Çурхи юрă


Сивви çухалчĕ ĕнтĕ мартăн,

Паян тулта — çурхи тĕнче.

Кун пек чухне камах-ха лартăр

Ниçта тухмасăр пӳртĕнче?

 

Кун пек чухне чи ырă юррăм

Ăшран тухать те ĕрĕхет.

Мухтав сана, хавас кун-çулăм,

Кăтартрăн чăн-чăн ирĕке.

 

Çурхи кун пек халь пурнăç пирĕн

Ешерчĕ тулăх çĕр çинче.

Хĕвел шевли, çап-çутă ирĕ

Çиçет çынсенĕн чĕринче.

Çавăн пекех пăхăр

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


8 906 3766094 (2018-05-06 01:57:42):

Хаваслă çырма пĕлнĕ те, тăрăшнă та Аслă Пиччемĕр! Санран вĕренмеллисем нумай пуль-ха. Вулама тăрăшăп. Ыр вырăнта çывăр, Чăваш халăхĕн Патриотчĕ, Шанчăклă салтакĕ!!!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Agabazar (2018-05-09 20:53:15):

Сăвă культури çӳллĕ шайра чăвашăн.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: