Автобиографи


Çын хыççăн каясси хăçан пĕтет манăн?

Çара кайиччен Хусанкая, Ухсая, Ивнике каçса кайсах вуланă; вырăс поэчĕсенчен Пушкина, Лермонтова, Есенина ытларах шĕкĕлченĕ; Кольцов евĕр те çырма хăтланнă; Германире Гетепе киленеттĕм. Епле пултаруллă генисем пулнă.

«У тебя знания, как у московского парня», — тетчĕ мана Басов капитан. Вăл эпĕ сăвă çырнине пĕлетчĕ, Александр Николаевич хушнипех вырăсла та çыркаласа пăхнăччĕ, — пĕри — çар хаçатĕнче, тепри каллех Берлинра тухакан «С.А» хаçатĕнче кун курнăччĕ. Гонорар тенине те параççĕ-мĕн, ман начфин патĕнче перекет кĕнеки пур, унта марка мар, вырăс укçине куçарса паратчĕç. Укçине вара çартан таврăнсан Вăрнарта илнĕччĕ. Пуян çын: «Беломорканал» туртаттăм.

Çын хыççăн каясси хăçан пĕтет манăн?

Халь Валентин Овечкинăн «Районные буднипе» супатăп... Хамăн каламалли çуккă-и? Ĕнтĕ «Çамрăк коммунистра» «Кăмăл» калав çапăнса тухрĕ.

«Цензор" епле янă ăна?» — ыйтать манран пĕр поэт.

Çакăн пек ыйту кăна ман пурнăçăн карти алăкне уçать. Мĕншĕн пичетлемелле мар ăна? Мĕн хăрушши пур? Унта совет йĕрки хуçаланма тыгăнни çинчен çырсан, хăравçă райхаçат та пичетлет. Нимĕçсен хăйне евĕр НЭПĕ-ши унта? Аплă çын таран ĕçлекен фабрика уйрам çын аллинче. Тарçăсем тыт — чару çук. Кашни килех лавкка тытма пултарать. Лавккине кашни килех уçмĕ, илекенĕ пулмĕ, анчах ирĕке пур. Уйрăмах ватă çынсемшăн лаиăх: килтен тухмасăр суту-илӳ ту. Ĕçсĕрлĕх те çук ГДРта. Ăслă халăх та — калама юрамастъ. Ялта нимĕçсене курайман кăмăл та сĕвĕрĕлсе пĕтмен. Пĕр-пĕр офицер икĕ-виçĕ чăматан тупра тултарса таврăнать. Хăй пурнăçĕнче пĕрремĕш хут капрон чăлха курнă чăваш хĕрарăмĕ тĕлĕнмеллипех тĕлĕнет. «Епле арласа тĕртсе тунă ăна? Ай-юй, кантăк пек, ура çинчи çăм та курăнать. Тăхăнма намăс кăна. Пĕрре Вăрнара тăхăнса кайма тӳсет-ши?»

— Ан хăрăр, тӳсет. Манăн арăм ик мăшăр чăлхана тăватă çулта çĕтсе пĕтереймест.

Офицер тăванĕ-пĕтенĕсене чăлха кăна мар, алла çыхмалли сехет парнелесе тухать. Салтакра ăна «штамповка» теттĕмĕр: çур çул чиперех çӳрет, пĕр çула тӳсекенни те пур, кайран кăлар та ывăт. Эп пур, пĕр сехетпе кайса, Басов капитанпа Швейцари сехечĕ улăштарса таврăнтăм.

Çын хыççăн каясси хăçан пĕтет манăн?

Çакăн пек ыйтусемпе супса таврăнтăм киле.

Автобиографи çыр терĕç. Çӳлтен ĕнтĕ. Сас-хури те сарăлчĕ: «Емельянова Шупашкара илсе каясшăн». Машина хыçне кăкарса илсе кайĕç-и? Мĕн тăвас ман унта? Çын патĕнче пурăнма палланисем пур та, вĕсем хăйсем те аран-аран сыпăнкалаççĕ. Ман хамăн пӳрт пур, пĕчĕккĕ пулсан та, хамăн: тумла тумламасть, çил-тăман кĕртмест.

Çапла çырма пуçлас терĕм автобиографие... Çыр кăна: кулса вилĕç. Мĕнле ухмах тупăннă? Пĕлмен ăна, пĕлмен. Малашне пĕлĕпĕр. Емельянов хушаматлăскер вăл.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Влад Маскай (2019-04-25 02:14:11):

Ну, тĕлĕнтерчĕ те Анатолий Емельянов хăйĕн Автобиографийĕпе! Ара, çăл шывĕ шăнкăртатса юхнă пекех вĕт-ха унăн сăмах çаврăнăшĕсем. Вăт мĕнле çынсем фронтра та, ытти çĕрте те унанса, пур енчен тавра курăмне çивĕчлетсе, Василий Иванович Чапаевран та кем мар Çын пулса тăнă авторпа тĕл пулни - манăн паянхи Уяв! Пуян, пуян Вăл пур енчен те!.Çакăн пеккисенчен пултăрччĕç пур пуçлăхсем те! Эп салтакра пулнă, çавăнпа калатăп, кунашкал юлташпа службă иртнине туймасть салтак. Кашни кунĕ салтакăн премĕк çини мар -шутлă та, хаклă та! Кун пек тус пулсан пушшех çамăл: ывăнни те, ĕшенни те - пурте часах иртеççĕ. Кун пек казармăран тĕрлĕ грипп -сунассем те хăраса пăрăнса иртеççĕ...пулмалла.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: