Айхал шывĕ
Надя куçне уçрĕ… Йĕри тавра шăп. Сехет шаккани кăна илтĕнет. Шак-шак-шак! шаккать вăл. Хăй йĕрĕпе чупать. Надя хăвăрт тумланчĕ те урама чупса тухрĕ. Урамра — сывласа тăранмалла мар уçă сывлăш, илем, ирхи сывлăм. Ăçта унта ура тăхăнма — çара уран. Пахчари йывăç çулçисем тăрăх сывлăм пĕрчĕн — пĕрчĕн пĕр-пĕрин çине ӳкет. Надя кунта татах та тăрĕччĕ пулĕ те, анчах ăна амăшĕ чĕнсе илчĕ. Вĕсем иккĕшĕ пĕрле пӳрте кĕчĕç. Часах курмаççĕ çав амăшĕпе хĕрĕ пĕр-пĕрне. Калаçмалли те нумай, вăхăчĕ вара…
Вăл хăй йĕрĕпе чупать. Анчах Надя пиллĕкмĕш класра вĕренетчĕ. Ăна вăл паянхи пек астăвать. Нина Александровна пурне те класра пухрĕ те похода каясси çинчен пĕлтерчĕ.
Тепĕр кунне ачасем тăхăр сехет çитиччен шкул умĕнче пуçтарăнчĕç. Çирĕммĕшĕ те кунта. Вовăпа Ваня мечĕксем илнĕ. Даша, тенисла выляма юратаканскер, ракеткăсем рюкзака чикнĕ. Дима палаткă та илнĕ.
— Пурте çитрĕç пулĕ. Сывлăх сунатăп, ачасем, — терĕ Нина Александровна.
— Пурте , — хуравларĕç ачасем.
— Ачасем, эпир паян канма Айхал шывĕ хĕрне каятпăр. Пурте килĕшетпĕр-и ? — ыйтрĕ учитель.
Хирĕç хуравлакан пулмарĕ. Хирĕçлеме тата — унта шыва кĕме пулать вĕт-ха. Çапла вара пуçтарăнса вĕсем Айхал еннелле утрĕç. Çитсенех Нина Александровна шыв хĕрринче мĕнле тытмаллине аса илтерчĕ. Эпир кăштах канса илтĕмĕр. Арçын ачасем лармалли вырăнсем хатĕрлерĕç, хĕр ачасем вара сĕтел çине мĕн пуррине лартрĕç. Апатланма кунта питĕ аван. Çут çанталăкра пур апат-çимĕç те тутлă. Анчах ачасем сĕтел хушшинче нумай лармарĕç, выляма тухрĕç. Мечĕксем илни аван пулчĕ, арçын ачасем футболла выляма кайрĕç. Хĕр ачасем те вĕсенчен юлмарĕç. Нина Александровна та пĕрле.
Эх, мĕнле аван иккен пĕрле выляма. Мĕнле савăнăç, кулă, çуйхашу! Те хĕвелĕ хĕртнĕрен, те чупнăран шăрăх пула пуçларĕ. Нина Александровна шыва кĕресси çинчен каларĕ. Ачасем вара çакна кăна кĕтнĕ тейĕн — шыв патне чупсах кайрĕç. Айхал шывĕ ку вырăнта тарăнах маар, вырăнăн-вырăнăн кăна пилĕк таран. Шывĕ тăрă, çап-çутă йăлтăртатать. Эх, çуйхашрĕç те вĕсем!
Тепĕр хут апата ларсан пĕр ачи çапла ыйту пачĕ:
— Нина Александровна, çак шыва мĕншĕн Айхал ят панă?
— Ачасем, эсир асăрханă та пулĕ ĕнтĕ, Айхал çырми Атнар ялĕн пĕр урамĕпе юхса выртать. Ĕлĕк вăл лупашка пек вырăн пулнă, урапана та туртса каçса çӳренĕ. Пĕр тăлăх хĕрарăм яланах çуллахи вăхăтра хĕле валли инçех мар вăрмантан типĕ хăрăк вутă-шанкă пуçтарнă. Вĕренпе çыхса çурăмĕ çине хурса йăтса килнĕ. Йывăр пулнипе ывăнса çитнĕ. Çак лупашка урлă каçнă чух кашнинчех: «Ай, хал пĕтсе çитрĕ!» — тенĕ те, хăрăк шанкă çĕклемне кунтах пăрахса канма ларнă. Çакăн хыççăн ку лупашкана Айхал теме пуçланă. Пурăннăçемĕн лупашка сарăлса, тарăнланса пынă. Уйрăмах çуркунне, шыв çыран хĕррине çулсерен ишĕлтернĕ. Çапла лупашкаран çырма пулса тăнă. Ячĕ вара çаплипех юлнă. Малтанхи çулсенче, чăн та, çуллахи типĕ кунсенче шывĕ типсе ларнă вăхăтра, чăхă та каçма пултарнă. Халĕ çырма тарăнлансах пырать. Ытла сарăлса каясран çынсем Айхал хĕррипе йăмрасем лартаççĕ.
Ачасем вĕрентекене тимлĕ итлерĕç. Вăхăчĕ те хăвăрт шурĕ çав кун, сисеймерĕç — киле каймалла. Эх, епле асамлă вăхăт. Тепĕр хут ăна тавăрсан-и?
Надьăн каймалли вăхăчĕ те çитрĕ. Вĕсем амăшĕпе пĕрле пуçтарăнчĕç, автобус чарăнăвĕ еннелле утрĕç.
Акă Айхал шывĕ урлă каçрĕç. Епле çап-çутă унăн шывĕ, вăрах шăнкăртатса юхать. Надя унпа сывпуллашрĕ те малалла утрĕ.
Халапĕ
Айхал çырми Атнар ялĕн пĕр урамĕпе юхса выртать. Ĕлĕк вăл лупашка пек вырăн пулнă, урапана та туртса каçса çӳренĕ. Пĕр тăлăх хĕрарăм яланах çуллахи вăхăтра хĕле валли инçех мар вăрмантан типĕ хăрăк вутă- шанкă пуçтарнă. Вĕренпе çыхса çурăмĕ çине хурса йăтса килнĕ. Йывăр пулнипе ывăнса çитнĕ. Çак лупашка урлă каçнă чух кашнинчех: «Ай, хал пĕтсе çитрĕ!» — тенĕ те, хăрăк шанкă çĕклемне кунтах пăрахса канма ларнă. Çакăн хыççăн ку лупашкана Айхал (вырăсла Айхол) теме пуçланă. Пурăннăçемĕн лупашка сарăлса, тарăнланса пынă. Уйрăмах çуркунне, шыв çыран хĕррине çулсерен ишĕлтернĕ. Çапла лупашкаран çырма пулса тăнă. Ячĕ вара çаплипех юлнă. Малтанхи çулсенче, чăн та, çуллахи типĕ кунсенче шывĕ типсе ларнă вăхăтра, чăхă та каçма пултарнă. Халĕ çырма тарăнлансах пырать. Ытла сарăлса каясран çынсем Айхал хĕррипе йăмрасем лартаççĕ.
Халап çалкуçĕ: Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Атнар ялĕнче 1941 çулта çуралнă (68 çулта) Лаврентьева Елена Дмитриевнăран 2009 çулта çырса илнĕ.
Admin (2009-11-12 10:02:01):
Хайлав пуçламăшне вуласан — вырăн пама юрăхли пулĕ терĕм. Шел, кайран пултарулăхĕ тарнă :) Вăхăта пăтраштарма пуçланă — иртни, хальхи...
Калавăн пайĕсем те пĕр-пĕринпе япăх çыпăçаççĕ. Кăштах тăрăшсан — якатсан ĕнтĕ, чаплă хайлав та тума пулĕччĕ. Тăрăшман пулĕ çав...
Наталия (2009-11-12 18:24:03):
Ленăн хайлавне вуланă чух тĕлĕнмелле илемлĕ çĕрте пулнă пекех туйăнчĕ. Маттур!
Нина Владимировна (2009-11-12 18:27:50):
Ку калава вуласан ачалăх аса килчĕ. Лена, кашнин хăйĕн шухăшĕ. Эсĕ çырни вара мана питĕ килĕшрĕ. Маттур!!!
инçет (2009-11-29 19:23:10):
Тăрăшни сисĕнет, анчах та якатса çитерес тесе тăрăшман.