Туслăх çинчен


"Туслăха тусан ан пустăр", - тенĕ сумлă ватăсем, ăслă шурă сухалсем. Самана улшăннăçемĕн, йăласем хавшанăçемĕн çынпа çын хутшăнасси, пĕрне-пĕри картасси, шел те, пурнăçра пырать йăларан тухса. Халĕ çынсен хушшинче: «Çĕр чухăн тус пуличчен, пултăр çĕр сум сан çумра», - текен каларăш вăйра. Чăннипех те ку çапла, укçа Турри халь сумра. Кĕсйӳ хулăм пулсассăн, мулу тулсах тăрсассăн - эсĕ шанчăклă юлташ, хальхи куншăн саманташ.

Çак шухăша пурнăçра чăнлăх евĕр йышăнма тĕрлĕ-тĕрлĕ майпала пусахласах сĕнеççĕ, куç пăвăртса хистеççĕ. Хавха тухрĕ пулсассăн пĕр витĕмсĕр çухалмасть, хăй тĕллевне çитмесĕр тамаланса лăпланмасть. Нумайăшĕ майĕпен, сисмесĕрех темелле, эй пĕсмелле-чĕмере, çав йăлана йышăнать, хăйĕн тусне-тăванне пурлăх шайне палăртса виçме-картма тытăнать.

Анчах кун-çул урапи ялан кусмасть тӳр çулпа, хăш чух унта тĕл пулать тĕрлĕ-тĕрлĕ сакăлта. Сакăлтана лексенех, çĕнĕ "туссем" çитсенех хайхи-майхи апăрша мăнтăрĕпе мухтанса пăрахăçа кăларнă ĕлĕкхи тусĕсене кăларать куçĕ умне, хăйне нушаран çăлма тилмĕрет вĕсене. Укçа вăйра пулсан та, чăн-чăн туслăх умĕнче пур-пĕр юлать хыçала, мĕншĕн тесен туслăха илейместĕн укçалла.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: