Ухсай сăнарĕ


Куç умĕнчех Ухсай сăнарĕ:

Ача кулли сăн-питĕнче.

Сăввисенче вут-хĕм кăларĕ

Кĕтмен-туман самантсенче.

 

Силпи-Слакпуçăн эп çӳрерĕм

Ухсайпала чăн тăванла.

Калаçрăм —

Тăрана пĕлмерĕм:

Уçса ярать вăл кăмăла.

 

Слакпуç çăлкуçĕнчен шыв ĕçрĕ,

Питне те çурĕ тăрăшса.

Чун-чĕрипе Сетнер пек вĕçрĕ,

Шыв ăсакан хĕре курсан.

 

Силпи çаранĕнче кансаччĕ:

Ем-ешĕл курăкĕ — кашма.

«Кунта, эх, Кĕçтенттин пулсанччĕ...» —

Тек пĕр сăмах та шарламасть.

 

Хĕвел те аслă çутçанталăк

Пĕрлешнĕ пулĕ халь унпа?

Лутра çынра тăван çĕр халĕ, —

Куратăп, — иксĕлми тапать.

 

Трагеди, сăвă, романсем те

Ахаль-и ӳкнĕ хут çине?

Тавралăх сăвăçа:

«Илсем, — тет, —

Ман мĕскер пур, чĕрӳ варне...»

 

Ваттипеле — вăл чăн-чăн ватă,

Ачапала — чăн ачалла.

Кун-çул иртет, Кун-çул шăвать, ав,

Асаилӳпе шав малалла.

 

Мĕскер тăвайăн? Вăхăт шелсĕр,

Ухсай хупать таса куçне.

Выртать халь лăпкăн,

Ним пĕлмесĕр

Çĕршывăмри нушасене.

 

Халăх нушишĕн, чун нушишĕн

Ĕçетчĕ-тĕр хăш-пĕр чухне?

Пурăнăçпа малаш пурришĕн

Тытатчĕ çирĕппĕн хăйне.

 

Çын чĕрĕ чух эпир мĕн-ма-ши

Этем чунне курасшăн мар?

Вак-тĕвексемшĕн е ним маршăн

Кун-каçăн хатĕр ятлаçма.

 

Халь —

Çулсем урлă эп пăхатăп:

Ухсай тăрать таса, хитре.

Вăл вăрмана кĕрет, куратăп,

Тухать тыр-пулăллă хире.

Типтерлĕ сăввине вулатăп:

«Саватăп эп, хирсем, сире...»

 

Якку Ухсай!

Утатăн чĕррĕн

Халăхпала куллен-кунах...

Çĕн ĕмĕре хастаррăн кĕрĕн,

Мĕншĕн тесен чăвашăн çĕрĕ

Чунпа упрать ялан сана.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: