Савнă тусăм, савнă пăчăр
В. Смирновăна
Хĕл сиввийĕ кăчăр-кăчăр!
Ак пуçларĕ юрлама.
Ман çумра эс, савнă пăчăр, —
Çук, шăнтаймĕ шартлама.
Эс шăнсассăн — хĕмлентерĕп,
Шĕл кăварлă ман чĕрем.
Сан чунна яр! çĕклентерĕп,
Чухăн мар эп кĕвĕрен.
Çич тĕспе çеçке çуртарăп
Шур юр витнĕ улăхра.
Ту-сăрта та ташлаттарăп
Саншăн эл çак вăхăтра.
Эс паян сирсе антартăн
Ман çири хĕн-асапа.
Чунăма эс юрлаттартăн,
Вутăш пултăн эс манпа...
Хĕл сиввийĕ кăчăр-кăчăр!
Тулнă уйăх шап-шурах.
Савнă тусăм, савнă пăчăр,
Эс утатăн ман çумрах.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Are you fully utilizing the potential of...
Every day, websites like chuvash....
Get more leads for your chuvash...
Your website, chuvash...
Are you maximizing the potential of your...
Your website, chuvash...
Every day, websites like chuvash....
I recently tried https://killakush...
Тĕлĕнмелле çырнă...