Хĕллехи каçсенче


I

Вунвиç çулхи Макçăм пĕчченех К. ялĕнчи 6 çул вĕренмелли шкула вĕренме çӳрет. Макçăмăн шкула çитичченех пĕр лапанкă тăрăх каймалла. Кĕркуннепе çуркунне, çĕр типĕ, çанталăк ăшă чухне, çав лапанкăпа утма пит аван. Лапанкă тăршшĕпе симĕс çерем. Унта-кунта йывăç тĕмисем пур. Çуркунне вара, хĕвел хĕртсе пăхнă чух, Макçăм çерем çинчи сар чечексене пăхса утать. Аван çав çулла: ăшă тумтир кирлĕ мар.

Макçăм, кĕпе вĕççĕн, çара уран çăмăллăн утса, шкула çитнине те сисмест.

Хĕлле... хĕлле апла мар. Ах, мĕншĕн пулать-ши çав хĕл? Пĕтĕм тăлăх-туратăн ăшă тумтир пулнă пулсан хĕл пулни те пырĕччĕ. Макçăмăн та ак пĕр сăхман кăна. Вăл та пулин ала пек витĕр курăнать. Хулпуççисем çине саплăксем хăпарса ларнă. Çĕлĕкĕ те, ашшĕнчен юлнăскер, çĕтĕк-çатăк. Урине Макçăм çăм тăла таткисем çавăрса кĕптĕр-кĕптĕр çăпата сырса ярать. Малтанах шкулти ачасем Макçăм тумĕнчен кулма та хăтланчĕç:

— Макçăм-Макçăм-макакак! Хура чăххи ка-ка-как! — текелесе витлетчĕç. Халĕ ĕнтĕ Макçăма ун пек каламаççĕ. Макçăмăн ашшĕ çуккине, амăшĕ вĕтĕр-шакăр ача-пăчапа тарăхса пурăннине пĕлчĕç. Çитменнине тата, Макçăм хăй аван вĕреннипе часах примерлă ача пулса тăчĕ. Пионер отрядĕнче те, шкулти ĕçсене тума та Макçăм ĕлкĕрет. Хастарлă ача çав Макçăм. Шкула пĕр кун сиктермесĕр çӳрет. Çумăр çăвать-и, юр-и, кутсăр-пуçсăр тăман тухать-и — Макçăм çапах шкула çӳрет. Хĕлле çеç Макçăм пит тарăхать. Лапанкăри сукмака тăман шăла-шăла каять. Макçăм вара хăш чух кĕртсем урлă ишет. Юр ăшне пилĕк таран пута-пута ларать. Хăй çаплах маллала тапаланать. Сивĕ çил сăхман витĕр каять. Умра та, хыçра та куç курми юр пĕтĕрнет. Сăтăрать çил, касать. Кăткă пек тапаланакан пĕчĕк çынна урнă çил çĕр питĕнчен шăлса пăрахас пек туллать.

 

II

Шкулта стурăш пӳлĕмĕнче шăп. Лампа çути çавракăшĕнче икĕ мĕлке курăнать. Пĕри — Макçăм, кĕнеке çине ӳпĕнсе ларать. Тепри — шкулти стурăш, 19 çулхи хĕр, тăлăх Кулюк. Макçăм уçă сассипе кĕнекине вулать. Кулюк пĕр шарламасăр кĕнеке вуланине итлесе ларса чăлха çыхать. Макçăм кĕнекине сумкине чикрĕ те хаçат туртса кăларчĕ.

— Мĕн тĕрлĕ ырă çав хут пĕлни: мĕн вулас тет, çăвна вулать, — терĕ Кулюк.

— Эсĕ хут пĕлместĕн-и-мĕн? — терĕ Макçăм хаçата майлаштарса тытса.

— Пĕлместĕп çав. Пĕлес пулсан, кĕнекине те, хаçатне те вулăттăм та, пĕлменни хуплать.

— Мĕншĕн вĕренмен эсĕ?

— Анне яман: кĕнчеле арламалла пулнă. Халĕ ĕнтĕ хут вĕренни пит кирлĕ те... Хут пĕлекен хĕрсемпе танлаштарсан, хама хам ытла та шута кĕмен çын пек туйăнать…

Кулюк сасси хуйхăллă. Хура куçĕсем те хуйхăллăн пăхаççĕ. Макçăм Кулюк çине пăхса илчĕ те кăшт шухăша кайса тăчĕ.

— Эпĕ сана вулама, çырма вĕрентем, вĕренетĕн-и?

— Вĕренесчĕ те, ма вĕренес мар?

— Юрĕ, кĕçĕрех тытăнăпăр.

Макçăм хаçатăн шултра саспаллисемпе çырнă тĕле тытрĕ те:

— «Канаш» тесе вуламалла çакна, — терĕ. Вара кашни саспаллине уйрăм каласа тухрĕ.

Пĕчĕк учитель кăтартать. Çитĕннĕ вĕренекенĕ ĕçпе хытса кайнă пӳрнисемпе саспаллине тĕллесе учитель хыççăн тăрăшса калать.

Макçăмпа Кулюк пĕр «Канаш» сăмахпа чылайччен аппаланчĕç. Коридорти сехет 12 çапсан тин çывăрма выртрĕç.

Кулюка хут вĕрентме пуçланă каçран Макçăм киле çӳреме пăрахрĕ. Хăш чухне эрнере пĕрре кăна кайкаласа килет. Шкулта, Кулюк пӳлĕмĕнче, Макçăма выртса-тăрса пурăнма аван. Шкул пуçлăхĕ Макçăма: — Кулюк патĕнче пурăн, — терĕ. Кулюка хут вĕрентме тытăннине пĕлсен, пит кăмăллă пулчĕ. Пысăккисене вĕрентмелли букварь, хут пачĕ.

Ачасем шкултан тухса кайсан, Кулюкпа Макçăм классене тирпейлеççĕ, вара кăмакасене хутса яраççĕ. Çĕрулми, хăш чух яшка пĕçерсе çиеççĕ. Пушансанах Макçăм Кулюка хут вĕрентме тытăнать.

Букварь кĕнекипе ĕç малалла пит ăнса пычĕ. Кулюк пĕр-ик эрне хушшинче çырма, вулама вĕренчĕ. Вуласси те, çырасси те начартарах та, çапах картне кĕрет. Виççĕмёш эрне çинче Макçăм Кулюка «Малалла» ятлă кĕнекерен вула-вула пара пуçларĕ, каласа та кăтартать хăш чух. Задачăсем те шутлакалама вĕрентет.

Кулюк савăнăçлă. Хурарах, çинçерех питлĕскер, вăл халь чиперленсе кайнă пекех туйăнать. Кĕнеке вуланă чух вăл кулакан тутине кăшт аллипе хупласа пăшăлтатать.

Çуркуннепе Кулюк хăй çырнипех темиçе тетрадь тултарчĕ, вуласса та ĕнтĕ тĕрĕс, уçă вулама вĕренчĕ.

 

III

5-6 çул иртрĕ. Пĕрре Макçăм, халĕ хулара аслă шкулта вĕренекенскер, хĕллехи каникула яла килчĕ те, хăй вĕреннĕ шкула кайса курас-ха тесе, К. ялне йĕлтĕрпе кайрĕ. Халиччен çӳрекен лапанкăпа Макçăм йĕлтĕрпе яр! та яр! ярăнса çăмăллăн вĕçтерет. Çул çинче Макçăм пĕчĕкрех чух çак лапанкăри ишсе тухайми кĕрт çинче тапаланнине аса илет. Куç умне Кулюк сиксе тухрĕ. Хĕллехи каçсенче Кулюка хут вĕрентнине аса илчĕ.

— Ăçта-ши халĕ Кулюк? Çав шкултах стурăшра пурăнать-ши е ăçта та пулин кайнă-ши? — тесе шухăшласа, Макçăм юр тыттисем хушшипе ярăнса ял патне çитрĕ. Чылай пулать Макçăм К. ялне килменни.

Макçăм шкула кĕрсе тухрĕ. Халĕ ку шкул аслăрах иккен. Халĕ шкулăн тата уйрăм çурт пур — ачасем валли общежити. Унтах ачасене вĕри апат çитереççĕ.

Халĕ ют ялтан вĕренме çӳрекен ачасем кашни кун киле çӳресе çил-тăманпа тарăхмаççĕ.

Ялĕнче колхоз пит пысăк та вăйлă тенине илтнĕччĕ Макçăм. Колхоза кайса курас шухăшпа колхоз картишĕ патнелле йĕлтĕрсене шутарчĕ.

Чăн малтан колхозăн сăрт айĕпе тăсăлса каякан вити курăнчĕ. Кăшт уйрăмрах правлени çурчĕ ларать — çĕнĕ, пысăк çурт. Унпа юнашар пекех — клуб. Сăрт айнерех, çăл çывăхĕнче, колхоз мунчипе кĕпе çумалли çурт.

Ун çумĕнчех пысăк кантăклă çӳç касмалли пӳрт хĕсесе ларнă, хăйĕн вывескипе, çутă кантăкĕпе кĕрсе тухма илĕртет...

Макçăм правление кĕчĕ. Правлени пӳлĕмĕ çут «Тапак туртма юрамасть» тесе çырса çапни пурнăçа кĕрсе пырать пулмалла: çынсем правленире чылай пулин те, пĕри те чĕлĕм туртаканни çук, тапак тĕтĕм шăрши те килмест.

Правление пырса кĕрсенех Макçăм сĕтел хушшинче пĕр хĕрарăм ларнине курчĕ. Хĕрарăм та килсе кĕнĕ Макçăма пăхать. Кулюк иккен. Кулюк, Макçăма палласанах, сĕтел хушшинчен тухса алă тытрĕ.

— Эсĕ кунта... мĕн ĕçре? — терĕ Макçăм, курнăшăн савăнса.

— Эпĕ-и... эпĕ колхоз пуçлăхĕ, — терĕ Кулюк.

Макçăм Кулюк çине кăшт куçа чарса илсе пăхса тачĕ те ĕненмен пек:

— Эс колхоз пуçлăхĕ-и вара? — терĕ.

— Колхоз пуçлăхĕ. Çавăрать, пĕтĕрет кăна терĕ Кулюк вырăнне пĕр ватăрах колхозник.

— Эй-й, Кулюк, апла эппин, — терĕ Макçăм кулса, илтнĕ хыпаршăн калама çук кăмăллă пулнине палăртса.

Бригадирсене ыран уя тислĕк кăларттарма хушса хăварса, Кулюк Макçăма хăй патне хăнана илсе кайрĕ.]

Кулюк пӳрчĕ ирĕк, тирпейлĕ. Халĕ Кулюк тăлăх, чухăн хĕрача мар: вăл пуян колхозница. Колхоза кĕнĕ çулах Кулюкпа упăшки иккĕш колхозра нумай еçленипе пӳрт лартрĕç, выльăх-чĕрлĕх туянчĕç. Кулюк упăшки, совпартшкултан вĕренсе тухнăскер, халĕ клуб пуçлăхĕ. Нумайччен калаçрĕç Макçăмпа Кулюк.

Кулюк хута вĕреннĕренпе халăх хушшинче нумай ĕçлеме тытăннă иккен. Чăн малтанах вăл чăх-чĕп эртелĕн пуçлăхĕнче вăй хунă. Вĕренӳ сахалтарах пулни кура Кулюк хăй тĕллĕн те вĕренме тăрăшнă, курссене кая-кая вĕреннĕ. Хăй пĕлĕвне çултан-çул ӳстерсе пынă. Пĕлӳ ӳснĕçемĕн Кулюкăн халăх хушшинче ĕçлес хастарлăхĕ те ӳснĕ. Хальхи вăхăтра К. ялĕнчи колхоз калама çук пысăк çитĕнӳсем тăвать. Малтанах колхоз япăх пулнă Колхоз пуçлăхĕ ĕçме, колхозниксем ĕçленине çаратма юратнă. Кулюк, ял активĕпе пĕрле хытă тăрăшса, сирпĕтрĕ холхозри юрахсăр çынсене: кулаксене, юлхавсене, вăрăсене.

Колхоз çинчен каласа кăтартнă чухне Кулюк хăй пирки пачах асăнмасть, анчах Кулюк ку ĕçре питĕ нумай вăйхунине Макçам туйса илчĕ.

— Маттур эсĕ, Кулюк. Сан пек хастар хĕрарăмсем ытларах пулсан, эпир тата часрах социализм туса хурăттăмăр, терĕ Макçăм.

Манна эсĕ çакнашкал пулма пулăшрăн, терĕ Кулюк, Макçăм çине ăшă куçесемпе пăхса.

 

1929—1935.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Ярмат (2016-03-25 17:35:56):

"Вĕренни - çутă, вĕренменни - тĕттĕм" каларăш вырăнлă пулни çак калавра та палăрать иккен. Вĕреннĕ çыншăн пĕтĕм çул уçă, тĕрлĕ çĕрте ĕçлеме пултарни татах та хавхалантарать калаври тĕп сăнара, Кулюка.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: