Ан ус пуçна, пилешĕм


Яштака, тăпăлкка, капăр...

Кирек хăçан та çапла, кирек хăçан та сăпай, тирпейлĕ. Миçе çул ĕнтĕ, акă, ман чӳрече умĕнче саркаланса ларатăн, хăçантанпа сатурлăхупа киленетĕп — çаплах курса тăранаймастăп: эсĕ пур чухне те илĕртӳллĕ, пур чухне те хитре.

Анчах... Анчах паян эсĕ темшĕн салху. Пилĕкӳнтен ытамласа тытнă туратусем те пуçĕсене лăштăр уснă, ытти чух хăйсен чеченлĕхĕпе куçа çисе тăнă хĕрлĕ çырлусем те тĕксĕм... Мĕн пулнă сана, ма çак териех кăмăлсăр? Каласам хуйхуна, пĕлтерсем юлташна. Эпĕ санран нихăçан пытарман, эсĕ те ан пытар. Йывăрлăха çурмалла тайласан çеç чăтса ирттерме çăмăл, теççĕ.

Туятăп: вĕçĕмсĕр чăш-чăш-чăш çăвакан кĕрхи çумăр айĕнче лармашкăн сана аванах мар. Чухлатăп, эсĕ тăр-тăр-тăр ташшиллĕ хĕл çывхарнине сиснĕ. Тапăлтарса тустарасшăн çех çӳрекен аскăн çил те пĕр хут кăна мар пыра-пыра лăскарĕ-тĕр ĕнтĕ... Пулчĕ-тĕр, ĕненетĕп, пулчĕ-тĕр. Çапах та ан парăн, пуçна ан ус, пилешĕм. Чăт, мĕнле пулсан та — чăт! Ан авăн, ан хуçăл.

Пĕл: хĕл пулать те иртет. Иртетех! Шан: тăри юрриллĕ савăк кунсем çĕнĕрен çаврăнса килеççĕ-килеççех! Апла пулсан, мĕн тума çавнашкалах кулянас? Кирле мар. Çĕкле пуçна, тӳрĕлет кăкăрна, чиперккейĕм!

Астăватан-и, йывăрччĕ мана ун чух, питĕ йыварччĕ. Çĕр те — çĕр марччĕ, куна та — кун теме çукчĕ. Пуçа йатаймасăр çӳреттĕмччĕ эпĕ. Çӳресен-çӳресен, ниçта канлĕх тунаймасăр, сан патна тухаттăм. Ятарласа, калаçма. Эсĕ вара, самантрах ăнланнăскер, вуллу çумне йăпшăнтарса тытаттăн та анне пекех ачашшăн ыталаттăн. Шĕпĕлти çулçусене çук çилпех алă çуптарса-çуптара юрăсем — мĕнлерех юрăсем-ха! — юрла-юрла параттăн, шурă чечекӳсен çемçе çупкăмĕсемпе пит-куçа сăтăра-сăтăра йăпататтăн, ӳкĕтлеттĕн, хĕрлĕ-кĕрен çырлусемпе хăналаса чĕреме сиплеттĕн, пусараттăн... Тав сана çакăншăн, чуна тăкăс самантра пулăшма пĕлнĕшĕн, юлташăм, хăвăнтан пысăк пехил!

Анчах паян эсĕ салху, паян эсĕ хуйхăллă...

Çăкăр-тăвар кирек хăçан та хире-хирĕç пулмалла, тенĕ ватăсем. Паян сана пулăшма ман черет. Ил ăна, йышăн, тусăм. Кун пек чух алă тăсса пани кăна мар, чĕререн каланă пĕр сăмах та пин ылтăн. Эпĕ вара мĕнпур ăшшăмпа хăватăма, хĕрĕвĕмпе тимлĕхĕме паратăп. Йăлтах, пĕтĕмпех. Ӳс, ешер, савăн, тантăшăм! Анчах пуçна ан ус. Пĕрре те, нихăçан та! Яланах каçăр пул, малалла пăх. Малалла пăх та малалла талпăн. Вĕçĕмсер талпăн, вĕçĕмсĕр кĕреш. Ма тесессĕн, кĕрешӳре — хăват, кĕрешӳре — телей.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2009-08-10 17:41:49):

Питĕ илемлĕ — шкул ачисене вулаттарма юрăхлă хайлав. Чăваш чĕлхипе пилеше епле сăнласа пама пултарнине кăтартма пулать.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: