Ваттисем çапла каланă


Ваттисем çапла каланă,

Аслисем çапла юрланă:

«Тул ани çинчи çума

Хăть хăçан та эс çумла».

Çакă юрра юрлакан

Ĕмĕрне те выç ларман.

 

Ваттисем çапла каланă,

Аслисем çапла юрланă:

«Сăхма тăран çĕлене

Юраман тет шеллеме».

Çакă юрра юрлакан

Нихăçан та ахлатман.

 

Ваттисем çапла каланă,

Вăйлисем çапла юрланă:

«Тытăр çапăр кашкăра —

Ырлăх пулĕ хăвăра».

Çакă юрра юрлакан

Ĕмĕрне те хур курман.

 

Эпир те çаплах калар-и,

Эпир те çаплах юрлар-и!

Аслă Совет çĕрĕнче,

Çут хĕвелĕн ăшшинче

Ĕмĕр-ĕмĕр савăнса

Пурăнар-и ыр курса.

 

1941-1945

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2009-09-09 19:22:09):

Юлашки куплечĕ темĕскерле сăвăн тĕп шухăшĕпе çыхăнусăр пек, ют пек. Виçĕ малтанхи куплечĕ — юрă евĕр, ку вара чип-чипер тум çинчи саплăк пек. :)

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: