Урнă кашкăр шăл хăйрать
Хура ăш-чиклĕ çынсем ал усса ларман. Çтаппан Иванч инкеклĕ туй хыççăн килне Михала пиччĕшне чĕнсе илнĕ. «Эсĕ çĕрле пулса иртнĕ юнлă ĕçсем çинчен пĕлетĕн-и?» — ыйтнă вăл Михаларан. «Пĕлтерчĕç...» — алăк урати урлă каçичченех систернĕ лешĕ. «Куçман тăшманĕсем ялта лăк туллиех тенине илтсеччĕ эпĕ. Чăнах-и ку?» Михала куçне хĕскелесе илнĕ: «Сахал мар тесе шутлатăп...» «Куçмана нумай çула хупса лартнă ĕнтĕ. Ĕçе татах та йывăрлатмалла. Куçма айăпĕ Укахвие те пырса лекмелле. Путакан çын улăм пĕрчинчен те пулин тытса çăлăнасшăн тет. Укахвие те çавнашкал «улăм пĕрчи» тупса памалла. Ан тив, упăшки туса хунă хăрушă инкеке кăштах та пулин сирсе яма тăрăштăр вăл. Следовательсем киличчен ку шухăша часрах çул парасчĕ...»
Çтаппан Иванч çирĕп шухăш тытнă: «Куçма çемйине ялтан кăларса яма май тупасчĕ. Мĕнле шутлатăн эсĕ?» Михала чылайччен чĕнмесĕр ларать. Унтан çапла каласа хурать: «Ку ĕçе йăпăр-япăр тума май килмĕ çав. Малтан ял общинин килĕшĕвĕ, кайран суд приговорĕ кирлĕ. Анчах пĕр япалана ăнланса илейместĕп эпĕ: çакнашкал пăтăрмахра мĕн усси тупăн эсĕ?» Çтаппан Иванч чеен кулкаласа илнĕ те юлашкинчен хăй шухăшне пĕлтернĕ: «Санран пытарса тăрасшăн мар эпĕ хамăн ĕмĕте. Манăн пуçра пĕр шухăш йăва çавăрма тытăннă-ха. Пĕлтĕр пысăк хур турĕ мана путсĕр Куçма. Çавăнпа ниепле каçару та пулма пултараймасть. Хăйне этап çулĕпе ăсатсан çемйине те ялтан кăларса ярасчĕ. Унăн çĕрне община урлă хам алла илес тетĕп. Çĕрĕ пĕчĕк мар. Ăна община урлă хам çине куçарсан манăн хуçалăх татах та пысăкланмалла. Виçĕ ят çĕре ял общининчен укçа тӳлесе илсен пайтах услам кĕрĕ ман алла. Çавăн çинчен шутласа пăх-ха?»
Михала çийĕнчех хурав туман. Кăштах ларсан вăл хăйĕн иккĕленĕвне пĕлтернĕ: «Шухăшу калама çук лайăх. Анчах мĕнле пурнăçламалла ăна? Мĕн тумалла малтан?» Çтаппан Иванч хуравне хăвăрт тупнă: «Чи малтан пĕтĕм яла Куçмапа унăн çемйине хирĕç тăратмалла. Вĕсен хутне кĕрекенсене тĕрмене хуптарассипе хăратмалла. Куçма арăмĕ эс килес умĕн çеç тухса кайрĕ. Вăл ваккат тытасшăн, эпĕ ăна Çĕрпĕве ятăм. Апăршан ĕç тухмарĕ. Ваккачĕ питĕ хаклă ыйтнă. Хамăр пĕлекен çынна ваккат туса ямалла. Хакĕ вара вăтăр тенкĕрен ытла пулмалла мар. Укахвие саккуна пăсакан çын вырăнне хурас. Упăшки хутне кĕрсе Праккана вĕлернĕ пуртта пытарнă тесе айăплама тăрăшас. Общинăн вара приговор айне ал пусасси çеç юлать».
Çакнашкал калаçу пулса иртнĕ Çтаппан Иванчпа Михаил Иванч хушшинче. Ĕç шалтан та шала кĕрсе пынă. Укахвие тата темле çынна Çĕрпĕве чĕннĕ. Хĕрарăм суд умĕн ваккат тытас тесе те çӳресе пăхнă. Ваккачĕ питĕ хаклă ыйтнăран пуçне уснă та пăрăнса кайнă.
Инкеклĕ кунсем Кузьминсен пурнăçне япăхлатсах янă. Ури ыратма пуçланă Мишша Шăхасан шкулне те каяйман. Ялти шкула çӳре пуçланă.
Кĕçех Пукрав кунĕ çитнĕ. Укахви патне хуняшшĕ килнĕ. «Пирĕн пата темле арçынпа хĕрарăм килчĕç. Сана чĕнме ячĕç. Кайрăмăр, Укахви», — тенĕ ĕшенчĕк Хĕветĕр старик. Укахви хуняшшĕ килĕнче Чуракассинчи тантăшне палласа илнĕ. Ваккат тупса парас шухăшпа килнĕ иккен вăл. Ку хĕрарăм Çтаппан Иванч янă çын пулнă. Кун пирки Укахви ниепле те тавçăрма пултарайман. Кĕçех ваккатпа паллашнă. «Кирек мĕнле ĕçшĕн те çирĕм пилĕк тенкĕ илетĕп. Вунă тенкĕ сататкă пултăр малтан», — тенĕ лешĕ. Анчах ăçтан тупмалла-ха çак укçана? «Эпĕ сана укçа паратăп, Укахви. Ăна эсĕ кирек хăш вăхăтра та тавăрса парăн. Эпĕ васкамастăп», — тенĕ хуняшшĕ. Ваккат хăй адресне те панă. Укахвин суда пыма чĕнекен хут илсенех çак ваккатпа курса калаçмалла пулнă. Килнелле утнă чухне хурал пӳрчĕ умĕнче çынсем пуçтарăннине асăрханă вăл. «Пуху пулать-ши вара?» — тĕлĕнсе утнă вăл. Михала теçетнике чĕнтерсе пуху ирттерме хушнă иккен. Ялти арçынсем хурал пӳрчĕ енне хыпаланса утнă. Куçма хурăнташĕсем сахал пулнă унта. Çичĕ-сакăр çынран ытлашши мар. Пухăннă халăх мĕнле ыйтăва сӳтсе явассине пĕлсех кайман. Нумайăшĕ хуçалăх çинчен сăмах тапратнă. Хурал пӳртне кĕçех вырăсла тумланнă хĕрарăм пырса кĕнĕ. Ял-йыш ăна халиччен курман. Михала, ку таранччен чĕнмесĕр ларнăскер, ĕçе тытăннă. Килнĕ çынран яла ăçтан, мĕн тума килнине тĕпчесе пĕлнĕ. Чи малтан палламан хĕрарăм чĕлхине салтса янă. Вăл пухури çынсене Укахвин тус-тантăшĕ тесе пĕлтернĕ. Унтан ваккат тытма пулăшни çинчен каласа панă. Арçынни хĕрарăм сăмахне çирĕплетсе хутран-ситрен пуçне сулкаланă. Укахви укçа панă-мĕн. Михала унăн аллинчи укçана туртса илнĕ. Пуху татăлнă пĕве пек шавлама тытăннă. Чи малтанах Михала хӳрешкисем кăшкăрашма тытăннă. «Çын вĕлерекене хӳтĕлеме ваккатсем те сĕтĕрĕнсе çӳреççĕ тата! Яла текех ура ярса пусаймĕ Куçма! Çемйине те кунтан кăларса ямалла! Пухăва арăмĕпе ачисене чĕнес. Ялтан кăларса яма приговор йышăнас!»
Çынсем улшăннăçемĕн улшăнса пынă. Кĕрт йыттисенех аса илтернĕ вĕсем. Шăв-шав, кăшкăрашу вăйланнă. «Урнă йытă Куçма тимĕр решеткеллĕ йăвине тупрĕ-ха. Унăн çурисенчен мĕн кĕтме пулать?! Ыррине кĕтме çуп вĕсенчен. Тасалччăр ялтан!» — хаяррăн кăшкăрнă Çтаппан Иванч майлисем.
Хăйсем патне теçетник чупса çитсен ырă мара сиссе Мишшапа Кури пĕр-пĕрин çумне тĕршĕнсе тăнă. Теçетник Укахвие пухăва пыма хытарса каласан Мишша çине урмăш куçпа пăхса илнĕ. «Мĕншĕн пухăва чĕнеççĕ пире? Каласа пар, анне?» — ыйтнă Мишша. «Нимĕн те пĕлместĕп, ывăлăм», — хуравланă амăшĕ...
Кĕçех вĕсем хурал пӳртне çитнĕ. Укахвин Хĕветĕр хуняшшĕ те кунтах пулнă. «Эсĕ çын вĕлернĕ упăшкун айăпне сирсе ярасшăн! Унăн юнлă аллине çуса тасатасшăн! Ваккат шыраса çӳретĕн тата! Ял халăхĕ умĕнче намăс-симĕс пур-и санăн?! Э? Мĕн çăварна шыв сыпнă пек чĕнмесĕр тăратăн?! Э? У-ух!» — кăшкăрса янă Михаил Иванч. «Хам ачасен ашшĕне епле шеллес мар-ха? Ачасем тăлăха тăрса юлчĕç-çке-ĕ!» — эрленсе макăрнă Укахви. Михаил Иванч сĕтел хушшинчен кĕрĕс-мерĕс сиксе тăнă та хĕрарăма пĕтĕм вăйне пухса çапнă. Укахви йынăшса сĕтел çине ӳкнĕ. Хĕветĕр кинĕн хутне кĕресшĕн пулнă. Ăна та хĕнесе-таптаса пĕтернĕ. Мишшапа шăллĕ кăшкăрса макăрма, урисемпе тапăртатма тытăннă. Вĕсене курайман Çеркей, Куçма хурăнташĕ пулсан та, ачасене çухависенчен ярса тытнă та ĕнсе чикки пара-пара алăкран кăларса пенĕ.
Хурал пӳртĕнчи ĕç-пуç малалла çапла пулса иртнĕ. Малтан Михаил Иванч хăйĕн эртелĕпе пухăнса çырнă суя приговора вуласа панă. Хут пĕлекен çынсене приговор айне алă пустарса çӳренĕ. Çак элеклĕ хут çине шăп та лăп çирĕм виçĕ çын алă пуснă. Ыттисем, хутла пĕлменскерсем, пӳрнисене чернилпа вараласа çеç паллă тукаланă. Килне кăн-кăвак пит-куçпа таврăннă Укахви пулни-иртнине йĕре-йĕре каласа панă: «Аçупа пĕрле пире те таçта яраççĕ», — тенĕ вăл шăппăн.
Сехре хăпнипе анраса кайнăскерсем, Мишшапа Кури аран-аран çывăрма выртнă. Ир енне çеç ыйхă ытамне кĕрсе ӳкнĕ. Анчах амăшĕ пырса вăратнă: «Тăрăр, ачасем. Шкула кайма вăхăт çитрĕ».
«Эпир шкула каймастпăр, — пат татса каланă Мишша. — Пире ялтан кăларса яраççĕ пулсан мĕншĕн шкула сĕтĕрĕнсе каймалла вара? Ахаль те ял кулли, çын мăшкăлĕ пултăмăр. Пирĕн хисеп çухалчĕ».
Тăваттăмĕш кун учитель килсе çитнĕ. «Мĕншĕн шкула çӳреместĕр эсир?» — ыйтнă вăл лăпкă сасăпа. Мишша хăйĕннех пенĕ: «Пирĕн мĕн тума шкула каймалла, Герасим Арсентьевич? Тĕплĕн шухăшласа пăхăр-ха, пире ялтан кăларса яраççĕ пулсан вĕренесси пирки сăмах та пулма пултараймасть». Герасим Арсентьевич Мишша çине кăмăлсăррăн пăхса илнĕ: «Ку хыпара хăв шухăшласа кăлартăн-и е аннӳ каларĕ? Хăрама кирлĕ мар. Приговор айне ял çыннисем çеç алă пуснă. Хăшне-пĕрне пусмăрласа ал пустарнă тата. Ку приговор — суя хут татки çеç. Ăна йышăнмаççĕ. Пĕтĕм община килĕшмесĕр ялтан кăларса яма нимĕнле сăлтав та çук. Вĕренме ан пăрахăр. Хальхи саманара çивĕч ăс-халсăр пурăнма çăмăл мар. Çакна шута илĕр те ыран иксĕр те шкула пырăр...»
Тепĕр кун ачасем сӳрĕк кăмăлпа шкула кайнă. Учитель калани тӳрре тухнă. Приговор саккунлă мар тесе суд ăна йышăнман. Пĕтĕм общинăри арçынсене алă пустарса çĕнĕрен приговор çырасси хăш-пĕриншĕн хура та намăс ĕç пек туйăннă пулас. Кузьминсен çемйине ялтан кăларса ярас тесе шавлани хуллен-хуллен лăпланса пынă.
* * *
Малтанхи приговора çырнă кун темле майпа Куçман иккĕмĕш сыпăкри шăллĕ Ваççа Касаккассинчи пухăва лекнĕ. Ăна Малтикасри пĕр ытлăн-çитлĕн пурăнакан çемьене усрава панă пулнă. Вăр-вар та йăрăскер, пуху хыççăн темиçе кунтан вăл Малтикасри пуян Çтенкки патне пырса тухать. Вăрманта вутă хатĕрленĕшĕн укçа илме ĕмĕтленнĕ мар-и? Çтенккин икĕ лаша, икĕ плуг пулнă, ятарласа ямшăк тытнă. Ваççа пынă чухне Çтенкки патĕнче темле ют çын ларнă. Кил хуçи ăна сим пылпа хăналанă. Ваççана та тараватлăн кĕтсе илнĕ. Ваççа Çтенккие эрне каялла Касаккассинче пулса иртнĕ тăрлавсăр пуху çинчен каласа парать. Хуçа чăтса тăраймасть: «Касаккассисем тилпĕрен çимен пулĕ те? Куçма çемйи вĕсене мĕнпе кансĕрленĕ вара?» — тет. Ваççа хăй сăмахне çапла çавăрттарса каласа хурать: «Ĕç кунта Куçма çемйинче мар. Пĕлтĕр Куçма ертсе пынипе касаккассисем Çтаппан Иванч ют çынсен çĕрĕсене хапсăнма тытăннăшăн çав тери тарăхса калаçнăччĕ. Халĕ çавăншăн Куçма çемйине тавăрасшăн вăл. Ялтан хăваласа кăларса унăн çĕрне община урлă туртса илме хатĕрленет. Акă ăçта тĕп сăлтавĕ!» Тимлĕн итлесе ларакан Çтенкки чăтса тăраймасть вара: «Акă мĕнле! Вĕреннĕ çынсем те ют çын инкекĕпе усă курса юласшăн. Шутсăр чее иккен! Хăйсен пурлăхне ӳстерессишĕн шуйттанпа та килĕшӳ тума хатĕр. Çӳлти Турра манса кайрĕç. Юрать, юрать, Ваççа. Хыпарушăн тав сана!..»
Тăрлавсăр пухăвăн тĕп тĕллевĕ çинчен кĕçех пĕтĕм ял халăхĕ пĕлнĕ. Кузьминсен çемйине мĕнле сăлтавпа ялтан кăларса яма хăтланни вара халăха чăннипех те тарăхтарса янă. Карма çăварсем шăпланнă. Виçĕ касăн пĕрлехи пухăвне ирттерме ял старостипе калаçса татăлсан теçетниксем килтен киле çӳресе çынсене хурал пӳртне йыхăрнă. Анчах малтикассем хăйсен пухăвне маларах ирттерсе ĕлкĕрнĕ. Пухăва пуян Çтенкки те пынă: «Касаккасси пухăвне те кайса тăнлăпăр. Пире мĕн ĕçпе чĕннине пĕлĕпĕр. Анчах çак телейсĕр çемье пирки каллех ултавлă хут çырса алă пустарма тытăнсан çаврăнатпăр та утатпăр», — тенĕ вăл. Ăшĕнче вара пачах урăхла сасă çухăрашнă: «Касаккасси пуянĕсене хамран иртсе кайма ирĕк парас-и?! Кукиш! Кайран ман çине те утланса ларĕç вĕсем. Тилхепене çирĕпрех тытас пулать...»
Касаккассине пынă çынсем икĕ ушкăна пайланса кайнă. Пухăва уйпуçсем, малтикассем кĕпĕрленсе çитнĕ. Пуян Çтенкки мала тухнă та ӳсĕркеленçи туса касаккассисен еннелле çаврăнса тăнă: «Мĕн пирки чĕнтĕр пире? — ыйтнă вăл нимĕн те пĕлмен çынла. — Хăпăл-хапăл тумалли ĕç тупăнчĕ-и?!» Пухура ларакансем нимĕн те шарламан. Çтенкки ыйтăвне старостăн хуравламалла пулнă, анчах вăл халăх хушшинче курăнман. Ун вырăнне Михала хуравланă: «Ку, Çтенкки пичче, пирĕн ялăн çеç мар, пĕтĕм община ĕçĕ. Куçман пĕтĕм йăхĕнчен тасаласшăн эпир. Урнă кашкăр çурисенчен ырă кашкăрсем пулас çук. Çакна шута илсе пухăнтăмăр кунта. Куçма йăхĕн шăрши-марши те ан пултăр ялта, хисеплĕ Константин Афанасьевич...» Пуян Çтенкки çухалса кайман: «Куçман ят çĕрне Çтаппан шăллуна парасшăн ĕнтĕ эсĕ. Аван шухăш. Куншăн Куçман çемйине шуйттан тамăкне те ăсатма пулать. Пуçу сехет пекех тĕрĕс ĕçлет иккен, Михаил Иванч. Хăв çапла шутлатăн пулас, анчах сан сехетӳ пăсăлнă. Йĕппи çур талăк малта пырать, тӳрлет ăна, тăванăм...»
Çтенкки сăмахĕсем Михалана пуçран чукмарпа çапнă пек анратса янă. Унăн питне кĕл тĕсĕ çапнă, тути сиккелесе илнĕ, куçĕ чарăлса кайнă. Çтенкки хăй сăмахне малалла шутарнă: «Ăсчах тесе шутлатăр хăвăра. Ăсчах мар эсир, тăранман хырăмсем. Çын инкекĕпе те пуясшăн. Капла май килмест. Куçма çемйи нимĕнле усал ĕç те туман. Эсĕ унăн ачисене «урнă кашкăр çурисем» терĕн. Хăв та кашкăр пек асав шăллă-çке эсĕ. Çавăнпа та эпир каялла каятпăр...»
Çтенкки сăмахĕсем çынсене сивĕ шывпа сапнă пекех урăлтарса янă. Сăлтавсăр тарăху кăварĕ сӳнсе ларнă, карма çăварсем вара çынсен куçĕнчен тӳррĕн пăхма та шикленнĕ. Пуян Çтенккин çамкаран çапакан сăмахĕсем хыççăн халăх шăпăрт ларнă. Анчах ку нумая тăсăлман. Чи малтан малтикассем вырăнтан хускалнă, вĕсем хыççăн — уйпуçсем. Çапла пăчланса ларнă киревсĕр шухăш. Пушă хурал пӳртĕнче сивĕ шăплăх çеç леш тĕнчерен килнĕ виле çын ĕмĕлки пек кумса çӳренĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...
Чăваш чĕлхинче сăмахсĕне хисеп тĕлĕшпе м...
I saw that your chuvash...
I recently used this site to lay one's h...