Эп утатăп хирте пĕр-пĕччен...


(Митта Ваçлейĕ вилсен)

Сан иртнĕ ĕмĕрӳ, çĕре кĕнĕ поэт,

Чуна пăчăртаса ялан аса килет.

Çеçпĕл Мишши

 

Çил улать, çил улать, çил улать —

Этем пек хӳхлесе вăл чупать.

Эп утатăп хирпе пĕр-пĕччен,

Вăй кайса, тăрăнса ӳкиччен...

Кăра çил, эс ытла ан ула,

Тăвăлна каялла хăвала.

Çумăрпа ан кастар, ан лӳшкет —

Чĕрем хурлă, капла та йĕрет:

Чăвашстанăм хӳхлет татăлса,

Поэт кайрĕ пиртен уйрăлса.

Каласамăр, хирсем, вăрмансем,

Çак хуйха эп епле-ха тӳсем?..

Чунне хуçрĕ, тылларĕ тĕрме,

Анчах Чăнлăх — памарĕ çĕрме!..

Хĕпĕртетчĕç çумри тусусем,

Çунатланчĕç каллех сăввусем.

Ĕçлеме пуçласаччĕ хастар —

Паян, Çĕрĕм, куççулĕ юхтар...

Çĕкленсемччĕ, поэт, куçна уç,

Эсрелсен çавине шартах хуç!

Çук çав, сăвăç тетем вăранмасть,

Чĕремри вут-кăвар пусрăнмасть.

...Çил улать, çил улать, çил улать —

Тĕнчепе тулашса макăрать.

Эп утатăп çĕрле пĕр-пĕччен,

Вăй кайса, тăрăнса ӳкиччен.

 

1957ç., 06.12. Кипеккасси

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: