Петĕр Хусанкай
«Эпĕр пулнă, пур, пулатпăр!» — çыртăн эсĕ.
Çав сăввах вулаттăн халăхра...
Умăмрах-ха Атăл, çыр кĕтесĕ,
Йăл куллу, утту та халь асра.
Килнĕ эс Шупашкара тăван культурăн
Мăн лавне туртасшăн Çеçпĕлле.
Çĕн поэзин пуссине ху тухрăн
Çут тĕллевлĕн, хĕртĕн ĕçпеле.
Сухаларăн тарăн, акрăн ырă вăрлăх —
Уссăр мар сан тăкăнчĕ тару.
Ирĕк хуласем те ял-ял тăрăх
Кайрĕ янраса сассу-юрру.
Çăлтăрна ир куртăн, пурпĕрех — мĕн тăвăн! —
Сукмаку выртмарĕ тикĕсех,
Час ăна хупларĕ вĕчĕх тăвăл,
Çулăма та кĕтĕн эс кĕçех.
Юнланса ӳксен те, хытă кӳренсен те
Сулăнмарăн тĕрĕс çул-йĕртен.
Утрăн паттăр! Илтрĕн пур енчен те
Хаклă тав сăмахĕ çынсенчен.
Çеçпĕл силуэчĕ, Иванов медалĕ
Юнашар çутатрĕç кăкруна.
Çакрăн эсĕ вĕсене ахаль-и? —
Вĕсенпе пĕр турăн хăв чунна.
Ĕмĕре керменнĕн çĕкленсе эс юлтăн
Хамăр чăвашсен тĕп хулинче.
Васкĕç çамрăк ăрусем хăюллăн
Ас илсе ӳсме ун çутинче.
Ватăсем те манмĕç. Талантун илемĕ
Чĕнĕ, килентерĕ кашнинех.
Нихăçан та пĕтмĕ вăл, кивелмĕ,
Пулăшсах вăл пырĕ çĕннине.
— Эсĕ пулнă, пур, пулатăн! — тетпĕр халĕ,
Санăн сас ку пирĕнте кĕрлет.
Сывă эс юратнă ĕçлĕ халăх,
Эс те юнашар, унпа пĕрлех!
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...