Тăван ялăм – Хурамалăн истори çулĕпе


Эпĕ çуралнă çĕр-шывăм — вăл Чăваш ен, Йĕпреç, Хурамал! Хурамал ятлă ялта эп çуралса ӳснĕ, пуçламăшпа вăтам шкул пĕтернĕ, кунтах тăван кил, тăван атте-анне. Ял çĕрĕ нумай курнă: ыйтса пĕлесчĕ, анчах шыв нумай юхса кайнă — чылайăшне пĕлмесĕр юлтăмăр, мĕн ыйтса пĕлнине вара хут çине çырса хурам.

 

Истори çулĕпе

Эпĕ çуралнă район çĕрĕ — вăрманлă. Ĕненес те килмест, анчах та XIV–XVI-мĕш ĕмĕрсенче Йĕпреç çĕрне «тискер уй» е «пăрахăçланă çĕр» тесе каланă. Мĕншĕн тесен çак çĕре Ылтăн Уртапа Хусан ханлăхĕн вăхăтĕнче кăнтăртан куçса килекенсем çаратса хăварнă пулнă.

XVI–мĕш ĕмĕр варринче тата XVII–мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче çеç Йĕпреç районĕн çĕрне вырнаçма халăх куçса килнĕ тени тĕрĕсех мар, мĕншĕн тесен ял халăхĕ каланă тăрăх çурт-йĕр никĕсĕсем чавнă чухне çынсен вил тăприсем тупăннă. Вĕсемпе пĕрле шăрçасем, тенкесем, шĕшле, савăт-сапа, ĕç хатĕрĕсем пĕрре мар тупăннă. 1982-мĕш çулта чĕресрен питĕ вăйлă çумăр çуса иртнĕ хыççăн ĕлĕкхи масар вырăнĕнчи çĕре çурса кайнă вырăнта ик тĕлте çын шăмĕсене тупнă: пĕринче — ик ачан, тепĕр çĕр метртан пысăк çынăн шăм-шакки. Çав вырăнта ĕлĕкхи масар пулнă. Çавăнпа та ял пуçланса кайни маларах çулсене шутламалла пуль тесе шутлатăп. Масар сарлакăшĕ 150 метр, вăрăмĕшĕ 200-тен кая мар. Ку вара çак ялта малтан питĕ нумай халăх пурăннине пĕлтерет.

Чăваш енĕ Раççейпе пĕрлешнĕ хыççăн (1551-мĕш çулта) чăваш çĕрĕсене Раççей патши православи тĕнне вăйлатма Хурамалта чиркӳ лартаççĕ. Ăна ĕлĕкхи масар вырăнне лартнă та.

Куçса килекенсем шыв хĕррисене вырнаçма тăрăшнă. Пĕрремĕшсем Хум юханшывĕ тăрăх вырнаçма пуçланă, иккĕмĕшсем Кĕтне юханшывĕ, виççĕмĕшсем — Кушлауш тăрăхĕнче вырнаçнă.

Манăн тăван ял урлă пĕчĕк юханшыв юхса выртать. Вăл Елĕп ятлă. Вăл Хум шывне юхса кĕрет.

Ялти ват çынсем каланă тăрăх ĕлĕк пирĕн пĕчĕк шыв пысăк та сарлакан юхса выртнă. Унта çынсем пулă та нумай тытнă, Елĕп çинче арманĕ те ĕçленĕ, шыв хĕрринче мунчине те хутса кĕнĕ. Халĕ вара çак юханшыв урлă вырăн-вырăн утса каçма пулать!

 

Мĕншĕн ман ял Хурамал ятлă.

Пĕрисем Шупашкар районĕнчи Хурамал ятлă ялтан çынсем килсе пуçарса янă тесе шутлаççĕ те. Теприсем пирĕн тăрăхра малтан та хурама йывăç нумай ӳснĕ, куçса килекенсем çавна пула яла Хурамал ят пама пултарнă тесе калаççĕ. Ялăн малтан ик ят пулнă тесе те калакансем пур. Тихонов Василий Куприянович ăна ялти чиркӳ ячĕпе çыхăнтарса ăнлантарса калать. Хурамал е Богородица ялĕ тенĕ тет.

Тен, пирĕн тăрăхра тата та ĕлĕкхи çынсем те пурăннă. Пирĕн ял çывăхĕнче пысăк сăрт пур. Çулсерен çĕре сухаланă пирки вăл пĕчĕкленсе пырать. Халăх ăна «Улăп тăпри» тесе калать. Вăл археологи палăкĕ шутланса тăрать (II-I-мĕш пинлĕх пирĕн ĕмĕрччен). Шел, ăна археологи тĕпчевĕ туман. Ун çинчен эпĕ халап илтнĕ. Пĕррехинче, пĕчĕк чух, аттепе кĕтӳ кĕтме кайрăмăр. Пысăк сăрт патне тухрăмăр. Акă мĕн каласа пачĕ ун çинчен мана атте.

Ĕлĕк-авал Улăп çак вырăнтан иртсе пынă тет. Ывăннипе ларса канма шут тытать тет. Çăпатине тăпра тулнă тет. Вара вăл ăна çĕр çине силлесе хăварать. Каннă хыççăн Улăп хăй çулĕпе малалла каять тет. Курăнать, питĕ пысăк улăп пулнă вăл, ун хыççăн питĕ пысăк та сарлака сăрт тăрса юлнă.

Улăп тăприрен çурçĕр енче инçех те мар Киремет йывăççи ӳсет. Вăл, тĕлĕнмелле те, хурама йывăççи! Пĕр вăхăтра (XX-мĕш ĕмĕр вĕçĕнче) çак йывăç хăрса ларчĕ. Юлашки вăхăтра пĕчĕк хурама çĕнĕ хунав кăларса вăйланса ӳсме пуçларĕ.

 

Хурамал урамĕсем

Малтан ялсенче тӳрĕ урамсем пулман, пĕр пысăк пушă вырăна тăван-таврашсем йышăннă. Хăш-пĕр çĕртре 5-6 кил, тепринче – 20-30. Вĕсене касă, тӳпе, пускил тенĕ. Çурчĕсем йăва ăшĕнче пек çаврăнса вырнаçнă. Çак çаврара кӳршĕсем пĕрле ĕçленĕ, пĕрле çинĕ, ĕçнĕ. Хурамал çемьинче вăтамра 6-8 çын пулнă. Пускилсем хушшинчи çулĕ е çăл патне, е ял вĕçне илсе тухнă. Хурамалта 20 яхăн пускил пулнă, кашнинче 5-25 хуçалăх. Хурамал ялне 1867-мĕш çулти картă тăрăх çакăн пек курнă (карты-описания дач селений). «Йăвисем хăйĕн пысăкĕшĕпе те, формипе те пĕр пек мар. Урамĕсем кукăр, хăш чух чăрмавлă. Çурчĕсем пускил айккипе çавра, сăнчăр евĕр вырнаçнă. Çавăнтах е пускил варринче хуçалăхсем тата пахчасем çавăрнă. Ял айккипе те пахчасем, хăмла пахчисем тата выльăх тăмалли вырăнсем тăсăлса вырнаçнă. Хăш-пĕр вырăнсенче пĕвесем тунă.»

1870-1890-мĕш çулсенче çеç урамсене урăхларах йĕркелеме пуçланă. Хурамалта тӳрĕ урамсем XX-мĕш ĕмĕрте кĕреççĕ, ик урамра пĕр çеç шыв ăсмалли пус килнĕ.

 

Хурамал вулăсĕ

Пирĕн ялта вулăс кантурĕ тăнă. Хурамал вулăсне çак ялсем кĕнĕ: Асанкасси, Эпеç, Вăтăел, Кĕлĕмкасси, Анатри Клешкасси, Тури Клешкасси, Туçа, Хурамал, Пучинке, Çирикли, Хумри Ишек, Чăрăшкасси. Хурамал ӳсĕмĕ пысăкланса пынă: 1864-мĕш çулта кил шучĕ 153 пулнă, 1904-мĕш çулта - 316, 1995-мĕш çулта - 500, 2009- мĕшĕнче 600 киле яхăн шутланса тăрать. Малтанхи вăхăтсенче пекех Хурамал халĕ те пысăк ял шутланса тăрать! Вулăс кантурĕ çурчĕ вырăнĕпе юнашар ман пиччен çурчĕ ларать. Асатте Куприян Родионович кантур картишĕнче хупса хумалли тĕрме те пулнă тесе каласа паратчĕ. Кам саккуна пăснă, çавна вăхăтлăха хупса хунă тетчĕ. Вулăса тытса тăма вырăс çынна янă. Унпа пĕрле чылай вырăс халăхĕ куçса килет. Чăваша тĕрĕслесе тăнă та вĕсем.

 

Ĕç-хĕлĕ

Ял халăхĕн ĕçĕ-хĕлĕ тĕрлĕ енлĕ пулнă. Хресченĕн тĕп ĕçĕ яланхи пекех çĕр ĕçĕ пулнă. Алине сухапуç тытса тăмлă çĕре те пĕрре кăна мар сухаланă. Темиçе çул иртсен уй-хире лаша кӳлсе тухнă. Пирĕн ял хресченĕсем малтан çурри ыраш акнă, ыттисем: урпа, пăрçа, хура тул, пăри, тулă, ясмăк, вир, кантăр. Хурамал ял халăхĕ выльăх тытнă: ĕне, вăкăр, лаша, сурăх, качака, сысна.

Ялта маттур ăстасем сахал пулман. Хурамалта тимĕр-тăмăр енĕпе ĕçлекен 20 çына яхăн пулнă, çăпата тăвакансем, йывăç эреш ăстисем, вĕсемех кашăк-чашăк тăвакансем — 5 ытла, тимĕрçĕ лаççи — 5, арманçăсем, çăм арлакансем, çип тата пир сăрлакан — К. Корягин пулнă, сăра ăстисем, пыл-хурт ĕрчекенĕсем — 7, вăрман хатĕрлекенĕсем вара 100 çына çитнĕ.

 

Хурамал пасарĕ

Ĕçченсем хăйсен ĕçĕсене пасара илсе тухнă. Вырсарни кунсенче Хурамал пасарне çывăхри тата аякри ялсенчен çынсем пуçтарăннă.

Ахальтен мар, пирĕн урама пасар урамĕ теççĕ. Хальхи кун та, эп çуралнă пӳрт чӳречинчен, кашни вырсарни кун ял пасарĕ пуçтарăннине асăрхама пулать. Выльăх-чĕрлĕх пасарĕ кĕрхи тата хĕллехи канмалли кунсенче шавлать.

Ĕлĕк кашни çулла, утă уйăхĕн 20-мĕшĕнче пуçласа виçĕ кун хушши Хурамал пасарĕ кĕрленĕ. Япаласен хакне пурне пĕрле илсен вăл вăхăчĕпе çичĕ пине яхăн пулнă, çуррине çаплах туянса пĕтернĕ.

 

Чапан восстани

Граждан вăрçи пынă çулсем, хăрушă выçлăх... 1921-мĕш çулта тыр-пул тухăçсăр пулнă. Халăхран вăйпа пур-çук тырра туртса илме тытăннă. Çăкăр çукки хресчен пурнăçне йывăрлатса янă. Çакна пула халăх çĕнĕ пуçлăха шанми пăрахнă.

Хурамалта 1921-мĕш çулхи кăрлач уйăхĕнче «Чапан» пăлхавçи çĕкленнĕ. Унта икĕ пин ытла çын хутшăннă. Вĕсем акмалли тырра ирĕксĕр туртса илсе лавккасене тултарса лартнипе килĕшмен. Халăха çĕклекенсем сăрă мастерскойĕн тата çил арманĕн хуçи — Орлов Н.П. тата çĕр арендаторĕ Краснов Ф.С. пулнă.

Халăх çав кун Хурамал чиркĕвĕ умĕнче пуçтарăннă. Урамра сивĕ те хаяр çанталăк алхаснă. Çынсем чапан тăхăннă. Кунтах ытти ялсенчен лавсемпе çынсем те çитнĕ.

Шăп çав кун ман асатте Ночевкин Кăпăрьян хăйĕн ашшĕпе Асанкасси вăрманне йывăç касма кайнă пулнă. Ишекпе Хурамал ялĕсем хушшинче вĕсене Хурамалтан пилĕк Хĕрлĕ çарĕн салтакĕсем чупса хуса çитнĕ. Мăн асаттен лавĕпе танлашсан вĕсем хăйсен хĕççисемпе вутта çыхса хунă вĕренене касса татнă та лава тӳнтерсе янă. Унтан лашана çавăрса Комсомольски енне вĕçтернĕ. Вĕсемпе пĕрле мăн асатте те хăйĕн лашине çухатас мар тесе пĕрле кайнă. Салтакĕсем хурамал пăлхавçийĕсенчен тарнă пулнă иккен. Вĕсем пăлхавçăсене путарма отряд ертсе килес шутлă пулнă. Асаттесен лашине вăйлă хăваланă пирки лаша пит вăйлă тарра ӳкнĕ, юрать, хирĕç тепĕр лав килнĕ. Вара салтаксем ăна çавăрса малалла Çавал енне вĕçтернĕ. Родион асатте ывăлĕ патне хăйĕн лашине уттарнă.

Çав çĕр Хурамалти «Чапан» пăлхавçине путарма Хусантан хатĕрленĕ çар отрячĕ çитнĕ. Орлов ертӳçине тӳрех персе вĕлернĕ. Ытти çынсене чугун çул валли вăрман кăларма янă.

Халăхăн хăйне те, лашине те тăрантармалли апачĕ юлман. Çавна пула 1921-мĕш çулхи раштав уйăхĕн 1-7 числосенче çирĕм тултарнă хĕрĕх виççе çитмен арçынсене ĕç çарне вăйпах илсе кайма пуçланă. Хирĕç пулаканĕсене вырăнтах вĕлернĕ тет. Ĕçлекенсен кунне 180 вакуна вутпа тултармалла пулнă.

 

Хурамалти чиркӳ шкулĕ

Хурамалти чиркӳ шкулĕ 1884-мĕш çулхи чӳк уйăхĕн 17-мĕшĕнче никĕсленнĕ. 1887-1888-мĕш вĕренӳ çулĕнче шкула 17 арçын ача тата 1 хĕрача çӳренĕ. Вĕрентекенĕн хушамачĕ Флоренцев пулнă. Каярахпа шкул çуртне 1893-мĕш çулта хăпартнă. Вăл чиркӳ çĕрĕ çинче ларнă. 1895-мĕш çулта вĕренекенсен шучĕ 45 ачана çитнĕ (8-14 çулхи ачасем çӳренĕ). Çав çул Талыгин Павăл, Хусанти духăвнăй семинарĕнче вĕреннĕскер, учитель пулса килнĕ. Ун чух шкулта классен шучĕ 7 пулнă, учебниксен — 150, шкулти предмечĕсен — 11. Ачасем виçĕ çул хушши тӳлевсĕр вĕреннĕ.

 

Хурамалти вăтам шкулĕ

1926-мĕш çулта пĕр ступенлĕ шкул ултă çул вĕренмелли шкула куçать. Ку çуртрах ытти ялсенчен килекен ачасем тата вĕренекенсем валли пӳлĕмсем пулнă. Шкулăн вĕренмелли пӳлĕмсем пуçне тата столовăйпа мастерской ĕçленĕ. Шкул хăйĕн хуçалăхне йĕркелет, ăна 12 гектар çĕр уйăрса панă. Пĕрремĕш директорсен хушамачĕсем: Антипов Д.Я., Мингалев Н.С. тата ыт. те.

 

Хурамалти Богороди чиркĕвĕ

Раççей патши вырăс мар халăха православи тĕнне кĕртмелли çинчен кăларнă указ хыççăн чăваш ялĕсенче те чиркӳсем çĕклеме пуçланă.

1749-мĕш çулта Хурамал ялĕнче Богороди чиркĕвĕ уçăлнă. Йывăçран тунă храм 130 çул тăнă хыççăн çунса каять.

1816-мĕш çулччен икĕ священник пулнă. Каярахпа çынсем ыйтнипе Хусантан икĕ дьякон, виçшер псаломщик тата пономарь янă. 1833-мĕш çулта Серебров, Кармальский пупсем ĕçленĕ. 1851-мĕш çулта чиркӳ çĕрĕ 98 теçеткене çитнĕ. Хурамалти прихут шкулĕ 1869-мĕш çулхи чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕнче уçăлнă. Пушар пулнипе кайран ĕçлемен. 1873-мçш çулта çĕнĕ чиркӳ çĕкленнĕ. Халь ĕçлекен чиркĕве 1906-мĕш çулхи çĕртме уйăхĕн 20-мĕш кунĕнче святить тунă. Çĕнĕрен йĕркене кĕртме Талызин священник пуçланă, ун ĕçне Громов священник вĕçленĕ.

1917-мĕш çулта правительство хушнипе чиркӳ патшалăхран уйрăлать пулсан та, халăх уйрăласшăн пулмасть. Йывăр çулсем ăна 30-мĕш çулсенче килеççĕ. 1937-1938-мĕш çулсенче чиркĕве хупасшăн пулаççĕ. Хурамал чиркĕвĕ ку таранччен 189 çул ĕçленĕ пулнă. Турра ĕненекенсем чиркӳшĕн нумай алă пуснă, ăна хăварттарнă.

Утă уйăхĕн 21-мĕшĕнче ку таранччен Казански Турă Амăшĕ Турăш ятне халалланă куна ирттереççĕ. Турра ĕненекенĕсем Хĕреслĕ çул утаççĕ.

 

Халап çăлкуçĕ

Тихонов Василий Куприянович, 1941-мĕш çулхи, Хурамал ялĕн çынни сăмахĕсенчен çырнă.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Нина Леонтьева (2009-11-10 11:46:52):

Наталия Прохорова очеркĕ мана питĕ килĕшрĕ, мĕншĕн тесен ку хайлавра вăл ял историне анлăн та кăсăклă çырса кăтартнă.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Вера Павлова (2009-11-12 02:00:12):

Эпĕ хам Хурамалтан. Тахçанах ялтан тухса кайнă пулин те хамăн ял урамĕсем тăрăх утнă пекех туйрăм хама. Тавтапуç

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Admin (2009-11-17 23:03:14):

Ял историне чаплă çырса кăтартнă (çĕннине самай пĕлтĕм). Мухтамалла. Анчах та кунта пирĕн литература ăмăртăвĕ — эпир хитре чĕлхепе çырнă хайлавсем шыратпăр.

Вырăн лекеймест пулĕ — «конкуренци» пысăк.

 

инçет (2009-11-29 19:55:25):

Чăнах та, илемлĕ хăйлав шутне кĕртме май çук ку япалана.

 

Зинаида (2010-01-04 19:57:40):

Ку япала вырăн йышăнмасан та автора тав сăмахĕсем калас килет. Маттур. Ăнăçусем сунатпăр.

 

Илемпи (2014-09-18 23:02:32):

Натали, эсĕ пит аван Хурамал çинчен çырса панă. Эпĕ ялтан тухса кайни нумай çул иртнĕ ĕнтĕ, сирĕн хайлава вуласан пит савăнтăм. ПЫСĂК ТАВ СĂМАХĔ калас килет. Телей сунатăп сире!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Илемпи (2014-09-18 23:02:39):

Натали, эсĕ пит аван Хурамал çинчен çырса панă. Эпĕ ялтан тухса кайни нумай çул иртнĕ ĕнтĕ, сирĕн хайлава вуласан пит савăнтăм. ПЫСĂК ТАВ СĂМАХĔ калас килет. Телей сунатăп сире!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Илемпи (2014-09-18 23:02:56):

Натали, эсĕ пит аван Хурамал çинчен çырса панă. Эпĕ ялтан тухса кайни нумай çул иртнĕ ĕнтĕ, сирĕн хайлава вуласан пит савăнтăм. ПЫСĂК ТАВ СĂМАХĔ калас килет. Телей сунатăп сире!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Валера (2015-06-16 17:45:13):

Пирен ял çинчен пите тĕплен каласа катартнă .

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: вăтам

 

Валера (2015-06-16 17:45:14):

Пирен ял çинчен пите тĕплен каласа катартнă .

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: вăтам

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: