Турпас


Çырман çыншăн ят нимĕне те пĕлтермест. Писательшĕн чăн асап: çырнинчен те асапрах. Хăçан ят илĕп.

Пĕр çул тухмасть вăл сан асунтан, икĕ çул... Иккĕленетĕн. Тĕрĕслетĕн. Унтан мансах каятăн. Кивелнĕ япалана манса кайнă пек.

Малтанах, ку ярăмран, «Шĕшкĕ çаппи» çуралнăччĕ. Хамăн айван пуçăмпа, чăвашра, вырăн-вырăнăн вăрманĕ пулмасассăн та, шĕшкĕлĕх пурах тесе шухăшланă. Ача чухне, мĕн астăвассах, шĕшкĕлĕх пирĕн анкарти хыçнех пырса тăрăнатчĕ. Унти мăйăра татсах кайман, вăрманти мăйăр пиçрĕ-и, пиçмерĕ-и тесе тĕрĕсленĕ. Каярахпа, хура кĕркунне çитес чух, пăнкă-пăнкă тулса ларнă мăйăрсене, тăкăннă çулçăсене сирсе тупаттăмăр. Пĕлтĕр тăкăннă мăйăрсем шăтса тухатчĕç. Ача чухнех кăштах ăнкарнă: мăйăр тăкăннăран та, асанне калашле, шĕшке питĕ «хунтăллă».

Хăшĕ-пĕри кахаллипе-ши е килти çĕре шеллесе, улмуççи те лартман. Юр ӳкес умĕн вăрмана кайса кутамккапах пĕр хурт та çимен панулми татса килнĕ. Çулла питĕ йӳçĕ çимĕçе те тутлăх сĕткене кĕретчĕ. Хам эпĕ ача чухнех вăрманта ӳснĕ те, мана йӳçĕ панулми виçĕ пуслăх та илĕртмен.

Чи малтан 1954 çулта çырнă «Йăмра» ятлине, 1958 çулта малтанхи «Канăçсăр çуркунне» кĕнекене кĕртесшĕнччĕ. «Шĕшкĕ çаппи» мар, «Турпас» тесе ят парасшăнччĕ эпĕ кĕске очерксене е калавсене.

Александр Галкин — манăн малтанхи турă та, чи çывăх юлташ, турă пулсан, турра та тиркевлĕ куçпа пăхма пултараканскер, литературăн хăйĕн варрипе хĕрри пулнине кăтартса пачĕ, хамăн ĕçе тиркесе пăхма хăнăхтарчĕ. Сăвă çырма пăрахнăччĕ ун чухне е пăт-пат кăна сăрмакланă. Нимĕн çукран — нимĕр — пурĕ пĕрех пичетленес кăмăла çухатмастăм, усси пулас çуккине пĕлнех ĕнтĕ. Шупашкарта пурăннă пулсан, тăтăшах редакторсен куçне курăнса çӳресен, вĕсемпе калаçсан — темĕнле хулăн пăра та ирĕлтерсе тухма пулатчĕ. Çак пĕчĕк тĕрленчĕксем, е малтанхи манăн сăнавсем, тахçанах кун куратчĕç.

Çулталăкра Шупашкара пĕрре пырса кайнипе — ăçтан писатель пулатăн? Е çулталăкра та пĕрре çитсе курман. М.Шолохов пек хăюллă пулсан, Мускавран пĕр виçĕ-тăватă тус тупса таврăнмалла. Вăл, авă, Сталин патне те кĕме пултарнă. Эпĕ вара парти райкомĕн секретарĕ патне вăтанса кĕретĕп.

Шупашкарта палланисем тупăнатчĕç. 1957 çулта, çулла (комсомол обкомĕнчен тухнă хыççăн) Г.Ефимова-и, П.Львова-и, И.Григорьева курас тесе Писательсен союзне çул тытнăччĕ, Карл Маркс урамĕнче Аркадий Эсхеле куртăм. Сывлăх сунтăм, унран иртсе те кайнăччĕ ĕнтĕ: «Тăх-та-ха, эсĕ Емельянов вĕт?» «Çапла-ха, Аркадий Александрович. Эпĕ пулатăп», — ал патăмăр пĕр-пĕрне. Тӳрех темшĕн С.Есенин А.Блокпа тĕл пулни аса килчĕ, анчах тар тухмарĕ манăн. Акă, вăл, «Ăмăрткайăк» поэмăн авторĕ! Сăвви-калавĕсене вăрçăчченех вулаттăм. Тӳрех хама кулса тата тăрăхласа сăнакан куçсене асăрхарăм, пичĕ-куçĕ йĕплĕ кулăпа çуталнă. Унтан:

— Сăввусене те, калавна та вуланă. Шантаракан çамрăк эсĕ. Тахçанах сăнатăп, — тесе хучĕ.

«Епле паллать вăл мана?» — шухăшларăм ăшра. — Ан супах ĕнтĕ...»

— Ытларах район хаçатĕнче пичетленнĕ эпĕ. Унта та пиçсе çитменнисем çеç... «Так çепесем».

— Вĕсене те вуланă, — тĕлĕнтерсе пăрахрĕ вăл мана.

Эпĕ район хаçачĕ Вăрнартан ытла ниçта та саланмасть тесе шутланă. Асанне калашле «ăссăр-тăнсăр амутке путекки» мар-и?

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: