пиневерпе тилĕ алла-аллăн тытăнса динозавр амăшне шырама пуçларĕç. Тилĕ ывăнсан динозавр ăна алли çине илчĕ. Пырсан-пырсан çӳллĕ ту умне çитсе чарăнчĕç. Ту тăрринче такам хуйхăрса кăшкăрни илтĕнет.

— Ку манăн аннен сасси, — савăнса пĕлтерчĕ Пиневер.

Ту çинче чăнах та Пиневертан та пысăк динозавр курăнчĕ. Вăл та хăйĕн ачине курса ыталаса илчĕ.

— Аннеçĕм, эпĕ сана урăх нихăçан та каламасăр каймăп. Анне, паллаш, ку тилĕ, манăн тус, сана иксĕмĕр шыраса тупрăмăр. Пире пĕрле выляма ирĕк парăн-и, аннем? — савăннипе пĕр чарăнми чĕвĕлтетет Пиневер.

— Юрĕ, юрĕ, ирĕк паратăп. Анчах пĕр кунхи пек аташса ан кай, — асăрхаттарчĕ амăшĕ.

Савăнса кайнă Пиневерпе тилĕ пĕрле выляма тухса чупрĕç.

Çавăн пекех пăхăр

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: