«Майра»
Ун пек портретсене эпĕ ĕмĕрне те курман.
Елле тунă вĕсене фотограф?
Ваççуксем патне кĕрсессĕнех, урамалла тухакан икĕ чӳрече хушшинчен сана кăтра çуçлĕ, лашанни пек пысăк куç-ла майра тинкерет. Карточки питлĕх пысăкăш. Пирĕн ял ĕмĕрне те курман ун пеккине. Кĕтесре, ĕлĕк турăш ларнă вырăнта, — Ваççук портречĕ, арăмĕнни пек пĕр виçеллĕскер. Те çутă сахалтарах ӳкнĕрен, тĕксĕмрех вăл, те ăстаçă питĕ тăрăшнă: майран майра пек пулмалла, ялта ӳснĕ шăрчăк, паллах, самолет пулаймасть. Пакунĕ çинче пропеллер пекки пур-ха та.
Çапах та, çăра çӳçне вĕлт! çеç каялла çавăрса хунă, сарă куçĕ (портретра хура вăл) кăшт хĕсĕкрех, сăмси лапчăк, тути çӳхе, сăмси айĕнче — «А ля Гитлер» (хăй каланинчен пĕлет ял халăхĕ) ятлă хуп-хура мăйăхĕ, варвиттие ернĕ хура сурăх хӳри пек, çакăнса тăрать. Хурлар мар ытлашши хуçине, кăкăрне пăхсассăн вăл ăмăрткайăкран та ăмăрткайăк. Старшина пакунĕ çинче хĕресленĕ пропеллер, кăкăрĕ тулли темĕн тĕрлĕ сначуксем. Пĕлсех, сначук вăл уртен-митал мар та, ялта камăн пур ун чухлĕ тетте? Ун пек çынна тупаймастăн, ялта мар, райунĕпе шырасан та тупаймастăн...
Тăватă çул тертленнĕ Ваççук салтакра, кĕçĕн сержанта тухсан курма та килсе кайнăччĕ те. Сасартăк комбайн уйра вырса хăварнă пĕчĕк улăм купи çине пăрахнă йĕп пек çухалчĕ. Кулянса, вĕтĕнсе ӳкнĕ амăшĕ, ялти пĕртен-пĕр поэта, Григорий Грига, çыру çыртарчĕ. Тепрер уйăхран тупăнчĕ Ваççук; хăй тупăнмарĕ, çырăвĕ килчĕ. Ăна клуб умне пухăннă халăха Григ поэт вуласа пачĕ.
«Дорогая маманя! Я шив и сдоров! Сачем ты своим письмом песлокоишь командование? Меня рукать. (Темĕнле сăмахне сиктерсе хăварнă пулмалла) Я шенился. У меня шена учень хороший майра».
— Ей, тур-тур! Кам пăхĕ халь мана, ашшĕ вăрçăра вилчĕ те ун хуйхи-суйхи пĕтрĕ: куçĕ курмасть, хăлхи илтмест. Хам хĕне кайрăм. Вăрçă вăхăтĕнче выçăллă-тутăллă пурăнса, шаннăран, ал-ура типсе пырать. Утмăл пиллĕке каяп, прихатирĕ унта ĕçе хăвалать, симулант, тет. Кĕçĕн ывăлу ялтан тухса тарчĕ, анкартине туртса илеп тесе хăратать. Кулхусне эпир чи малтан кĕнĕ, хай вăл кулак юлашки, ашшĕне кĕç-вĕç Çĕпĕре яратчĕç, ман старик çăлса хăварчĕ, халь ывăлĕ çапла тав тăвать.
— Урăх мĕн çырнă? — васкатать поэта кинеми.
— Пывай сторова. Василий Ильич, — çыру вĕçленчĕ, — евитлет Григ.
— Ей, ку хрунтран хутла пĕлмен Якку Мархва йăмăкĕ патне çырса янă пекех. Эп ăна вĕрентрĕм. Çичĕ çул шкула лапăстаттартăм. Малтанах луччă лайăх çыратчĕ, кĕтӳç пушши пек вăрăм çыратчĕ. Халь — Якку пек.
— Якку мĕнле çырнă? — юриех хавхалантарать Григ.
— Мархва. Якку тапак салам.
— Ай, Катуков генерал, — тет тахăшĕ (çав хушаматлă генерал пур-мңн, çапла ĕнентерет халăха çамрăк поэт. Тĕпченĕ вăл: леш генералĕ, пирĕн ялти Катук йăхĕнчен тухман-ши? Çук, пирĕн ялпа тата Катук арăмĕпе Катуков генерал нимĕнле те çыхăнман: кăвапипе те, ачалăхĕпе те. Çĕр çинче пĕр хушаматлă çын пин-пин пуль: шыра, туп, ан ӳркен. Эпир, вăн, касман турта пуçĕсем, хамăрăн асаттен ашшĕ кам пулнине те пĕлместпĕр. Çĕр хурчĕ пулнă тетпĕр те, ĕçĕ пĕтнĕ. Хурт пĕлсех хурт çăвăрлать).
Калавăм малта, вулама ан ӳркен.
Тепĕр виçĕ çул иртсен тулли лав тупра тиесе çитеççĕ Ваççукпа майри. Кайран, хăйсем килсен, багажникрен мĕн-мĕн кăна турса кăлармарĕç. «Багажник» сăмах та çитсе кĕчĕ яла, майри вара «бахажник» тет те. Япаласем парса яракан организаци-мĕн вăл. Пĕлсе çитер-ха тĕнчере мĕн пуррине? Темĕн те пур-мĕн Вăрнар станцинче.
Майри ĕнтĕ Ваççукран самай ватăрах, ялти библиотекăри кĕнеке шкаф сарлакăш вĕчеллĕ, ури — шампански кĕленчи пек пысăк. «Ялта шăранать», — палкарĕ халăх. Шăранать сана, кĕтсех тăр. Килнĕ-килменех райуна кайса ĕçе кĕчĕ: агрунум-и вăл, çĕр виçекен-и — пĕлсе çитер районăн тӳрĕ пилĕкĕсене.
Майри ĕçре, ялта курăнсах та каймасть. Ваççук улшăннă, йăлтах улшăннă: таçтан кӳрсе килнĕ ăратлă кăркка аçи пек çӳрет, сначукĕсене вĕçертмест, «Казбек» кăна мăкăрлантарать. Вăл хаклă пируса райкумран кăштах килсе курăнаканĕ те туртать... Райкумрисене, вĕсене, темĕн тусан та килĕшет мар-и?
Пĕр çул иртрĕ-и унтанпа, ытларах-и — халь патшалăхăн пĕр кунĕ те эрне тĕшне тăрать. Икĕ çул... Ваççуксен ачи те утакан çеç мар, калаçакан пулчĕ, ашшĕ хыççăн майранни пек тӳрĕ урисене ывăтса кăна чупать. Пĕр çул ĕçе тухмарĕ, иккĕ... малтан ăна Майра Ваççукĕ тетчĕç те, кайран «Майра» теме пикенчĕç. Килти ĕçсене хăй пуçтарать: апат пĕçерет, майрине кĕтсе илет, ăсатса ярать. Выльăххисене пăхать.
— Калхусра мансăр та ĕçлекен нумай. Ухмах ман ĕмĕре мар, мăнуксен ĕмĕрĕ валли те çитет, — тет хăй кăкăрне каçăртса. Лавкка патĕнчен пĕр çур çухрăмра кăна пурăнаççĕ те, кăнтăрла ĕçкĕçсем пухăнаççĕ ун патне, картла çапаççĕ е доминолла — «качака таки» эрех илме чупать. «Притон» ят кăларчĕç ялта; ку, пĕлсех, Григорий Григ ĕçĕ, ун чĕлхи кăкарнă йытă пек çапкаланчăк.
Майри ял-ял тăрăх çӳресси тесе райун шкулне ĕçлеме куçрĕ. Хăш-пĕр кун ĕçе те каймасть, кайсан та, кăнтăрла иртсенех таврăнать.
Улшăнусăр шăватчĕ пулĕ те пурнăç, майран менельникки пĕтĕм пĕр пек шăвакан ĕç-пуçа пăсса хучĕ. Ĕççи пырать ялта: хура халăх тырă вырать, çапать, патшалăха ăсатать. Кусен уяв кĕрлет: майра Ваççукĕ арăмĕн хĕрĕх çулхи юбилейне тăвать. Райунтан хăнасем килсе тулнă: картиш тулли!
Арăмĕ хушшăн-хушшăн таçта кайса çухалнине Ваççук сиснĕ, тет. Хуса кăларса янă амăшĕ кăна кăмăлсăр: «Хĕрĕх çулне кам палăртать? Вăл вилене хĕрĕх кун асăннăпа пĕрех». Кам пĕлет: те юлнă ваттин ăсĕ, те юлман? Çӳретĕрех супĕлтетсе, вăл халь аслă ывăлĕ патĕнче пурăнать: майрана юраймарĕ тем.
Хăнасене ăсатса янă, майрине çухатнă Ваççук пĕр кана хуп турттарать, унтан уçăлсах та çитмен мухмăрлă пуçĕпе картишне тухать:
— Кде мамуля? — ыйтать хайхи хăйăрпа вылякан ывăлĕнчен. Лешĕ пурнипе аслăк тăрне тĕллесе кăтартать. Хăпармалли пусми ӳкнĕ иккен. Тăраткалать те, пĕр виçĕ картлашка хăпарать.
Сарса хунă çивитти çинче арăмĕ çатта çарамас выртать. Ун çумĕнче хай пĕрремеш хут курнă темле арçын харлаттарать. Васканă-мĕн, мĕскĕн, шăлаварăн пĕр пĕççине хывма та ĕлкĕреймен.
Хăйне мăйрака лартакан упăшка, арăмĕн ултавне пĕтĕм ял, çур район пĕлет пулсан та... Çапла çав, упăшки чи кайран курать тата пĕлет.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...
Чăваш чĕлхинче сăмахсĕне хисеп тĕлĕшпе м...
I saw that your chuvash...
I recently used this site to lay one's h...