Санпа эпирчченех çак çăлтăрсем çуталнă...


Санпа эпирчченех çак çăлтăрсем çуталнă,

Эпир сĕмленĕпĕр — çуталĕç çаплипех.

Анчах шанас пулать: çын çăлтăрпа çуралнă,

Ун куçĕ хупăнсан — пĕр çăлтăр сӳнетех.

 

Санпа эпирчченех шавланă çакă тинĕс,

Эпир шăпланăпăр — вăл шавлĕ çав-çавах.

Анчах шанас пулать: ăна илтетĕн тин эс,

Эгем чĕнми пулсан — пĕр хум чарать шава...

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Геннадий (2021-01-20 14:41:00):

Сăмах та çук , пит вăйлă , тахçан вуланă сăвă !

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Галина (2021-01-31 08:29:24):

Ун куçĕ хупăнсан — пĕр çăлтăр сӳнетех.

Сӳнмест пуль, ан сӳнтĕрччĕ манăн çăлтăрăм, ялкăштăр çаплипех ыттисене çул кăтартса.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: