Çул курки


Темиçе çул ĕнтĕ хамăн тăван ялта пулманччĕ. Ялан ерçӳ тупаймарăм. Кăçал, аппа утмăл çул тултарнă май, ятарласах отпуск илтĕм те, парнесем хатĕрлекелесе, вăрăм çула — çуралса ӳснĕ ялăма аппана саламлама тӳхса кайрăм. Унта çичĕ талăк пурăнтăм. Пĕлместĕп, тен, «пурăнтăм» тени тĕрĕсех те пулмарĕ пуль. Тĕп-тĕрĕсне калас-тăк — çичĕ кун та çичĕ каç ура утайми, пуçа çĕклейми, куçа уçайми, алла кашăк тытайми пуличчен хăна пултăм.

Чăнах та, çиччĕмĕш кунне киле кайма ĕмĕтленнĕччĕ. Çук, çула тухасси пулмарĕ. Ирхине ирех, эпĕ вырăн çинчен те тăманччĕ-ха, аппа та ĕне сума тухайманччĕ, кĕтмен çĕртен кумпа кума хашкаса пырса кĕчĕç те мана вăшт кăна тăратса лартрĕç.

— Санăн шăлавару çакă пуль-ха, тумлан. Яла килсе те пирĕн пата пырса курмасан, асту, ĕмĕр ӳпкелетпĕр, — терĕç.

— Çук, пыраймастăп. Паян киле каясшăн, — тетĕп, хам аран-аран чĕлхене çавăркалатăп.

Ăçта унта! Темле турткалансан та, мана илсе кайрĕç-кайрĕçех.

— Вăт маттур эсĕ, Кирук кум! — çурăмран çупăрласах мухтарĕ мана Сахъе кума. — Пултаратăн! «Шăл пур чух аш çи, вăй пур чух эрех ĕç», — тенĕ ваттисем. Ман пек тĕппи ту. Тав сана! — черккене пĕрре çĕклерĕ, тепре ӳпĕнтерчĕ, унтан урай хăми тăрăх кăлтăртаттарса кустарса ячĕ.

Эпĕ пуçа икĕ алăпа чăмăртаса тытнă та сĕтел хушшинче пĕр хускалмасăр ларатăп. Вăл манăн ĕлкĕрсе çитмесĕрех çĕрсе хăвăлланнă арпус пек. Чăмăртатăп та — нăтăрт-нăтăрт тăвать. Хăй çурăлса каясла ыратать.

— Ара, эсĕ мĕн пуçна чиксе ларатăн? Мухмăрпа аптранă-иç эс. Мĕнпе чирленĕ — çавăнпа сыватмалла, теççĕ вĕт, — пыл хурчĕ пекех çыхланчĕ Мĕтри кум. — Тыт часрах, чăхăмласа ан лар! Пĕр черккепех, ак, йăлтах уçăлса каятăн.

Ĕçмесен ӳпкелешеççĕ. Вăл çеç-и? Черккене пуç çине ӳпĕнтерессипе е эрехе хĕве ярассипе хăратма пăхаççĕ. Малтанхи пĕр-икĕ черккине асаппа, аран-аран йăвантарнă хыççăн ыттисене вара хам та питех йăлăнтарса тăмарăм.

Çапла шăпах эрне иртрĕ.

Саккăрмĕш кунне ирех киле кайма пуçтарăнтăм. Аппапа йыснана сывлăх сунса, автобус кĕтме çул çине васкарăм. Нумай тăтăм-и, сахал-и — Сахъе кумапа Мĕтри кум чупса та çитрĕç.

— Тăванăм, çул курки сыпмасăр çул çине тухмаççĕ ăна, — терĕç иккĕшĕ те пĕр харăс, — çулу ăнăçлă пулмасть.

— Ăна ăнăçтарма аппа патĕнчен стаканĕпех янклаттарса тухрăм. Норма! Урăх пĕр тумлам та юрамасть, — хирĕçлетĕп. Хам, тĕрĕссипе калас-тăк, эрех черккине тутапа та тĕкĕнмен.. Киле чиперех çитсе ӳкесшĕн.

— Норма... Ялта эпир пурне те тараса çине хурса виçместпĕр... Çулу телейлĕ пултăр! — пехиллерĕ Мĕтри кум, тулли черккине пушатса.

— Манăн та çав сăмахах. Пĕрне-пĕри мансах каяс марччĕ, час-часах çапла курнăçмалла пултăр, — терĕ те Сахъе кума, пĕрре лăнкăрт тутарчĕ, унтан черкки тĕпне япăш! çулласа илчĕ. — Ара, халь çеç уйăрттарнă хăйма тути калать вĕт, — хушса хучĕ, мана валли черккине тултарса.

Çак хушăра хуть автобусĕ те килсе чарăнмасть — ларăттăм та тарăттăм тесе тарăхса шухăшлатăп ăшăмра.

— И-и-и! Эсĕ паян хĕр пекех. Мĕн турткаланатăн тата? Яр хăвăртрах! Унсăрăн çын пулаймастăн. Пăх-ха, ху йăлтах сăнран ӳкнĕ, — сысна çăвĕпе çăкăр татки тыттарсах хистет кум. — Савăтна пушат та, акă, кăштах çырткала. Самантрах кăмăлу çĕкленсе кайĕ.

— Мĕн, элле эпир ху патна пырсан, пире хăна туса тăкакланасран хăратăн-и? — ӳпкелешет кума.

Çул курки манăн чылаях пуçтарăнчĕ пулас: çунатсене хăпартсах шавлама пуçларăм. Тепĕр тесен, ăшă мунчана хутма вутти те нумаях кирлĕ мар вĕт. Çапах та иккĕмĕш кĕленче пушанса çитиччен мана тулли автобус çине чышкаласа, тĕрткелесе кĕртсе ячĕç.

...Вăрантăм та итлесе выртатăп. Шуйттан çурисем ман пуç мими çинех тимĕр савăл тăрăнтарнă та пысăк кувалдăсемпех ăхлатса çапаççĕ пек. Тем тесен те, пуçа çурмаранах çурасшăн пулнăн туйăнать. Пуçа енчен енне пăркаласа пăхатăп, çамкаран чышкаласа илетĕп — нимĕн те пулăшмасть. Ох, пуçăм, пуçăм! Мĕтри кум калашле, савăла савăлпах çапса кăлармалла пуль.

— Аппа! Аппа тетĕп! Пар-ха пĕр черкке «çуттине». Пĕрер курка сăра та тултар... — Э-э-э, илтмеççĕ. Çывăраççĕ пулас.

Пăртакран такам калаçнине илтетĕп. Ку Юрик пулĕ-ха, аппа мăнукĕ, халь çеç салтакран таврăннăскер.

— Юрик! Туп-ха кукамун пĕр кĕленчине, пуçран çав шуйттан çурисене хăвăртрах тĕтĕрсе кăларса ярам. Иртĕхсех кайрĕç вет... Юрик! Юрик тетĕп. Мĕншĕн чĕнместĕн?

— Эсĕ палкама чарăнатăн-и кĕçĕр, çук-и? — илтĕнчĕ сылтăмран палламан арçын сасси.

— Унăн тепĕр хут ваннăра сивĕ шывпа чӳхенес килет пулас, —хуравларĕ тепри сулахай енчен.

— Çук, вăл ула çĕлĕк пырса тăхăнтарасса кĕтет, — упа сассипе хирĕçлерĕ виççĕмĕшĕ пуç вĕçĕнчен. — Çывăр, сĕлеке!

Шăла шăтăртаттарсах çыртрăм, чышкăсене тимĕре лапчăтмаллах чăмăртарăм. Мĕнле йытă çурисем аппапа йысна патĕнче ман çине вĕрме хăюлăх çитереççĕ-ха?

— Кама кунта чышкă ăшĕнчен хĕвел кăларса кăтартмалла? Камăн самантрах чӳречерен тухса сирпĕнес килет?! — хаяррăн кăшкăрса ятăм та кравать çинчен сиксе антăм.

Çак вăхăтра лампăсем çуталса кайрĕç те, пӳлĕме милици тумĕ тăхăннă икĕ йĕкĕт кĕрсе тăчĕç.

— Гражданин Кураков, çаплах лăпланмастăр пулсан, сире тепĕр хут сивĕ пӳлĕме вырнаçтаратпăр, — терĕ яштака пӳллĕ милици лейтенанчĕ.

Çук, ку йăрăс каччă пачах шӳтлесе калаçмасть. Йĕри-тавра пăхса илтĕм те тĕлĕнсех кайрăм: турăсем çывăрнă вăхăтра шуйттансем мана хĕтĕртсе, аташтарса янине туйса илтĕм. Кунта нимĕнле аппа та, йысна та çук. Тем тесен те эпĕ — урăлтаракан çуртра.

Лейтенанта хирĕç чĕнме сăмах тупăнмарĕ. Кравать çине йăвантăм та утиялпа пуç çинченех витĕнтĕм. Ох, пу-çăм!.. Епле-ха эпĕ ку кермене шыраса тупнă?

Асаилӳсен çăмхине сӳте-сӳте, хама автобус çине чышкаласа кĕртсе янине астуса илтĕм: вырăн çуккипе эпĕ хам чăматанах утланса лартăм. Ура çинче тăрса пыма вăй юлманччĕ... Малалла мĕн пулса иртнине мăйран мăка пăчкăпа кассан та астумастăп. Миçе хут сӳтсе чĕркесен те, çак тĕле çитсен, çăмха çилпи татăлать. Ох, пуçăм! Ирччен епле тӳссе ирттерем-ши?

Кĕске калаçуран çакна пĕлтĕм: эпĕ чугун çул вокзалĕ хыçĕнче пĕлми ӳсĕр выртнă, кунта мана милици сотрудникĕсем илсе килнĕ, çийĕмри тумтирсĕр пуçне, çумра урăх нимĕн те пулман.

— Д-а-а, эсир чăн-чăн мыскараçă, — терĕ милици полковникĕ, — çавăн чухлĕ укçа-тенкĕпе çул çине тухатăр та, шыв курман вăкăр пек, лакса тултаратăр... Ăçта шырамаллине те пĕлместпĕр, укçупа япалусене тупасса та шантараймастпăр, — пуçне пăркаласа, сăмахне вĕçлерĕ вăл.

Укçи те хамăн марччĕ: тăван-пĕтенсемпе кӳршĕ-аршăсем хуларан япаласем илсе кайма панăччĕ... Çийĕнчен тата, ĕçкĕпе супса, обществăллă вырăнсенче йĕркене пăсса çӳренĕшĕн, хама милици машини çине сĕтĕрсе кĕртнĕ чухне усал сăмахсемпе харкашнăшăн алла кĕреçе тыттарчĕç те 15 талăка хăйсем патĕнчех «хăнара» хăварчĕç.

Эх, пуçăм!..

Тавтапуç сире, Сахъе кумапа Мĕтри кум, аслă çул çине тухсах çул курки сыптарса ăсатнăшăн. Тавтапуç!

Çавăн пекех пăхăр

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: