Сурăхсем
Пĕр ир Шăши шăтăкран тухнă та
Чупкаласа çӳрет сулхăнта.
Ăна курах каять кĕтӳри ват Сурăх.
— Хӳри çине пус, ан кăшкăр урăх! —
Тесе кун патне чупаççĕ лешĕсем.
Ват Сурăх Шăшине вĕçертсе ямарĕ,
Акă кĕтӳ пăлханма пуçларĕ.
Пурте Шăши курма чупаççĕ,
Тĕрткеленеççĕ, пĕр-пĕрне чышаççĕ.
— Хуллен! — тет ват Сурăх.
— Ма пит тăрăнатăр?
Ан тĕртĕр мана, Шăшине тартатăр!
— Пучах касаканни мар-и ку? Пăхăр-ха! —
Тет пĕри.
— Çавă, çавă! — тет тепри. —
Çак ĕнтĕ картари выльăха
Пучахсăр улăм çитерет,
Вăл темле сăтăр тума та ĕлкĕрет.
Çавăншăн ăна
Хĕнес пулать кăна!..
Пурте килĕшеççĕ унпала.
Тилĕ тус килсе тухать, калать:
— Тăвансем! — тет йăвашшăн, —
Итлĕр, эп сире çакна каласшăн:
Йывăр ĕç мар вăл Шăшине хĕнесси,
Анчах кама пулĕ-ха ун усси?
Шăшине ăса кӳртеймĕр хĕнесе,
Улăмпа хăварăр çеç витсе...
Лешсем чупсах ĕçле пуçлаççĕ,
Шăши çине купаланă улăмне
Хăш-пĕрисем хăпарса та таптаççĕ,
Те вĕлересех теççĕ Шăшине?
— Çитĕ! — тет Мăкла Така. — Урăх ан йăтăр!
Кун чул улăм йăтма Шăшин хевти çук!..
Уçса пăхаççĕ — Шăши çук.
Шухăшсем
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...
What if your website chuvash...
Get more leads for your chuvash...
Vexing https://www...
Annoying https://www...
Every day, websites like chuvash....
I've recently started using https://ele...