Георгий Орлов


Георгий Орлов (Егор Федорович Орлов) Шупашкар районĕнчи Туликкасси ялĕнче 1925 çулхи пуш уйăхĕн 29-мĕшĕнче çуралнă.

Иккассинчи вăтам шкултан вĕренсе тухсан Тăван çĕршывăн аслă вăрçине кайнă, унта полкри радиостанци начальникĕ пулнă. 1948 çулта, çартан таврăнсан, Г.Орлова ВЛКСМ Шупашкар райкомĕн секретарĕ пулма суйлаççĕ. 1951-1954 çулсенче вăл çар училищинче политика ĕçĕнче, 1954-1955 çулсенче «Ялав» журнал литсотрудникĕнче ĕçлет, унтан партин аслă шкулĕнче вĕренет. 1959-1963 çулсенче Чăваш кĕнеке издательствин аслă редакторĕ, 1964-1974 çулсенче — «Ялав» журналăн тĕп редакторĕ, 1978-1985 çулсенче — Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕ.

Литература ĕçне 1950 çулта тытăннă. Поэт, прозаик, куçаруçă. Унăн паллăрах кĕнекисем: «Тантăшсем», «Кил çути», «Тривим йысна калавĕсем», «Поэмăсем», «Ирхи йĕрсем» т.ыт.те.

Г.Орлова 1970 çулта Чăваш комсомолĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премине панă.

Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. 1961 çултанпа СССР писателĕсен союзĕн членĕ.

Отечественнăй вăрçă орденĕпе, «Паттăрлăхшăн» медальпе, Хисеп грамоти-семпе наградăланă.

Г.Орлов 2007 çулхи авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче вилнĕ.


Хайлавĕсем