Савнă ялăм — тăван ял


Çуралнă ял кашни çыншăн паха. Таçта çитсен те вăл пирĕн асăмра юлать. Çĕрпӳ районĕнчи Вăрманкас ялĕ 18 ĕмĕрĕн çурринче пуçланса кайнă. Яла пуçласа яраканĕ Палли пулнă. Çавăн пирки халь те таврари çынсем яла Вăрманкас-Пайкилт теççĕ. Палли хăйĕн ывăлĕпе Шенер ялĕнчен çĕнĕ çĕре куçса пырса çак яла пуçласа янă. Ялĕ Енĕш шывĕн çӳллĕ сылтăм çыранĕ хĕрринче вырнаçнă. Вăл хăй вăхăтĕнче вăрман çумĕнче пулнă. Çак вăрман çинчен чăвашсен паллă писателĕ Кузьма Чулкаç хăйĕн юмахĕсенче çырса кăтартнă. Çирĕммĕш ĕмĕрĕн вăтăрмĕш-утмăлмĕш çулĕсенче çак ял Çĕрпӳ районĕнчи чи пысăк ялсенчен пĕри пулса тăнă. Унта 134 кил-хуçалăх пулнă, 800 çын ытла пурăннă.

Паянхи кун ял пуçласа яраканăн тата унăн ывăлĕсен ячĕпе чылай вырăнсен ячĕсем сыхланса юлнă,Палли вар, Çенкке вар, Тимушка çаранĕ, Югур шырланĕ, Ентри çăлĕ...

1933 çулта «Красный Путиловец» колхоз йĕркеленнĕ. Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланиччен те, вăрçă хыççăн та ялта икĕ лаша вити, ĕне, сысна, сурăх витисем, икĕ çил арманĕ, пĕр çăм таптармалли пулнă. Ял тавралăхĕнче улăх-çарансем йышлă пулнă. Пĕтĕм районĕпе шута илсен, Вăрманкас ялĕнче пуринчен те нумай утă çулса хатĕрленĕ. Вăрçă пуçлансан 90 ытла арçына, 8 ӳссе çитнĕ хĕре вăрçа илсе кайнă. Вĕсенчен çурри ытла Тăван çĕршывшăн хăйсен пуçĕсене хунă. Вăрçăран таврăннисен хушшинче орденсемпе нарградăланă çынсем сахал мар. Иванов М.И — «Слава» орденĕн 2 тата 3 степенĕсене, Тимофеев Т.Т — 3 степене тивĕçнĕ. Çавăн пекех К.В. Васильева 3 орденпа, Д.Т. Тимофеева 2 орденпа, 14 çынна «Хĕрлĕ çăлтăр» орденĕсемпе наградăланă. Ялта пĕр çын, пирĕн аслатте фашистла Германине тата Япун самурайĕсемпе çапăçнă.

Çак ялта чылай паллă çынсем çуралса ӳснĕ. Вĕсен хушшинче Тимофеев М.Т. — полковник, военврач, тăватă орден кавалерĕ; Григорьев Н.Г. — техника наукисен кандидачĕ (малтан СССР вăрман хуçалăх министерствин начальникĕ пулнă); Николаев В.Н. — 17 çул Чăваш АССР Правительство членĕнче вăй хунă; Иван Вутлан — чăвашсен паллă писателĕ; Григорьев А.Г., Федоров А.Ф., Прокопьев Г.П. — милици подполковникĕсем…

Малтанхипе танлаштарсан ял улшăнчĕ. Совхоз центрне юнашар яла куçарнă хыççăн кунта пĕр ферма та юлмарĕ. Çамрăксем валли ĕç çук. Вĕсем хуланалла туртăнаççĕ. Халĕ эпĕ Шупашкарта пурăнатăп. Хам çуралса ӳснĕ ялти вырăнсене, унта пурăннă, пĕрле ӳснĕ юлташсене час-часах аса илетĕп. Хамăн мăнуксене каласа чуна уçатăп.

 

Халап çăлкуçĕ

Очерка Вăрманкас Пайкилт ялта пурăнакан 1935 çулта çуралнă Николаев Василий Николаевичран 2009 çулта Васильева Валентина Вадимовна çырса илнĕ халап тăрăх хайланă.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2009-11-18 12:39:32):

Кĕске пулин те тăрăшса çырнă. Вăтам ĕнтĕ — вырăн йышăнма çителĕксĕр.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: